Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗнчи Тăваньелӗнчен тухнă çыравçă литературăра паллă йӗр хăварнă

Ку материала хаçата Сергей Сорокинăн аслă тетӗшӗн мăнукӗ Владимир Сорокин сӗнчӗ. Хисеплӗ ентешӗмӗр Ульяновскра пурăнать. Пайтахранпа Сергей пиччӗшӗн пултарулăхӗпе кăсăкланать. Июль уйăхӗнче «Сăрнай» халăх ансамблӗн солисчӗ, ӗç ветеранӗ Владимир Петрович Сорокин 85 çул тултарчӗ. Вăл Сергей Семенович Сорокина (Тăваньялсем Сергее) курнă, калаçнă. Унăн ӗçченлӗхӗнчен, пултарулăхӗнчен паян та тӗлӗнет шурсухал.

С.С.Сорокин.1907г. Фото из архива«Ял мухтавӗн, паллă чăваш писателӗн, талантлă педагогăн тăванӗ пулнипе мăнаçланатăп эпӗ. Сергей Семенович пур енӗпе те маçтăрччӗ. Кил хуçалăхӗнче вӗлле хурчӗсем тытатчӗ. Анкарти пысăкчӗ вӗсен. Унта темӗн те ӳсетчӗ. Савнă мăшăрӗпе Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районне кӗрекен Анат Тимӗрçен шкулӗнче ӗçленӗ чухне паллашса çемье çавăрнă, 5 хӗр çуратса ӳстернӗ. Шел, ӗмӗрӗ вăрăм пулмарӗ.

Паллă ентеше пытарнă çӗре Шупашкартан çыравçăсем нумайăн килнӗччӗ. Эпӗ асаттен шăллӗн тупăкӗ умӗнче чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай вирлӗ сăмах каланине астуса юлнă. Сергей Семенович маншăн питӗ çывăх çын, тӗрек, тӗслӗх пулнă. Эпӗ хамăн асаттене те, аттене те курман. 1941 çулта çуралнă. Атте Аслă вăрçăран таврăнайман», – терӗ Владимир Петрович. 

Геннадий Юмартăн тӗпчев статйи «Ялав» журналăн 1986 çулхи 12-мӗш номерӗнче пичетленнӗ. 

Тӗрлӗ псевдонимпа пичетленнӗ

«Тăваньялсем Сергей» тесен вулакансем ку авторӑн 1907 çулта «Хыпар» хаçат­ра пичетленнӗ сӑввисене аса илеççӗ. Çакна палӑртмалла: справочниксемпе кӗнекесенче, хаçат-журналта Тӑваньялсем Сергей Семеновича тӑтӑшрах «Сергей Сорокин» тесе асӑнаççӗ. Хӑй çырнисене автор пӗрре те апла кӑтартман, тӗрлӗрен псевдонимпа пичетленӗ. Вӑл хӑй çинчен, «Тӑваньялсем Сергей» тенисӗр пуçне, «Хайхи», «Çимун ачи Сергей» тата урӑхла ятпа та пӗлтернӗ. «Хыпарта» тухнӑ виçӗ сӑввине «Тӑваньялсем Сергей» тесе алӑ пуснӑ, ытти чух та апла кӑтартни пур. Çавӑнпа литературӑра ӑна çапла асӑнни вырӑнлӑрах.

Тӑваньялсем Сергей (Сергей Семенович Сорокин) 1886 çулхи сентябрӗн  15 (27)-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи Кив Тӑваньелӗнче (халӗ Тутарстанри Çӗпрел районӗ) чухӑн хресчен кил-йышӗнче çуралнӑ. Унӑн ашшӗ хӑй вӑтӑр урлӑ каçичченех çӗрсӗр тертленнӗ: ашшӗ салтакра тӑнӑ пирки, патша йӗрки тӑрӑх, ачисене çӗр касса паман. Çавӑнпа вӗсен кил-йышӗн пуян патне тара кӗрӗшме тивнӗ. Хутла вӗренмен хресчен пурнӑçне платник ӗçӗпе йӳнеçтернӗ.

