Тутарстанра 15 сехет тӗлне суйлавçăсен 68,7 проценчӗ сасăланă
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 15 сехет тӗлне суйлавçăсен 68,7 проценчӗ сасăланă

Суйлав участокӗсем паян шăп 20:00 сехетре хупăнаççӗ те сасăсене шутлама тытăнаççӗ, çакă йăлтах сăнавçăсен (вӗсем республикăра хальхинче 14 пин таранах, çав шутра ют çӗршывран килнисем те) умӗнче пулать, кун çинчен ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ А.С. Кондратьев суйлавăн пӗрлехи информаци центрӗнче журналистсене пӗлтерчӗ.

А.С. Кондратьев каланӑ тӑрӑх, виҫӗ кун хушшинче «хӗрӳ лини» ҫине 400 шӑнкӑрав килнӗ. Тӗпрен илсен, ҫынсем хӑйсен суйлав участокӗн адресӗпе, харпӑр даннӑйсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе шӑнкӑравланӑ. Колл-центрӑн операторӗсем кашни ыйтӑва хурав панӑ. Суйлав ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пӗр ҫитменлӗх пирки те асӑрхаттарни хальлӗхе пулманнине палӑртрӗ Андрей Станиславович. Тутарстанра 15 сехет тӗлне суйлавҫӑсен 68,7 проценчӗ сасӑланӑ.

Тӗп суйлав центрӗнче Халӑхсем хушшинчи ҫамрӑксен форумӗнчен килнӗ 11 ҫӗршыв сӑнавҫисемпе паян тӗл пулнине пӗлтерчӗ вӑл. Ют ҫӗршыв ҫамрӑкӗсем паян Çӳлтупа Арск районӗсенчи суйлав участокӗсенче пулса суйлав мӗнле пынине сӑнанӑ. Суйлав участокӗсен ертӳҫисемпе пурнипе те тӗл пулнӑ, суйлав ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ ҫитменлӗхсене курман. Тӗп суйлав центрӗнче ЦИК ертӳҫипе тӗлпулура вӗсем суйлавҫӑ бюллетеньсене урнӑна яриччен конверт ӑшне хурса ҫыпӑҫтарсан аванрах пулассине каланӑ. Андрей Станиславович сӑнавҫӑсен сӗнӗвне малашне шута илессине пӗлтерчӗ.

Аса илтеретпӗр, РФ Патшалӑх Думине хальхинче пӗтӗмпе 450 депутат суйламалла. Вӗсенчен 225-шӗ федераллӑ парти списокӗпе (10 партирен), тепӗр 225-шӗ пӗр мандатлӑ суйлав округӗсенчен. Тутарстанра пӗтӗмпе 6 округ (Элмет, Мускав, Çырчалли, Анат Кама, Приволжски тата Тӗп) йӗркеленӗ, вӗсенче 6 партирен 32 кандидата регистрациленӗ. Тутарстан РФ Патшалӑх Думипе пӗрлех тата 50 № пӗр мандатлӑ Çӳлтӳ округӗнчен ТР Патшалӑх Думине, 40 район вырӑнти хӑйтытӑмлӑх управленине депутатсем суйлать.

Аса илтеретпӗр, суйлав участокӗсем паян 20:00 сехетчен ӗçлеççӗ. 


#Выборы2026

Нет комментариев