2026 çул Чăваш Республикинче Халăхсен туслăхӗн çулталăкӗ пек иртет. Чăваш Енре 120 ытла тӗрлӗ халăх çынни килӗштерсе пурăнать. Çулсерен кунта ют çӗршыв çамрăкӗсем вӗренме килеççӗ. Вӗсенчен кашнин хăйӗн йăли-йӗрки, чӗлхи тата... юмахӗсем.
Чăваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть «Семь сестер» кӗнеке кун çути курчӗ. Унта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн студенчӗсем каласа панă 30 юмах кӗнӗ. Пухса пичете хатӗрлекенӗ, вырăсла куçараканӗ – медицина наукисен докторӗ, профессор Евгений Николаев. Кӗнеке редакторӗ – Ольга Федорова, иллюстрацисене Алексей Михайлов тунă, хуплашка çине ӳкерекенӗ – Сергей Орлов, кăларăма ӳнер енӗпе илемлетекенӗ – Екатерина Васильева.
«Вӗсен юмахӗсемпе паллашсан эсир Çывăхри Тухăçăн шăрăх пушхирӗсене, нумай çынлă хулисене лекетӗр, Африкăри вăрмансемпе саваннăсем тăрăх çӳретӗр, пӗлӗтсене шăтарса тухнă Кавказ, Тянь-Шань тата Гиндукуш çийӗн вӗçетӗр. Хӗвелтухăç Азин тӗлӗнмелле хитре тăвӗсемпе, тулăх çӗрӗсемпе, илемлӗ утравӗсемпе, Кăнтăр Америкăн шăнкăртатса выртакан юханшывӗсемпе, кӳллисемпе киленетӗр...» – çырнă умсăмахра Евгений Львович.
Хăш-пӗр юмахпа паллашсан вулакан «ку историе эпӗ унччен те илтнӗ» теме пултарать, теприсене вулама пуçласан мӗнпе вӗçленесси интереслентерет.
«Юмахсем сюжет енчен пӗр пек мар, тӗрлӗ жанрлă – асамлă, кулленхи пурнăçпа çыхăннисем, чӗрчунсем çинчен каласа параканнисем. Вӗсенчен нумайăшне студентсем ача чухне илтнӗ, хăш-пӗрисем çитӗнсен илтнӗ юмаха каласа пачӗ. Сюжетсенче ытти халăхсен фольклорӗнчи параллельсем час-часах тӗл пулаççӗ...» – палăртать Е.Л.Николаев.
Юмаха каласа панă студентăн ятне кӗнекен тупмаллинче палăртнă.
Вулакансем алжир, бенгал, бисау-гвиней, индонези, йемен, колумби, ливан тата ытти халăхсен юмахӗсемпе паллашма пултараççӗ ку кӗнекере. Вӗсен хушшинче чăвашли те пур. Юмахсем ӗçчен, тӳрӗ кăмăллă пулма, аслисене хисеплеме, пулăшма вӗрентеççӗ. Юмахӗ камăнне кура çав халăх пирки вуласа пӗлме те интереслӗ пулӗ кӗнекепе паллашакансене.
Ольга ФЕДОРОВА.
Е.Николаевăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Нет комментариев