Чăваш халăх художникӗн Праски Виттин 1992 çулта Венгрире халăхсем хушшинчи конкурсра çӗнтернӗ «Молодая пара. Чуваши» ӗçӗ тӑрăх çӗнӗ арт-объектсем вырнаçтарнă. художникăн 90 çулхи юбилейне халалланă.
Шупашкарти «Радуга» культурăпа курав центрӗн çурчӗн тӗрлӗ енне çӗнӗ арт-объектсемпе илемлетнине пӗлтерет «Вести Чувашия» телекăларăм. Çитменнине мӗнлисемпе тата! Чăваш халăх художникӗн Праски Виттин 1992 çулта Венгрире халăхсем хушшинчи конкурсра çӗнтернӗ «Молодая пара. Чуваши» ӗçӗ тӑрăх хатӗрленӗ вӗсене. Арт-объектсене художникăн 90 çулхи юбилейне халалланă, тесе пӗлтерет «Вести Чувашия» телекăларăм. Шел те, арт-объектсене Праски Витти хăй курса ӗлкӗреймен, кăçал январӗн 30-мӗшӗнче пурнăçран уйрăлса кайнă.
Унăн ӗçне вӗренекенӗсем малалла тăсаççӗ халӗ. «Радуга» культурăпа курав центрӗнче кăçал çулла «Мозаичный этномир» проектпа мозаика студийӗ уçăлнă. Çамрăк ăстасем 38 тăваткал метра йышăнакан панона Игорь Улангинпа Кирилл Романов пултаруллă художниксем ертсе пынипе малтан 250 пин пая пайласа хатӗренӗ те кайран çуртăн стени çине пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пӗр эрне вырнаçтарнă. Халӗ тӗнчипе паллă маçтăрӑн ӗçӗпе музейре кăна мар, урамрах паллашма пулать. («Вести Чувашия» телекăларăм скриншочӗ).
Нет комментариев