Сентябрӗн 18-мӗшӗнче Хусанти госпитальте Алексей Шадриков, Катя Петрова, Сергей Кувшинов, Диана Павлова, Мария Гущина эстрада çăлтăрӗсем юрланă.
Раççей Оборона министерствин Хусанта Рауис Гареев урамӗнче вырнаçнă çӗнӗ çар госпиталӗ 2023 çулхи январь уйăхӗнчен тулли хăватпа ӗçлеме тытăннăранпа кунта салтаксемпе медперсонал валли тăтăшах концертсем иртеççӗ. Унта паллă артистсем те (Сосо Павлиашвили, тӗслӗхрен, виçӗ хутчен пулнă), ачасем те, республикăри ансамбльсем те килеççӗ. Сентябрӗн 18-мӗшӗнче те пулнă çакнашкал концерт. Хусана хальхинче Шупашкартан «Тăнăç пурнăçа тунă утăм» социаллă проект ертӳçипе СВО ветеранӗпе Дмитрий Осипов подполковникпа пӗрле культура десанчӗ – Алексей Шадриков, Катя Петрова, Сергей Кувшинов, Диана Павлова, Мария Гущина эстрада çăлтăрӗсем – килсе çитнӗ.

Госпиталь ертӳçи, медицина службин подполковникӗ Алексей Кашкаров сăмахӗсемпе кунта салтаксене сиплеççӗ кăна мар, сывалса вăй илме те пулăшаççӗ. Артистсемпе тӗлпулусем салтаксен ӳт-пӳ суранӗсенех мар пулсан та чунне сиплеççех, вӗсене кун пек пулăшу сывлăш пекех кирлӗ халӗ. Концерт мӗнле иртнине пӗлес шутпа Алексей Шадриковпа телефонпа çыхăнтăмăр.
– Хусанти госпитальте пӗрремӗш хут пултăмăр. Çурри чăвашла ăнланмарӗ пулсан та салтаксен кăмăлӗсем аванччӗ, лайăх йышăнчӗç. Чăвашсем те пурччӗ, манăн хамăн ентеш, Елчӗкри çамрăк каччă атиллерист та сипленет унта. Репертуар çурри чăвашла, çурри вырăслаччӗ пирӗн. Кун пек концертсем пирки çынсене пит пӗлтерсех каймастпăр, вăл вӗт пиар валли мар, салтаксем валли, чунтан, – терӗ Алексей сăпайлăн хăйсен ырă ӗçӗ пирки.
Тӗрӗссипе, Алексей СВОри салтак-ентешсем валли сахал мар ӗç тăвать-ха, мухтанма кăна юратмасть. Хальхинче те акă ыркăмăллăх акцине пӗр сăмахсăрах хутшăннă вăл. Сăмах май, вӗсем 2022 çулта Донбаса кайнă йышпах килнӗ Хусанти госпитале. Аса илтеретпӗр, ун чухне Алексей Шадриковран, Сергей Кувшиновран, Диана Павловаран, Катя Петроваран, Мария Гущинаран тăракан культура десанчӗ Макеевка, Донецк, Торез тата Комсомольск хулисене çитсе концертсем лартнăччӗ.
Хусанти çар госпиталӗнче чăваш çăлтăрӗсен ку пӗрремӗш концерчӗ, анчах юлашки мар, вӗсем тепӗр хут кунта октябрь уйăхӗнче килме халех калаçса татăлнă.Тата çакна та палăртмалла: Чăваш Ен делегацийӗ госпитале концертпа кăна килмен, гуманитари пулăшăвӗ те кӳнӗ. Дмитрий Осипов подполковник пӗлтернӗ тăрăх, «Тăнăç пурнăçа тунă утăм» социаллă проекта шăпах СВО салтакӗсене тӗрев пама пуçарнă вӗсем. Ырă ӗç валли вара чикӗ çук, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисем хамăрăннипе юттисем çине пайланмаççӗ. ( Сăнӳкерчӗк «Çамрăксен хаçачӗн» сайтӗнчен).
Нет комментариев