Патшалӑх Канашӗнче ачасемпе çамрӑксен лагерьсенчи çуллахи канăвне   пӗтӗмлетрӗç
Тӗп хыпар

Патшалӑх Канашӗнче ачасемпе çамрӑксен лагерьсенчи çуллахи канăвне пӗтӗмлетрӗç

Кӑçал çуллахи лагерьсенче 173 пин ытла ача каннӑ, çав шутра 5 пине яхӑн ачапа çамрӑк – хура тинӗс хӗрринчи пилӗк лагерьте. Ку пӗтӗмшле йышран 98,5 проценчӗ.

Паян Патшалӑх Канашӗнче Социаллӑ политика комитечӗпе ун çумӗнчи çумӗнчи Экспертсен канашӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртрӗ. Унта депутатсем ачасемпе çамрӑксен лагерьсенчи çуллахи канăвне   пӗтӗмлетрӗç. Унсăр пуçне кун йӗркинче граждансене адреслӑ социаллӑ пулӑшу парассипе сывлӑх сыхлав сферипе çыхăннă закон  проекчӗсене те пӑхса тухрӗç. Ларăва комитет председателӗ Алексей Созинов йӗркелесе ертсе пычӗ. Ун ӗçне ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов, профильлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсен представителӗсем хутшӑнчӗç.

Фото: Пресс-служба Государственного Совета РТ

Сывлӑха çирӗплетессипе çыхăннă ачасен çуллахи канăвӗн  кампанин пӗтӗмлетӗвӗсемпе ТР çамрӑксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Руслан Семенов паллаштарчӗ. Кӑçал çуллахи лагерьсенче 173 пин ытла ача каннӑ, çав шутра 5 пине яхӑн ачапа çамрӑк – хура тинӗс хӗрринчи пилӗк лагерьте. Ку пӗтӗмшле йышран 98,5 проценчӗ.

2026 çулта ачасен канăвӗн тӗлӗшӗпе 3,1 миллиард тенкӗ уйăрнă. Ку пӗлтӗрхинчен 529,1 миллион ытларах.

«Лагерь профильне кура  сменӑсен тӑршшӗ 7 кунран пуçласа 21 кун таран пулчӗç. Путевкӑсен  хакӗ 5 200 тенкӗрен пуçласа 36 пин тенкӗ таран танлашрӗ, – пӗлтерчӗ  Руслан Семенов. – Ашшӗ-амӑшӗсем, çул хакне, программа  содержанине тата лагерь камăн пулнине кура, сменӑшăн 3,7 пин тенкӗрен пуçласа 26 пин тенкӗ таран тӳленӗ».

Фото: Пресс-служба Государственного Совета РТ

Тӳлевсӗр майпа 37,7 пин ача, çав шутран 8,6 пинӗ СВОна хутшӑннисен çемйисенчи ачасем, каннă. Министр палăртнă тăрăх, инвалид тата сывлăх енчен çирӗп мар ачасене кану йӗркелесе пани уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. 2026 çулта çакӑн пек 1250 ача валли кану йӗркеленӗ. Унсăр пуçне Лисичанскпа Рубежный хулисенчен килӗн ачасем валли Хусанти «Добрый» тата Анапăри «Приазовец» тата «Глобус» ача-пăча лагерӗнче 3 смена тăршшӗпех кану йӗркеленӗ.

Министр çумӗ ачасемпе çамрӑксен канупа сывлӑх çирӗплетмелли учрежденийӗсене тӗпрен юсассипе 2026 çула «Лето – детям» программа проектне хатӗрленине те асăнса хăварчӗ. Программӑна 9 муниципаллӑ йӗркеленӳри 14 лагерьпе Краснодар тăрăхӗнчи пӗр лагерь кӗнӗ. «Лето – детям» программӑпа 2019 çултан пуçласа 2026 çулччен 8,2 миллиард тенкӗлӗх 62 лагере юсаса çӗнетнӗ.

Фото: Пресс-служба Государственного Совета РТ

Тутарстан Республикин вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Алсу Асадуллина министерствăн ведомстви шутланакан лагерьсенчи кану кăçал мӗнле иртнипе паллаштарчӗ. Кӑçалхи çулла вӗсенче 64 пин ача-пăча каннӑ. «Тутар чӗлхине вӗренессипе çыхăннă смена – чи кăмăлланисенчен пӗри. Унта ытти регионсенчен те ачасем килеççӗ», –  пӗлтерчӗ Алсу Асадуллина.

Ларӑва хутшӑннисем канупа сывлӑха çирӗплетмелли лагерьсенче ачасем валли çителӗклӗ вырăн туса памаллипе, инфраструктурăна  çӗнетессипе, кадрсен тивӗçтерӗвӗпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврӗç. Фото: https://gossov.tatarstan.ru сайтран. 

 


Государственный Совет РТ

Нет комментариев