Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ӗçпе Китайри Шаньдун провинцине çитнӗ. Республика ертӳçи унта Шаньдун провинцийӗпе Тутарстан Республикин вӗрентӳ форумне хутшӑннине пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби.
Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ӗçпе Китайри Шаньдун провинцине çитнӗ. Республика ертӳçи унта Шаньдун провинцийӗпе Тутарстан Республикин вӗрентӳ форумне хутшӑннине пӗлтерет ТР Раисӗн пресс-служби.
.jpg)
Мероприятие хутшăннисене саламласа вăл Тутарстанпа Китайăн туслă хутшăнăвӗсенче вӗрентӳ отраслӗ уйрӑм вырӑн йышӑннине палӑртнă. Республикӑн аслӑ шкулсенче икӗ пин ытла Китай студенчӗ вӗренет. Рустам Минниханов çитменлӗхсене палăртмасăр та хăвармарӗ. Ун шучӗпе, наука тӗпчевӗсем, тӗрлӗ разработкӑсем енӗпе пӗрлехи проектсемпе ӗçлесси начартарах, çителӗксӗр. Тутарстан лидерӗн сăмахӗпе, хастартарах ӗçлемелле.
«Паян эпир наукӑпа вӗрентӳ сферинче икӗ енлӗ çыхӑнусене аталантарассипе питӗ пӗлтерӗшлӗ утӑм тӑватпӑр. Раççейпе Китайăн КРуТех ертӳçӗ технологисен университетне туса хурасси çав тери лайăх пуçару, пирӗн çӗршывсен пуян хутшӑнӑвӗсенче ун пекки халиччен пулман», – тенӗ Рустам Минниханов.
Тутарстанпа Китай университечӗсем пӗрлехи проектсем пуçараççӗ
Кун пирки меморандума Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин май уйăхӗнче Китай Халăх Республикине ӗçпе кайсан алă пусса çирӗплетнӗ. Проектăн пӗрремӗш тапхӑрӗнче Тутарстанри 11 университетпа Шаньдун провинцийӗнчи 14 аслӑ шкул ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелеççӗ. 2027 çулта инженери, цифра, биомедицина специальноçӗсемпе тата промышленность дизайнӗпе пӗрлехи вӗренӳ программисем хута каймалла.
.jpg)
Шаньдун провинцийӗн кӗпӗрнаттӑрӗн çумӗ Сунь Симинь провинцири вӗрентӳ системипе кӗскен паллаштарнă. Вӑл Тутарстанпа вӗрентӳ сферинче ӗçлесси малашлăхлă пулнине асăрханă. Çак тӗллевпе аслӑ шкулсем хушшинче студентсемпе ылмашăнассине анлăлатма, ун валли ятарлă платформӑсем йӗркелеме сӗннӗ.
«Чӑн-чӑн туслӑхшăн инçӗш ниме те пӗлтермест, пӗрле эпир вӗрентӳри ӗçлӗ хутшăнусене çӗнӗ шая кӑларӑпӑр», – тенӗ Сунь Симинь господин.
Рустам Минниханов ноябрьте Хусанта Раççейпе Китайăн техника университечӗсен форумӗ иртессине аса илтерсе Шаньдунри университетсене Тутарстана çитсе курма чӗннӗ. Форум Тутарстанпа Шаньдун университечӗсем темиçе ӗçлӗ килӗшӳ тунипе вӗçленнӗ.
.jpg)
Сăмах май, Раççейпе Китайăн ертӳçӗ технологисен университечӗн консорциумӗн лидерӗсем Хусанти (Атӑлçи) федераллӑ университетпа Шаньдун университечӗ пулӗç. Вӗренӳ моделӗпе килӗшӳллӗн, çак пӗрлӗхлӗ университетăн наука ертӳлӗхӗ иккӗ пулӗ. Унта вӗренсе тухакансен те икӗ диплом пулӗ.
Сăнӳкерчӗксем: https://rais.tatarstan.ru сайтран.
Нет комментариев