Валентин Бурайкин 85 çулхи юбилейне çӗнӗ кӗнекепе кӗтсе илчӗ
Тӗп хыпар

Валентин Бурайкин 85 çулхи юбилейне çӗнӗ кӗнекепе кӗтсе илчӗ

Валентин Михайлович Бурайкин, ТР тава тивӗçлӗ пичет ӗçченӗ, Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн, Раççей Журналистсен союзӗн пайташӗ хăйӗн сумлă юбилейне çӗнӗ кӗнекепе кӗтсе илчӗ. 85 çул тултарчӗ вăл сентябрӗн 22-мӗшӗнче.

Валентин Михайлович Бурайкин, ТР тава тивӗçлӗ пичет ӗçченӗ, Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн, Раççей Журналистсен союзӗн пайташӗ хăйӗн сумлă юбилейне çӗнӗ кӗнекепе кӗтсе илчӗ. 85 çул тултарчӗ вăл сентябрӗн 22-мӗшӗнче.

«Çӗнӗ кӗнекене Дмитровградран, çавăнта тухрӗ вăл, сентябрӗн 18-мӗшӗнче илсе таврăнтăм кăна-ха. Унта халиччен тухнă кӗнекесенчен суйласа илнисене кӗртнӗ», – пӗлтерчӗ Валентин Михайлович хăйне çуралнă кунпа саламлама шăнкăравласан.

Валентин Бурайкин.

Çыравçăшăн кӗнеке тухнинчен пысăкрах савăнăç çук пулӗ. Мӗншӗн тесен кашни хайлав чӗререн сăрхăнса тухнă исповедь пек вăл. Ытти хутшăнусенче, лару-тăрăва, регламента, этикета  тата ыттине кура çын тӗрлӗрен пулма пултарать-тӗк, писатель ӗçӗнче хăй тата вулакан умӗнче чунне тӳррӗн уçать. Валентин Михайловичăн çӗнӗ кӗнеки шăпах чунне уçса пани. «Откровение. Избранное» ятпа тухнă вăл. Кӗнеке 12 пайран тăрать.

Çавсенчен иккӗшӗ чăвашла пайсем. Пӗрремӗш пайне «А жизнь продолжается» кӗнекерен суйланисем кӗнӗ, иккӗмӗшне –  «Село мое родное» ятпа тăван ялӗпе çыхăннă сăввисем. Виççӗмӗшпе тăваттăмӗш пайӗсене çар темипе çыхăнтарнă. «Думай о Донбасе» поэмине те çак пайра тупма пулать. Сăмах май, ку поэма уйрăм пӗчӗк кӗнекен те тухнă. СВОна хутшăннисене халалланă поэт ăна. Çак кӗнекене ятарлă çар операцин малти линире Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсем патне те çитернӗ. Çар çыннисем уншăн ăна чӗререн тав тунă.

Малалли тепӗр виçӗ пайне лирикăлла сăввисем кӗнӗ. Унта поэт çын чунне мӗн авалтанпа хумхантаракан хаклăхсен – туслăх, юрату, шанăç тата ытти философилле ăнлавсен – тупсăмне шырать, чунрине уçать. Чăвашлисене – тăххăрмӗшпе вуннăмӗш пайсене «Чăваш чӗлхи – тăван чӗлхе», «Кăмăл уççи» тесе палăртнă. Кунта поэт тăван чӗлхе шăпипе ун пуласлăхӗ, çывăх тăванӗсем çинчен шухăшлать. Малалла «Памяти сердца» поэмипе паллаштарать.Кӗнеки пирӗн пата çитмен-ха, Валентин Михайлович каласа панинчен çыратăп. Питӗ кăсăклă пулмалла, çавăнпа халех алла тытса вулас килет.

Кӗнеке хыççăн кӗнеке

Валентин Бурайкин çыравçă ӗçӗпе çамрăкран интересленнӗ, ӗçленӗ. Анчах тивӗçлӗ канăва тухсан тин хăй пултарулăхне туллин уçма вăхăт тупать. Кӗнекисем пӗрин-хыççăн тепри пичетленсе тухма тытăнаççӗ. 2008 çулта «Внемля зову сердца» вырăсла, 2014 çулта «Сокровенное. Кăмăл уççи» вырăсла-чăвашла сăвăсен пуххисем тухаççӗ. Унтан пӗрин-хыççăн тепри «И надо жить», «Председатель», «А мы нурлатские», «По зову сердца» кӗнекисем кун çути кураççӗ. Хайлавсенче автор пурнăçа лайăх ăнланни, ун тути-масине пӗлни, кăмăл-сипет енӗпе пиçӗхнӗ çын пулни курăнать. Нумай сăвви канаш вырăнне.

Юрату çинчен çырнисене илер. Вӗсем çумри çынна хаклама, хисеплеме вӗрентеççӗ. Идеал шыраса ун таçта инçене те каймалла мар. Вăл хăй çумӗнчех. Мăшăрӗпе Ирина Николаевнăпа вӗсем çав тери килӗштерсе пурăнаççӗ. Поэтăн пултарулăх музи мăшăрӗ пулни каламасăрах паллă. Валентин Михайловичпа Ирина Николаевна ялан пӗрле, вӗсене уйрăммăн курнине астумастăп та. Поэт сăвăсем шăрçалать пулсан мăшăрӗ вара вӗсене чуна пырса тивмелле илемлӗ вулать.

Валентин Михайловича 85-çулхи юбилейпе саламласа ырлăх-сывлăх, торчествăра хавхалану сунатпăр. Малашне те çӗнӗ хайлавсем çуралса кӗнекен тухмалла пултăр.   

Книга В.М. Бурацкина. «Откровение. Избранное»

Пурнăç çулӗ

В.М. Бурайкин 1941 çулхи сентябрӗн 22-мӗшӗнче Нурлат районӗнчи Кӗçӗн Чаллă ялӗнче çуралнă. Ялти шкулта 7 класс пӗтернӗ хыççăн Курманаево ялӗнче вăтам пӗлӳ илнӗ. Унтан Чистайри ял хуçалăх техникумӗнче техник-механик специальноçне вӗренсе тухнă. Пӗр вăхăт Аксу районӗнчи «Сульча» колхозра механикре вăй хунă. Комсомол путевкипе Казахстана çӗр уçма та кайнă вăл. «За освоение целинных и залежных земель» медаль те пур унăн.

Çар хӗсметӗнче пулнă хыççăн Хусан патшалăх университетӗнчи журналистика факультетне вӗренме кӗнӗ. 1965 – 1983 çулсенче Нурлатри «Дружба» район хаçатӗнче корреспондентра, унтан хаçатăн чăвашла тухса тăракан «Туслăх» дубляжӗн редактор çумӗнче ӗçленӗ. 1984 çултан пуçласа «Нурлатнефть» предприятире кадрсен пай заведующийӗнче тата промышленность ӗç сыхлавӗн инженерӗнче вăй хунă. 2004 çулта тивӗçлӗ канăва тухнă.    

Сăнӳкерчӗксем: https://nurlat.tatarstan.ruhttps://nurlat-tat.ru сайтсенчен. 


Чувашские писатели Татарстана

Нет комментариев