1894 – 1898 çулсенче Сергей ялти пуçламӑш шкулта вӗренет. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн хатӗрлев класне кӗме экзамен тытнӑ чух лайӑх пӗлӳ кӑтартать, ӑна укçасӑрах вӗренме илеççӗ. Асӑннӑ шкултан 1905 çулта вӗренсе тухать те Чӗмпӗр кӗпӗрнин Чӗмпӗр уесӗнчи Тимӗрçен ялӗнче учительте ӗçлеме тытӑнать. Виçӗ çултан Аслӑ Аксу шкулне куçать, çулталӑкран Чӑваш Паснапуçӗнче ӗçлеме пуçлать. Тӗнче вӑрçи хускалсан  ӑна çара илеççӗ. Салтак тумӗ тӑхӑннӑ учитель Карпат таврашӗнче, Австри фрончӗн ытти вырӑнӗсенче çапӑçать. Ревматизм хытӑ аптратма тытăнсан, 1917 çулхи раштавра, ӑна киле яраççӗ. Сергей каллех учитель ӗçне кӳлӗнет.

С. Сорокин окончил Симбирскую чувашскую учительскую школу

1919 çулта Пӑваран учительсен пухӑ­вӗнчен таврӑннӑ чух ӑна икӗ шурăгвардеец тапӑнать. Документсемпе çиелти тумне турт­са илеççӗ, аллисене каялла çыхса пуçран тӗллесе переççӗ. Вилнӗ тесе ӑна улӑмпа витсе хӑвараççӗ. Телее, Сергей чӗрех юлать. Больницӑра сывалнӑ хыççан вӑл тӑван ялти шкула куçать. Шкулта ӗçленипе пӗрлех 1923 – 1926 çулсенче вӑл вулӑсри учительсен пӗрлешӗвӗнче вӑй хурать. Ялти активист колхоз йӗркелес ӗçе хастар хутшӑнать, кадрсем çитменнипе колхоз счетовочӗн ӗçне те туса пырать. 

1931 çулхи май уйӑхӗнче районта Сергей Тӑваньялсем шкулта çирӗм пилӗк çул ӗçленине паллӑ тӑваççӗ, хисеплӗ учителе социализм тӑвас ӗç ударникӗ ятне параççӗ. 1931 çултах ӑна Çӗпрелти РОНО инструкторне куçараççӗ. Каярах вӑл Хурӑнварти, Упири вӑтам шкулсенче вӗрентет, юлашкинчен каллех тӑван ялта ӗçлет. 1937– 1938 çулсенче ӑна сӑлтавсӑрах айӑпланӑ. Поэт 1957 çулхи апрелӗн 5-мӗшӗнче вилнӗ.

Кӗнекере пичетленни хавхалантарнă

«Хыпара» хупнӑ хыççӑн çыравçӑ литература ӗçӗнчен чылайлӑха татӑлса пурӑнать. 1926-1927 çулсенче унӑн ячӗ сайра хутра «Чӑваш хресченӗ» хаçатра курӑнма пуçлать. Унта вӑл çӗнелсе пыракан ял сӑн-сӑпатне ӳкерсе паракан тӗрленчӗксем, анлӑ информацисем пичетлет. 1946 çулта хӑйӗн сӑввисем «Октябрьти революцичченхи чӑваш литератури» хрес­томатире тепӗр хут çапӑнса тухсан, Сергей Тӑваньялсем татах хавхаланса каять. Хветӗр Уяр патне каярах çапла çырать: «Вӗсене вуласа тухсанах манӑн ватӑ юн çамрӑкланнӑ пек туйӑнса кайрӗ, çӗнӗрен сӑвӑсем çырма тытӑнма тымарсем тапма пуçларӗç.

Тытӑнатӑп, тытӑнатӑп каллех хамӑрӑн чӗлхепе сӑвӑлама, хамӑрӑн нихӑçан никама парӑнман çӗршыва, унӑн пурнӑçне, большевиксен партине тивӗçлипе чысласа мухтама. Совет çӗршывӗнче чӑваш чӗлхи те, ытти халӑхсен чӗлхи пекех, чаплӑ. Пирӗн тӑван чӗлхе те хальхи вӑхӑтра, пӗтӗм ӗç халӑхӗ ӗмӗтленнӗ пек, Çеçпӗл Мишши сӑмахӗпе — «хӗрлӗ хӗрнӗ хурçӑ, çунтаракан çиçӗм, вӗри вутлӑ çулӑм».

