Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Философи лирикин пуçаруçи

Сăвăç литература ӗçне XIX ӗмӗр вӗçӗнчех тытăннă. Вăл чăваш поэзийӗнче пейзаж, философи лирикине пуçарса янă, унăн гражданла лирика тӗслӗхӗсем те чылай. «Варуççи» поэмăра эпосла жанр уйрăмлăхӗсем те палăраççӗ. Поэма малтанхи хут 1906 çулта «Хыпар» хаçатра пичетленнӗ.

Турхан Яккăвӗ (Яков Васильевич Турхан) Хусан кӗпӗрнин Теччӗ уесӗн Курнавăш вулăсӗнчи Турхан ялӗнче (халӗ Чăваш Енри Елчӗк районне кӗрет) 1874 çулхи мартăн 25-мӗшӗнче çуралнă. Курнавăшри 4 класлă, Елчӗкри икӗ класлă шкулсенчен, Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарирен, ăс-тăн академийӗн икӗ çуллăх курсӗнчен вӗренсе тухнă. Тӗрлӗ çӗрте учительте, чиркӳре ӗçленӗ. 1924 çултанпа Хусанта пурăннă, Достоевский урамӗнче Серафим Саровский чиркӗвӗнче протоиерей пулнă. 1935 çулта суя çăхава пула ăна арестленӗ, виçӗ çуллăха Архангельск облаçне ссылкăна янă. Унтан каялла таврăнайман вăл, ссылка срокӗ тухнă каç, 1938 çулхи декабрӗн 25-мӗшӗнче, хваттерӗнчен илсе тухса кайнă, тепӗр кунне персе вӗлернӗ. 

Турхан Яккăвӗ – вырăс поэзине чăвашла куçарма тытăнакансенчен пӗри. Вăл В.Жуковский, А.Пушкин, И.Козлов, М.Лермонтов, А.Кольцов, Н.Некрасов сăввисене XIX ӗмӗртех куçарнă. 

«Варуççи» поэмăпа тепӗр сăвăсăр пуçне Турхан Яккăвӗн ытти сăввисемпе куçарăвӗсем революциччен пичетленеймен, анчах вӗсем хăй вăхăтӗнче алçыру вӗççӗн чылай сарăлнă. Н.В.Никольский вӗсене хăй 1903-1904 çулсенче хатӗрленӗ чăваш поэзийӗн антологийӗн алçырăвне кӗртет. Çав тӗслӗхсенчен чылайăшне учительсем хăйсене валли çыра-çыра илнӗ. 

Поэт сăвă çырма чиркӳре ӗçлеме тытăнсан та пăрахман, анчах унăн ку тапхăрти эткерӗ упранса юлайман. Вăл прозăпа та çырнă, халăх сăмахлăхне те чылай пухнă. «1935 çулта арестлеме килсен алăпа çырнă 3 кӗнекине, чăвашла текстсем çырнă 15 тетрадьпе блокнотне конфискациленӗ. Вӗсем НКВД тӗрмисенче йӗрсӗр çухалнă, çунтарса янă пулмалла», – тесе çырнă Б.Ф.Султанбеков хăйӗн «Татарстан XX век. Личности, события, документы» кӗнекинче (Казань. «Тарих», 2003).

Аяларах сире поэтăн тӗрлӗ вăхăтри хайлавӗсемпе паллаштаратпăр. 
Василий КАРАБАЕВ.
 
ТУСĂМСЕМ

Мана чӗнчӗç тусăмсем, чунпа савса,
Эпӗ юратса килтӗм ыр сунса.
Эпӗ сире курсан, ыр тусăмсем, 
Манăн чӗре тулчӗ савăнăçпа. 
Çак тусăмсем умне пӗр тăрсассăн
Юрламасăр чунăм чăтаймӗ,
Çак тусăмсем умне пӗр тăрсассăн
Куççуль тăкăнмасăр пулаймӗ.
Мӗн парам-ши сире, ыр тусăмсем?
Манăн ылтăн-кӗмӗл укçам çук.
Аслă хирте тӗмре çичӗ хăва,
Çивчӗ çил вӗсене уйăрас çук –
Çак тусăмсемпе ман пӗрех чӗре,
Çичӗ тăшман пире уйăрас çук.
(1896 ç.)
 
ХӖВЕЛ ХӖРТСЕ ПĂХНĂ ЧУХ…

Хӗвел хӗртсе пăхнă чух
Сана курса юратрăм.
Ман савăнăç эс пултăн:
Хӗнре сана манмарăм.
Сана савса юратни
Çулран çула пыратчӗ.
Савнă чуна курасси
Çут тӗнчерен хаклăччӗ…
(1897 ç.)

АННЕ

Куллен-кунах эп тӗлӗнсе
Аннем çинчен шухăшлатăп…
Çӳретӗп хам упаленсе,
Аннем сăнне эп куратăп.
Хăйӗн ырă куçӗсемпе
Йăл-йăл ман çине пăхатчӗ.
Чирпе-чӗрпе асаплансан,
Маншăн ыйхине тататчӗ.
Çӗрӗн-çӗрӗн куç хупмасăр,
Маншăн куççулли тăкатчӗ.
Маншăн çапла хуйхăрнă чух
Чавса çине тайăнатчӗ.
Пит-куçