Виçӗ куна, сентябрӗн 18,19 тата 20-мӗшӗсем, пынă суйлав паян 20:00 сехетре вӗçленчӗ. Çак вăхăтра Тутарстанри мӗнпур суйлав участокӗ хупăнчӗ. Хальхинче республикăри пӗтӗмӗшле суйлавçăсенчен 72,4 проценчӗ сасăларӗ.
Суйлав комиссийӗ чи пӗлтерӗшлӗ тепӗр тапхăра пуçларӗ. Ку вăл – сасăсен шутлавӗ. Ку йăлтах сăнавçăсен (вӗсем кăçал ют çӗршывран килнисемпе пӗрле 14 пин), кандидатсен, партисен шаннă çыннисен тата суйлава аккредитациленнӗ журналистсен умӗнче иртет. Кун çинчен ТР Тӗп суйлав комиссийӗнчен комиссийӗн председателӗ А. С. Кондратьев ТР Тӗп суйлав центрӗнчен видеоконференци мелӗпе тухса пӗрлехи суйлав центрне 21:00 сехетре пӗлтерчӗ.
Тутарстанра суйлав иртрӗ, халăх ку е вăл партишӗн, кандидатшăн сасăларӗ теме юрать. Пӗтӗмӗшле суйлавçăсенчен 72,4 проценчӗ хăйӗн гражданла тивӗçне пурнăçласа суйлав участокӗсене килнӗ. Тӳрех палăртса хăварар, Тутарстанра суйлав кунӗсенче йӗркене пăснă пӗр тӗслĕх те пулман, суйлав участокӗсем пурте хăйсен йӗркипе ӗçлерӗç.
Аса илтеретпӗр, хальхинче çӗршыв РФ Патшалӑх Думине пӗтӗмпе 450 депутат суйларӗ. Вӗсенчен 225-шӗ федераллӑ парти списокӗпе (10 партирен), тепӗр 225-шӗ пӗр мандатлӑ суйлав округӗсенчен. Тутарстанра пӗтӗмпе 6 округ (Элмет, Мускав, Çырчалли, Анат Кама, Приволжски тата Тӗп) пулчӗ, вӗсенче 6 партирен 32 кандидат регистрациленӗ. РФ Патшалӑх Думипе пӗрлех республикӑра тата 50 № пӗр мандатлӑ Çӳлти округӗнчен ТР Патшалӑх Думине, 40 район вырӑнти хӑй тытӑмлӑх управленине депутатсен суйлавӗ пулчӗ. Суйлавăн пирвайхи пӗтӗмлетӗвӗсем ыран ирхине паллă пулаççӗ.
Нет комментариев