Çӗнӗ хыпарсем

Килти выльăхшăн субсиди валли заявкăсене сентябрӗн 23-мӗшӗнчен йышăнаççӗ

ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерстви килте выльăх усранă тăкакăн пӗр пайне саплаштармалли пособи парассин виççӗмӗш тапхăрне пуçлать.

Ӗне-выльăх, сурăх, лаша усракан хуçалăхсенчен заявкăсене сентябрӗн 23-мӗшӗнчен тытăнса октябрӗн 5-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Çапла вара патшалăх çакăн чухлӗ укçа парать:

  • Сăвăнакан пӗр пуç ӗнешӗн – 6300;
  • пӗр пуç сурăхпа ярккашăн – 1000 тенкӗ;
  • 3 çултан аслăрах пӗр пуç кӗсрешӗн – 5000 тенкӗ;
  • 8 вырăнлă ӗне фермин строительстви валли – 1 миллион тенкӗ;
  • 5 вырăнлă ӗне фермин строительстви валли – 500 пин тенкӗ параççӗ.

Документсене «Мои субсидии»система урлă электронлă майпа йышăнаççӗ. Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 8(843) 221-76-88 (8801). Çакнашкал пулăшу мерисемпе патшалăх «Технологическое обеспечение продовольственной безопасности» наци проектне пурнăçлать. Программăсене хутшăнни хамăр продукцин конкурентлăхне ӳстерет, Тутарстан Республикин агропромышленность секторне аталантарать.

 


Сельское хозяйство

Нет комментариев