Ентешӗмӗрӗн Нина Артемьеван çӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухрӗ
Чăваш поэзийӗн анинче тухăçлă ӗçлекен сăвăç чылай. Çавăн пек пултаруллă авторсенчен пӗри – Нина Артемьева (Нина Николаевна Мокина). Вăл 1947 çулхи юпа уйăхӗн 20-мӗшӗнче Аксу районне кӗрекен Çӗмӗртлӗ ялӗнче çуралнă. Емелькинăри тулли мар вăтам шкулта пӗлӳ пухнă, ун хыççăн Шупашкара куçса кайнă: пир-авăр комбинатӗнче ӗçленӗ, каçхи вăтам шкулта вӗреннӗ, çав хушăрах сăвăсем çырнă. Малтанхи хайлавӗсем XX ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсенче «Ленин ялавӗ» хаçатра (Хусан) кун çути курнă.
1977 çулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчен вӗренсе тухнă. 1977 – 2003 çулсенче «Хатӗр пул» (каярахпа – «Çилçунат», «Самант») журнал редакцийӗнче ӗçленӗ. Унăн сăввисем «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче, «Хусан», «Поэзия» альманахсенче, «Çӗнӗ кӗвӗ» коллективлă сборникра, «Чăваш литературин антологийӗнче» (Поэзи) тата ытти кăларăмра пичетленнӗ. Н.Артемьева – Раççей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн (1987), Раççей Писательсен союзӗн (1991) пайташӗ, Марфа Трубина ячӗллӗ преми лауреачӗ (1990).
Çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче сăвăçăн «Ӗмӗрхи кӗвӗ» кăларăмӗ пичетленсе тухрӗ. Вăтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗскерне тӗрлӗ çулта çырнă сăввисем кӗнӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Станислав Юхтар. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Нина Артемьеван поэзийӗ хӗвел пек ăшă, çăлкуç пек таса, сывлăм тумламӗ пек çутă. Унăн лирика геройӗ тăван халăх историне, йăли-йӗркине сума сăвать, илеме курма пӗлет. «Чуна ăшăтакан кунсен çути» ачалăхри киле ертсе çитерет ăна. Кунта вăл вăй-хал пухать, тӗрекленет, çунат сарать.
Чылай сăвăра аваллăх ахрăмӗ сисӗнет. Лирика харкамçи Пӳлер енӗн иртнӗ кун-çулне çине-çинех тишкерет, чăвашăн шăпи çинчен шухăшлать.
Çичӗ ют урмăшни хăлхара –
Кашнинех вутлă сăнă тӗлленӗ.
Ватнă, ишнӗ тăшман Пăлхара,
Тӗп хуламăр Пӳлер те кӗлленнӗ.
(«Шухăшпа манăçми аякра…»)
Тăшмансен сăннине халӗ те туять, усал эшкерӗн кӗрлевне паян та илтет вăл.
Сăнă вӗçет ман енне
Сывлăш çурса.
Хӳтлӗх кӳрсемччӗ, анне,
Питлӗх тытса.
Çап та çунтар çич юта,
Хуç сăннине.
Сирпӗт хӗлхем куçупа –
Пӗлтӗр камне.
(«Пӗчӗк чухнехи тӗлӗк».)
Самани тӗрлӗрен лăсканă, чăваш пурпӗр аптраман. Çак парăнманлăх, çирӗплӗх, мăнаçлăх, хастарлăх авторăн кашни сăввинче палăрать.
Асаттесем ахлатнине туятăп,
Тин пултараймăп пулăшу пама.
Пӗртен-пӗр тивӗçӗм – тупа тăватăп –
Чыспа, чунпа, ӗçпе таса пулма.
(«Çуралнă тăрăхăм, Пӳлер, Пӳлерӗм…»)
Сăвăсенче çавăн пекех Тăван çӗршыва юратни, унăн пуласлăхӗшӗн çунни, паттăрсене сума суни, çӗнтерӳшӗн вута кӗме те хатӗр пулни палăрать. Çуралнă тăрăхран аякра чухне лирика геройӗ хытă тунсăхлать, ашшӗ килне, тăван яла, улăх-çарана çине-çинех аса илет. Иртни тавра шухăша путни ăна ачалăхах илсе çитерет. Ун чухне чăннипех телейлӗ пулнă вăл: çывăх çынсем çумра, кашни кун тем тăршшӗ тăсăлнă, тем туса та ӗлкӗрме пултарнă, сăн-питрен йăл кулă кайман. Халӗ вара пӗрле ӳснӗ тантăшсем те тӗрлӗ çӗрелле саланса пӗтнӗ, кунти чечексем те, çăлкуç та ăна палламаççӗ тейӗн. Самантлăха ăна тунсăх пусса илет. Хăйне юта тухнăн туять вăл. Анчах тепӗртакранах тарăн шухăшлăн çапла калать:
Иртнине асилсе хӳхлеместӗп,
Çитӗ, тантăш, пире хӳхлеме.
Кăмăлна хытарсамччӗ халь эс те,
Ан хăйсам: «Эпир мӗскӗн», – теме.
Паллах, ӗлӗкхи вăйлă йăхран тухнă çын урăхла калама та пултараймасть. Çамрăк ăрăва та çаплах хастар пулма пиллет автор.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев