Чăваш тӗнчи талантлă опера юрӑçипе Геннадий Леонтьевич Никифоровпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашрӗ
Тӗп хыпар

Чăваш тӗнчи талантлă опера юрӑçипе Геннадий Леонтьевич Никифоровпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашрӗ

Сентябрӗн 21-мӗшӗнче çывăх тăванӗсемпе тусӗсем, ентешӗсем паллă чăваш çыравçипе, Раççей Писательсен союзӗн пайташӗпе, талантлă опера юрӑçипе Геннадий Леонтьевич Никифоровпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашрӗç.

Çак хурлăхлă хыпара паллă юрăçăн, çыравçăн çывăх тăванӗ, Пăва районӗнчи Хирти Кушкăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулăн  директорӗ Евгений Бондарев пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗпе, Геннадий Никифоров юлашки çулсенче чирлесе тăнă. Шел те, усал чирпе малалла та кӗрешме пултарайман Тăхăрьял Орфейӗ. Сентябрӗн 19-мӗшӗнче вăл ӗмӗрлӗхех куçне хупнă.

Геннадий Леонтьевич Эсекель

Геннадий Леонтьевич Никифоров 1943 çулхи февралӗн 15-мӗшӗнче Тутарстанри Пӑва районӗнчи Хирти  Кушкӑра çуралнӑ. Ачаран вăл музыка патне туртăннă. Сцена çине пӗрремӗш хут 1957 çулта тухать. Хусанта Мускавра пулмалли Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен фестивальне хутшăнма юрăçсем хушшинче конкурс ирттернӗ пулнă. Çавăн чухне 14-ри Гена «Варяг» юрласа пӗрремӗш вырăн илет. Ку питӗ пысăк çитӗнӳ пулнă. Хулара ятарлă шкулсенче вӗренекенсенчен иртсе кайни мӗнле хавхалантармӗ.  Ентешӗ, 12 çулти Элшел ачи Валерий Афанасьев, аккомпаниаторӗ пулса баянпа каланă.

Гена, хальлӗхе ан юрла

1958 çулта Тăхăрьяла Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ гастрольпе килет. Унăн илемлӗ пултарулăх ертӳçи тата композиторӗ А.Г. Орлов-Шуçăм Генăна интересленсех итлет. Вара çапла калать:

«Гена, сан халӗ куçăм çулӗ. Хальлӗхе ан юрла, унсăрăн сассуна лартатăн. Шкул пӗтерсен вара Шупашкарти музыка училищине вӗренме кӗр», – тесе сӗнет.    

Геннадий Леонтьевич Эсекель

Унӑн çемйинче те юрлама питӗ юратнӑ, çавӑнпа Г.Никифоров ачаранах музыка енӗпе малалла вӗренме ӗмӗтленнӗ, анчах ашшӗ-амӑшӗн çурчӗ тӗппипех çунса кайнипе инçене каяймасть.  Пӑвари ветеринари техникумне вӗренме кӗрет. Çарта та пулать – десантник. Анчах ăна ачаран юлнă ӗмӗчӗ канăç памасть. Çапла çартан таврăнсан Г.Л. Никифоров Шупашкара куçса кайят,  1967 çулта. Çакăнтан пуçланать унăн творчество çулӗ.

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, чӑваш патшалӑх музыка театрӗн хорӗнче ӗçлет. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищине ӑна тӳрех иккӗмӗш курса илеççӗ. Диплом илнӗ хыççăн вăл музыка театрӗнче ӗçлет, ăна «Корневильские колокола», «На краю Энеша», «Нарспи из Эльбуся», «Когда цветет черемуха», «Сватья из Шоршел» постановкăсенче яваплă рольсем параççӗ. Чăваш музыка культурине пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн Геннадий Никифорова 1990 çулта ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ ята параççӗ.

Çыравçă та, опера юрăçи те 

Шупашкарта ӗçлесе вӗреннӗ çулсенче вӑл сӑвӑсем, калавсемпе повеçсем çырма тытӑнать. Унӑн пултарулӑхне Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер асӑрхать, вӑл вӑхӑтра çыравçă «Ялав» журнал редакторӗнче ӗçленӗ. Вӑл ӗнтӗ Геннадий Никифорова Эсекель псевдоним илме сӗнет те. Никифоровсен йӑхӗ шӑпах çапла ятлӑ пулнӑ. Çавăнтан Г.Эсекель хайлавӗсем чӑваш хаçачӗсемпе журналӗсенче пичетленме пуçлаççӗ. Кӗнекисем те пичетленсе тухма тытăнаççӗ. 2012 çулта «Тысяча цветов вокруг» ятпа юрă кӗнеки тухать. Юлашки ӗçӗсенчен пӗри – «Вӗçекен панулмисем» калавсен пуххи.

Геннадий Леонтьевич Эсекель

Геннадий Леонтьевич ентешӗсемпе те çыхăну тытма пăрахман. 70 çулхи юбилейне вăл тăван ялӗнче творчествăлла тӗлпулу ирттерсе паллă тунă. Ентешӗсем ăна ялан хапăл туса кӗтсе илнӗ.

Ак халӗ вара Геннадий Никифоров ӗмӗрлӗхех тăван ялне таврăнчӗ, ăна Хирти Кушкăри масарта пытарчӗç. Юлашки çула ăсатма çыравçă-юрăçăн мăшăрӗ Людмила Васильевна, ывăлӗсем Александрпа Радик çемйисемпе, çывăх тусӗсем тата ентешӗсем килнӗ.

Геннадий Никифоров Чăваш халăх асӗнче хăйӗн çутă сăнарӗпе ӗмӗр асра юлӗ. Унăн вилӗмсӗрлӗхӗ хăварнă юрри-сăввисенче. Тăхăрьял Орфейӗн чӗри тапма чарăнчӗ, анчах сасси малашне те Атăл çийӗн вӗçӗ...  

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗк: https://999vrhost.ucoz.ru сайтран.  


Известные чуваши

Нет комментариев