Сергей Семенович Сорокина (Тăваньялсем Сергее)

Çапла вӑл юлашки тапхӑрта самаях çӗнӗ сӑвӑ çырать, хӑшне-пӗрне райхаçат­ра пичетлесе кӑларать. Вӗсенчен «Чӗкеç аппа», «Тыр-пулсен юрри», «Сиксе тӑрӑр вӑрçа хирӗç!», «Телей» ятлисене палӑртмалла. Унччен маларах поэт урӑх сӑвӑсем те çырнӑ-мӗн, Ванда Василевскаян «Пӳрт­ре» калавне, пьеса туса, ял сцени çинче лартнӑ. Асӑннӑ хӑйлавсенче ватӑ хыпарçӑ Совет çӗршывӗнчи çӗнӗ пурнӑçа, ӗç паттӑрӗсене сӑнлать, Ленин идейисем çӗнтерсе пынишӗн савӑнать, миршӗн кӗрешме йыхӑрать. Çапах чӑваш литератури историйӗшӗн Сергей Тӑваньялсен пултарулӑхӗн 1906-1907 çулсенчи тапхӑрӗ пӗлтерӗшлӗрех. Çавӑнпа сӑмахӑмӑр ытларах ун çинчен.

XX ӗмӗр пуçламӑшӗнче чӑваш ӗç çыннисен тӗп йышӗ хресченсем шутланнӑ. Ахальтен мар «Хыпар» темисенчен чи çивӗччи ялти чухӑнсен пурнӑçне çутатса парасси пулнӑ. Çакӑ вӑл пӗр пек ятлӑ, пӗр пек шухӑшлӑ сӑвӑсем («Хальхи пурнӑç», «Ялта») чылай çырнинчен те курӑнать. Сергейӗн «Ялта» сӑвви те çав шута кӗрет. Кунта та вӑл çӗрӗшнӗ пӳртри чухӑнлӑха ӳкерсе панӑ: 

  • Авӑрлакан ӳсӗрет;
  • Ачи хытӑ макӑрать,
  • Хӑйӗн чирлӗ сассипе 
  • Ӗçлекене пит чарать.

Ырлӑха такам туса памӗ, ӑна «хӑвӑн ӗçне ху меллесе» тупмалла – акӑ мӗн тесшӗн автор. Ку шухӑша пӗтӗмӗшле кӑна каланӑ пулин те, вӑл революци юхӑмӗн тӗп туртӑмне палӑртнӑ. «Мӗн тӑвас?» ят панӑ поэт тепӗр сӑввине. Ял варринчи шкул, çумӑр çӑвать, шкулта çамрӑк учитель «ларать пысӑк шухӑшпа». Вӑл хӑй ӳкӗтлесе вӗрентнине халӑх ӑша илменрен кулянать. Çамрӑк çын эрех сиенӗ çинчен вӗрентет, анчах халӑх ун сӑмахне ялан «кӑлӑха кӑларать». Шухӑша витерес тесе, автор сӑвва ытарлӑ сӑмахпа вӗçлет, оптимистла кӑмӑла палӑртать, сӑвӑ ятӗнчи ыйтӑва татӑклӑнах хуравлать:

  • «Ан йӗр, ача, эс ан йӗр, 
  • Малалла та хыт тӑрӑш,
  • Ху тӑванна-хресчене
  • Тӗттӗмрен тухма пулӑш...
  • Санӑн çулӑ пит тӗрӗс,
  • Эсӗ пӗртте аташмӑн...»

