Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Алексеевски районӗнче бадминтон центрне тăвӗç

Унта республика шайӗнчи кăна мар, пӗтӗм Раççейри тата халăхсем хушшинчи ăмăртусене те ирттерме май пулать

«Хисеплӗ алексеевскисем, ман сире çак пулăмпа саламлас килет. Стройкăна хăш тӗлте тăвассине суйланă чухне эпир спорт принципӗ çине никӗслентӗмӗр – ăçта нумай çӗнтерӳ – çавăнта спорт керменӗ тăвăнать. Çавăнпа сирӗн районăрта Тутарстанра пӗрремӗш Бадминтон центрӗ пулӗ», – тесе каланă фундамента пӗрремӗш чул хурас церемонире ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин. 
«Республика ертӳçисене тӗлӗнмелле спорт объекчӗшӗн тавтапуç. Эпир шанса тăратпăр, пирӗн чемпионсем кӗтнине çӗнтерӳсемпе тивӗçтерӗç. Каласа хăвармалла, çак пулăмра ТР Бадминтон федерацийӗн попечительсен канашӗн председателӗн Алексей Иванович Демидовăн тӳпи пысăк. Вăл тăрăшнипе спортăн çак тӗсӗ пирӗн районра тата республикăра çӗнӗ шая тухрӗ», – тесе палăртнă Алексеевски районӗн пуçлăхӗ Сергей Демидов.  
Çӗнӗ объекта хальхи технологисемпе тăвӗç, унта ултă корт вырнаçӗ. Çакă республика шайӗнчи кăна мар, пӗтӗм Раççейри тата халăхсем хушшинчи ăмăртусене те ирттерме май парать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев