Рустам Минниханов Патшалăх Канашӗ умне Чӗнӳпе тухать
Тӗп хыпар

Рустам Минниханов Патшалăх Канашӗ умне Чӗнӳпе тухать

Сентябрӗн 28-мӗшӗнче 10 сехетре С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче ТР Раисӗ Рустам Минниханов парламентарисен умне Чӗнсе каланипе тухать.

Республика ертӳçи Чӗнсе калани ларăвăн пӗртен-пӗр ыйтăвӗ пулӗ, унта тулашри тата шалти политикăпа çыхăннă ыйтусене пăхса тухӗç.

Ларăва муниципаллă йӗркеленӳсен, промышленность предприятийӗсен, тӗрлӗ сферăри учрежденисен, вăтам тата пӗчӗк бизнесăн, творчествăлла интеллигенцин, политика партийӗсен, обществăлла пӗрлешӳсен, тӗн конфессийӗсен представителӗсене хутшăнма чӗнеççӗ. 

Иртнӗ çулсенчи пекех республикăра пурăнакансем валли  тӳрӗ теле - тата радиотрансляци йӗркелӗç.


рустам минниханов Послание Раиса РТ

Нет комментариев