Вырӑсларан куçарнӑскер

Сергей Сорокин Тăваньялсем. «Шӑпчӑк юрри» сӑвва халиччен чӑвашла çырнӑ оригиналлӑ хайлав теттӗмӗр. Ку вӑл — вырӑсларан куçарнӑскер. Унӑн прозӑпа çырнӑ оригиналӗ хӑй вӑхӑтӗнче «Песня птички» ятпа X.Алчевскаян «Книга взрослых» текен кӗнекинче пичетленнӗ (авторне кӑтартман). Çавӑнтах ӑна «Хыпар» хаçат валли 1906 çул пуçламӑшӗнче паллӑ мар çын ытти куçарусемпе пӗрле «Хыпар» редакцине ярса панӑ.

Чӑвашла куçарнӑ прозӑлла текстӑн шухӑшӗ-сӑнарӗ Сергей Тӑваньялсем тепӗр çултан пичетленӗ сӑввӑннипе пӗр пекех. Сӑвӑ тӗрмере айӑп­сӑр ларакан çын сӑнарӗпе паллаштарать. Ирӗке тухас шанчӑкне çухатнӑ çын тӗнчери тата килти пурнӑç çинчен пӗлесшӗн, анчах ӑмӑрткайӑк, акӑш, çерçи ӑна ним те каласа параймаççӗ, шӑпчӑк çеç юрласа ун чӗрине йӑпатать. Ку хайлав социаллă танмарлӑха тарӑнрах ӑнкарма пулӑшнӑ.

«Хыпарта» тухнӑ «Çитесси» сӑвва та Тӑваньялсем вырӑсларан куçарнӑ теме май пур (унӑн вырӑсла тексчӗ хальлӗхе паллӑ мар-ха). Сӑввӑн шухӑшӗ, стилӗ поэтӑн ытти сӑввисемпе пӗр мар. Кунта кӑткӑсрах, вырӑсларах çаврӑнӑшсем тӗл пулаççӗ. Илемлӗх мелӗсем ун чухнехи чӑваш поэзийӗшӗн çӗнӗлле курӑнаççӗ (çиллӗ-тăвăллă çулӑмӗ, юнлӑ çапӑçу куççулӗ тата ытти те). Ку сӑвӑ куçару иккенне çакӑ та ӗнентерет: хӑйӗн тытӑмӗпе, шухӑш-сӑнарӗпе вӑл Çеçпӗл Мишшин «Пуласси» сӑввине çывӑх. Унта та, кунта та сӑмах пӗр детальсем тавра пырать: «çил-тӑвăл иртсессӗн», тӗнчепе тӑнӑç кун-çул çитӗ, «ирӗклӗхшӗн вилнӗ тӑвансенӗн юнӗ чечек пулса ларӗ» е вӑйлӑ тырӑ пулӗ.

1948 çулхи автобиографире Тӑваньялсем хӑй ертсе пынипе 1906–1907 çулхи вӗренӳ çулӗнчи хӗллехи каникулта шкулта литературӑпа юрӑ каçӗ ирттернине асӑнать. Унта «Хӗвел тухать, хӗвел анать» юрра юрлани çинчен каланӑ. Юррӑн ­М.Горький çырнӑ текстне Сергей Тӑваньялсем хӑйех куçарма пултарнӑ.

«Хайхи» ятпа алçыру журналӗ кӑларса тӑнă

Сӑвӑ-куçару ярса панисӗр пуçне поэт «Хыпарта» ытти жанрпа та пичетленме ӗлкӗрнӗ. Вӑл шутра статья, памфлет, заметка тӗл пулать. «Хыпарӑн» 1906 çулхи мартӑн 12-­мӗ­шӗнчи 10-мӗш номерӗнче Хайхи псевдонимпа «Пирӗн чӗлхе» ятлӑ статья тухнӑ. Автор чӑвашсен малтанхи хаçачӗн пӗлтерӗшӗ çинчен çырать.

«Тӗттӗмре ларса ирттерекен чăваш çыннисене те хӑйсем тавралла тӗнчере пулакан ӗçсем çинчен пӗлсе тӑмашкӑн май килчӗ... Хаçат пулман халӑха хӑйӗн пурнӑçӗн йӗркисене лайăхлатса пыма питӗ хӗн», – тет Сергей Тӑваньялсем.

