Çӗнӗ çул каçӗ Тутарстанра икӗ пин ытла полицейский дежурствăна тухать
Пӗтӗмӗшле илсен, хӗллехи каникулсен вăхăтӗнче йӗрке хуралçисем хăйсен ӗçне вăйлатнă режимра ирттереççӗ
Çынсем йышлăн пуçтарăнакан вырăнсене – скверсене, парксене, ятарлă уяв лапамӗсене – уйрăмах пысăк тимлӗх уйрăлать.
Шалти ӗçсен министерствин Тутарстан Республикинчи Управленийӗн начальникӗн обществори йӗркене хураллас енӗпе ӗçлекен çумӗ Фяргат Мухаметзянов пӗлтернӗ тăрăх, хӗллехи каникулсен вăхăтӗнче хăрушсăрлăх мелӗсем çинчен манмалла мар. Уйрăмах çакă салют яракансемпе петардăсем сирпӗтекенсене пырса тивет. Унсăр пуçне, пӗчӗк ачасене те тимлӗхсӗр хăварма юрамасть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев