Чирлекенсем сахал пулсан та асӑрхануллӑ пулмалла
Çӗнӗ хыпарсем

Чирлекенсем сахал пулсан та асӑрхануллӑ пулмалла

Иртнӗ эрнере Тутарстанра 9 827 ҫын гриппа тата ОРВИпе чирленӗ. Чирленисен шучӗ нормӑран 14,9 процент пӗчӗкрех пулнине, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 20,2 процент сахалраххине пӗлтерет Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗ.

Экспертсем чирлекенсен шучӗ сезон нормисемпе килӗшсе тӑнине палӑртаççӗ. Ытларах чухне гриппа ҫыхӑнман вируссем тӗл пулаҫҫӗ.

Республикӑри медицина учрежденийӗсене грипран 340 пин доза вакцина илсе килнӗ. ТР сывлӑх сыхлав министрӗ Альмир Абашев каланӑ тӑрӑх, коллектив иммунитетне йӗркелес тесен халӑхӑн 60 процентне — 2,4 миллион яхӑн ҫынна — прививка тумалла.

Роспотребнадзор специалисчӗсем тутарстансене профилактика мерисене аса илтереççӗ: пӳлӗмсене уҫӑлтармалла, чирлисемпе хутшăнмалла мар, гаджетсене дезинфекцилемелле тата обществӑлла вырӑнсенче пулмалли вӑхӑта кӗскетмелле. Чир паллисем пулсан, хӑвӑра япӑх туятӑр пулсан, тӳрех тухтӑр патне кайӑр.


роспотребнадзор грипп ОРВИ эпидситуация

Нет комментариев