Малалла вӑл хаçат чӗлхине тӗрлӗ вырӑнти сӑмахсемпе, сӑлтавсӑрах манӑçа тухаканнисемпе пуянлатмалли çинчен асӑрхаттарать. «Чӑваш чӗлхине йӑлтах пӗтерес мар тесессӗн, халӑх ӑна пуçтарма кирлӗ», – тет публицист, кунтах вӑл чӗлхене пуянлатас тӗллевпе юмах-халапсене тишкерме сӗнет. 

Статьяра чӗлхемӗре упрасси çинчен Çеçпӗлле хӗрӳлӗхпе чӗнсе каланӑ: «Чӑ­вашсем, хӑвӑрӑн чӗлхӗре ан манӑр, ӑна ан çухатӑр; ӑна çухатсан эпир хамӑр та çухалӑпӑр, чӑваш ячӗ те çухалӗ. Ан çывӑрӑр, вӑранӑр, пирӗншӗн те çӗнӗ самана пуçланать, çӗнӗ шурӑмпуç шуралса килет, ирӗклӗх хӗвелӗ хӗрелсе тухать».Кунашкал шухӑшсем халӑхӑн ӑнланулӑхӗ ӳснине, пӗр чӑмӑра пӗрлешес кӑмӑлӗ хӗрсе пынине палӑртаççӗ. Ытти авторсен хаçатра тухнӑ статйисенче те çакӑ сахал мар йӗрленнӗ. Вӑл çӗршыври пӗрремӗш революци юхӑмӗпе шӑпах пӗр кӗвӗллӗ пулнӑ.

«Эрех ӗçӗр!» – çапла ят панӑ Сергей Тӑваньялсем хӑйӗн пӗр памфлетне. («Хыпар», 1906, 17 №). Кунта автор ирони мелӗпе ӑста усӑ курать, эрех сиенӗ çинчен çивӗч чӗлхепе калать: «Хӑйне ухмаха кӑларас теекен эрех ӗçме тытӑнтӑр!..»

Чӑваш патшалăх наукăпа тӗпчев институчӗн архивӗнче (Н.В.Никольский фончӗ) Сергей Тӑваньялсем «Хыпар» редакцине ярса панӑ ытти материалсем те пур. Пӗчӗк статьясенче автор килти хуçалӑх ыйтӑвӗсене хускатнӑ, выльӑх-чӗрлӗхе епле пӑхасси çинчен каланӑ («Ӗç лашине хӗлле епле пӑхмалли çинчен», «Сӗтлӗ ӗнене епле пӗлмелле», «Итлес теекенсене пӗр юмах каласа парам-ха»). Вӗсем хаçат­ра пичетленмен, авторне унта «Сергей Дувановский» тесе кӑтартнӑ.

Тӑваньялсем Сергейӗн пархатарлӑ ӗçӗсенчен тепри вӑл – 1907 çулта «Хайхи» ятпа алçыру журналӗ кӑларса тӑни. Ваççа Аниççи «Иртсе кайнӑ кун-çулӑм» асаилӳре çырнӑ тӑрӑх (ун авторне те литература ӗçне хутшӑнма поэт-учитель нумай хавхалантарнӑ), вӑл журнал вунӑ-вун икӗ номер тухнӑ, ӑна вуншар экземпляр туса нумайлатнӑ, çамрӑксем хушшинче сарнӑ. «Хайхи» журналта Сергей Тӑваньялсемӗн, Итеç Ваççин, Ваççа Аниççин тата ыттисен сӑвви-калавӗпе куçарӑвӗсем кун çути курнӑ, унта халӑх юррисене те кӗртнӗ.

Сергей Тӑваньялсемӗн пултарулӑхӗ 1906-1907 çулсенчи чӑваш литературин аталанӑвӗнче курӑмлӑ йӗр хӑварнӑ, халӑх кӗрешӗвӗн мал туртӑмне палӑртнӑ.

 

Геннадий ЮМАРТ.

Căнӳкерчӗксем  наследиечувашии.рф сайтран. 


Тăваньялсем Сергее Сергей Семенович Сорокина

Нет комментариев