Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан ачисем чăвашла юрлаççӗ

Полина Львовна Ильдулова Хусанти 337-мӗш номерлӗ ача садӗнче 2021 çулта «Юлташсем» («Дружные ребята») ачасен ансамбльне йӗркеленӗ. Ачасем унта вырăспа тутарла кăна мар, чăвашла та, марилле те юрлаççӗ, сăвăсем калаççӗ. «Пӗчӗк çеç путене» юррăн сăмахӗсем мӗн пӗчӗкрен чăвашла калаçса ӳсекен ачасенни пекех таса илтӗнеççӗ. Ачасене хăйсене те питӗ килӗшет пулмалла ку юрă, çӗкленӳллӗ кăмăлпа юрлаççӗ.

Хусанти Ново-Савиново районӗнчи 337-мӗш номерлӗ ача садӗнчи аслă ачасен ушкăнӗн Çӗнӗ çул уявӗ Хусанта чи лайăххи пулчӗ тесен те юрать-тӗр. Тухатмăш карчăк хăйне Чăрăш уявне чӗнменшӗн тавăрас шутпа самантлăха канма выртнă Хӗл Мучин тумӗсене тӗрлӗ халапсем тăрăх салатса тухрӗ. Çӗнӗ Çул Хӗл Мучисӗр епле пултăр-ха? Ачасене Хӗл-пике пулăшăва килчӗ.Çул кăтартакан куçкӗски парнелерӗ. Çапла ачасем «Снежная королева», «Белоснежка и 7 гномов», «12 месяцев» халапсене çитсе Хӗл Мучин алсишне, калпакне, çăматтине тупрӗç. Кӗрӗкне кăна Тухатмăш карчăкăн хăйӗн тавăрса пама тиврӗ...

  Хӗл Мучипе Юр Пикене, Хӗл-пикепе Тухатмăш карчăка çеç аслисем вылярӗç, ыттине йăлтах ачасем хăйсем. Пӗчӗк артистсем рольсене питӗ ăста, ӗненмелле калăпларӗç. Калăн, сцена валлиех çуралнă, залра хăйсем кăна маррине асăрхамарӗç те. Ку ушкăн питӗ маттур иккен. Чăн малтан кунта садик ӗçченӗсен, уйрăмах пирӗн ентешӗн, Аксу районӗнче çуралса ӳснӗ Полина Ильдулован тӳпи пысăккине палăртмалла. Полина Львовна çак ушкăнăн воспитателӗ тата ача сачӗн музыка ертӳçи пулнăран 2021 çулта хăй ушкăнӗнчи ачасемпе пӗрле «Юлташсем» («Дружные ребята») ансамбль йӗркеленӗ. Çӗнсе илнӗ грант укçипе кашни халăх тумӗсене çӗлеттернӗ. Садикри Чăрăш уявӗнче те акă Хӗл Мучие вырăсла, тутарла, чăвашла юрăсем юрласа кăтартрӗç.

«Пӗчӗк çеç путене» юррăн сăмахӗсем вара мӗн пӗчӗкрен чăвашла калаçса ӳсекен ачасенни пекех таса илтӗнчӗç. Ачасене хăйсене те питӗ килӗшет пулмалла ку юрă, хăпартланса  юрларӗç. Ашшӗ-амăшӗ те савăнса кăна ларчӗ. Маттур çав пирӗн Полина Львовна, пултарать. Никам хушмасăрах ав мӗнле пысăк ӗç тăвать! Малалла та çитӗнӳсем тумалла пултăрччӗ унăн.

 Ачасене, садикăн пултаруллă ӗçченӗсене Çӗнӗ çул уявӗпе ТР ЧНКА хастарӗсем Вера Юнусова тата «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова саламлама килчӗç. Ачасене малашне те çапла туслă пурăнма сунчӗç. Тăван чӗлхене упранăшăн ача сачӗн ертӳçине Гузель Ибрагимовна Булановăна тата ансамбль йӗркеленӗ воспитателе Полина Львовна Ильдуловăна ТР ЧНКАн Тав çырăвӗпе чысларӗç. Ирина Трифонова ача садне хăйӗн кӗнекисене парнелерӗ.

Тулли кăмăлпа, савăнса та тӗлӗнсе таврăнтăмăр эпир ку ача садӗнчен. Хусан хулинче вырăс, тутар, мари ачисене чăвашла юрлаттараяççӗ пулсан,  чăваш ялӗсенчи садиксенче мӗн чăрмантарать-ши?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество