Çырчаллинче мăшăр шыракансем валли «Чунна туп» социаллă проект хута кайнă. Ăна пуçараканӗ Ленар Шакуров, çак хула çынниех. Тӗллевӗ – пӗр-пӗринпе куçа куçăн курса калаçас культурăна тавăрасси.
Çакнашкал проект пуçарма Ленар Шакурова хăйӗн çемье историйӗ хистенине пӗлтерет chelny-izvest.ru сайт. Ашшӗ вилсен амăшне пӗччен йывăр пулнипе пурнăç юлташӗ тупма сӗнсен амăшӗ: «Ăçта каймалла тет вара ман? Ăçта паллашмалла? Мобильлӗ приложенисем маншăн ăнланмалла мар. Интернетра çыру çӳретни те нумай чухне тӗлпулупа вӗçленмест», – тенӗ.
«Кун хыççăн эпӗ тӗлпулăва онлайн çырăнмалли, тӗлпулусем вара куçа куçăн кăна иртмелли проект пуçарас терӗм», – социаллă проект пуçарма мӗн хистенине ăнлантарать автор.
Пуçласа проекта хутшăнакансемшӗн пӗрремӗш тӗлпулу тӳлевсӗр. 60 çултан иртнисен вара проекта хутшăннăшăн вуçех тӳлемелле мар. Пӗрремӗш тӗлпулăва халех 100 çын çырăннă ӗнтӗ, платформăра вара 250 çын регистрациленнӗ. Система экспресс-тӗлпулу формат евӗрлӗ. Проекта хутшăнакансем темиçе минут куçа-куçăн тӗл пулса калаçаççӗ те унтан сервис астрологипе нумерологи алгоритмӗпе усă курса хатӗрленӗ анкетăна тултараççӗ. Автор шучӗпе, ку вăл ытлашши именнине çӗнтерме кирлӗ.
«Хăюсăррисене, именекенсене тӗлпулăва хатӗрленмелли фишки вăл ку проектăн. Кашни зодиак знакӗ айӗнче пӗчӗк ыйтусем пур. Тӗслӗхрен, Арăслан хӗр хăйӗн илемӗпе стильне хакланине çав тери кăмăллать. Система вара вăл кӗтекен, илтес килекен чи кирлӗ ыйтусем сӗнет. Çапла качча тӳрех ку хӗрӗн кăмăлне кайма пулăшать», – ăнлантарать проект авторӗ.
Сервисăн кайран çыхăнмалли механизмӗ те пур иккен. Тӗл пулса калаçнă хыççăн кашнинче сакăр пунктран тăракан ыйтăма хутшăнмалла. Урăхла каласан, çынра мӗн килӗшнипе килӗшменнине пӗлтермелле. Калăпăр, тумӗ типтерлӗ-и, хăйне тытма пӗлет-и, шӳте ăнланать-и, итлеме пӗлет-и е вӗçӗмсӗр пӳлсе хăй кăна калаçать-и? Тӗлпулу хыççăн виçӗ сехетрен кашнин харпăр кабинетне статистика килет. Енчен те ку е вăл хутшăнаканăн кӗпи лӳчӗркенчӗкне, вăл хăй çинчен кăна калаçма юратнине темиçе çын асăрханă пулсан, унăн çак çитменлӗхе тавлашмасăр, çилленмесӗр пӗтерме май пур.
Проект авторӗн шучӗпе, ку вăл кӗске те вăхăтлăх йăпану площадки мар. Çынсене пӗрре курнă е тăхăннă тăрăх мар, пӗр-пӗрин лайăх енӗсене, интересӗсене, кăмăлне пăхса çемье йӗркелемелли проект. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Нет комментариев