Кăçал пуçласа фестивале Çӗпрел районӗнчи Матак чиркӗвӗн чан çапаканӗ Владимир Старшов та хутшăннă.
Сентябрӗн 13-мӗшӗнче Ульяновскра иртнӗ сăваплă çветтуй Александр Невский аслă кнеç ячӗллӗ Халăхсем хушшинчи чан искусствин VI фестивалӗ кăçал та Раççейӗн тӗрлӗ регионӗн тата Беларуссин чан çапаканӗсене пуçтарнă. Мероприятие Президентӑн культура пуçарӑвӗсен фончӗпе Ульяновск хулин администрацийӗ пулăшнипе «Лаборатория проектов» коммерцилле мар организаци регионăн «Централизациленӗ клуб системи» учрежденипе, Чӗмпӗр епархийӗпе пӗрле хула кунӗнче йӗркеленӗ.
Кăçал пуçласа фестивале Çӗпрел районӗнчи Матак чиркӗвӗн чан çапаканӗ Владимир Старшов та хутшăннă. Чан çапма вăл, тӗпрен илсен, хăй тӗллӗн вӗреннӗ, опычӗ пысăк мар-ха. Мӗншӗн тесен ял чиркӗвӗнче 100 çул каялли пекех кăçал Мăнкун умӗн çӗнӗрен чан сасси янрама тытăнчӗ. Ял халăхӗн укçипе чиркӳ валли заказпа 8 чан (104 килограмлинчен пуçласа 3 килограмли таран) шăраттарнă.
Чӗмпӗр епархийӗ çумӗнчи чан çапакансен шкулӗн ертӳçи Глеб Кудасов Владимир Михайловичăн чан çапас ăсталăхӗ пуррине асăрхаса ăна хăй патне вӗренме килме чӗннӗ. (В.Старшов сăнӳкерчӗкӗ).
Нет комментариев