Каннă вăхăтра асăрхану пирки манмалла мар
Çӗнӗ çулхи каникулсенче нумайăшӗ яла кайса канаççӗ. Унта тăвайкки çинчен ярăнасси çулран-çул йăлана кӗрсе пырать. Халь ку енӗпе йывăрлăхсем çук, çуна мар-тăк, тюбинг е ледянка туянма пулать.
Хулара юлакансем те тăвайккинчен ярăнма юратаççӗ, паллах.
Анчах та «ватрушкăсемпе» асăрханмасăр ярăнни, шел пулин те, инкек патне илсе çитерме пултарать. Хӗл ларнăранпа вӗсемпе ярăнса суранланнă 54 ачана ДРКБ-на илсе çитернӗ.
«Ярăнмалли хатӗрсенчен травма тӗлӗшӗнчен чи теветкеллисем – «ватрушкăсем». Вӗсем нихăçан та пӗр пек ярăнса анмаççӗ, ун çине ларнă ача аялалла хăвăрт шунисӗр пуçне тата çаврăнать те», – тесе пӗлтернӗ «Татар-информ» журналисчӗсене Республикăри ачасен клиника больницин травматолог-ортопечӗ Игорь Цой. Тюбинг сехете 55 километр хăвăртлăхпа шуса анма пултарать, ăна яарма çуккипе пӗрех. «Ватрушкăсем» çинче асăрханмасăр ярăнакан ачасем час-часах çурăм шăммине, мăйне, аллисемпе урисене суранлатаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев