News by date 30 December 2022
-
ЭЛШЕЛ ЧĂВАШ АЧИ – ВЫРĂС ПОЭЧӖ, ПИСАТЕЛӖ
Ентешӗмӗрпе Михаил Ложниковпа шăкăл-шăкăл калаçса ларни мӗне тăрать – хайне евӗрлӗ университет
-
Хаклă Хӗл Мучи! Пӗлтӗр Çӗнӗ çулта эпӗ санран каччă ыйтрăм
Кăштах кулăш
-
Хусан ачисем чăвашла юрлаççӗ
Полина Львовна Ильдулова Хусанти 337-мӗш номерлӗ ача садӗнче 2021 çулта «Юлташсем» («Дружные ребята») ачасен ансамбльне йӗркеленӗ. Ачасем унта вырăспа тутарла кăна мар, чăвашла та, марилле те юрлаççӗ, сăвăсем калаççӗ. «Пӗчӗк çеç путене» юррăн сăмахӗсем мӗн пӗчӗкрен чăвашла калаçса ӳсекен ачасенни пекех таса илтӗнеççӗ. Ачасене хăйсене те питӗ килӗшет пулмалла ку юрă, çӗкленӳллӗ кăмăлпа юрлаççӗ.
-
ÇӖНӖ УПИ ШКУЛНЕ ХӖЛ МУЧИ КИЛЧӖ
Ульяновскри «Ниме» Чăваш культура центрӗн пайташӗсем – Василиса Чернова, Николай Чернов, Геннадий Падиаров, Клавдия Тухманова, Владимир Кудряшов, Владимир Ярухин ятарласа «Твори добро детям» акци йӗркелесе çак кунсенче Чăнлă районӗнчи (Ульяновск облаçӗ) Пухтел тата Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи шкулӗсене çитсе вӗренекенсемпе пӗрле «Елочка, зажгись!» уяв ирттерчӗç.
-
Çӗнӗ çул каçӗ Тутарстанра икӗ пин ытла полицейский дежурствăна тухать
Пӗтӗмӗшле илсен, хӗллехи каникулсен вăхăтӗнче йӗрке хуралçисем хăйсен ӗçне вăйлатнă режимра ирттереççӗ
-
Каннă вăхăтра асăрхану пирки манмалла мар
Çӗнӗ çулхи каникулсенче нумайăшӗ яла кайса канаççӗ. Унта тăвайкки çинчен ярăнасси çулран-çул йăлана кӗрсе пырать. Халь ку енӗпе йывăрлăхсем çук, çуна мар-тăк, тюбинг е ледянка туянма пулать.
-
Отсрочка ултă уйăха парăнать
Тутарстан Республикин Президенчӗн Рустам Миннихановăн хушăвӗпе, мобилизованнăйсен çемйисене социаллă ипотека тӳлеме кредит каникулӗсем парăнӗç
-
Алексеевски районӗнче бадминтон центрне тăвӗç
Унта республика шайӗнчи кăна мар, пӗтӗм Раççейри тата халăхсем хушшинчи ăмăртусене те ирттерме май пулать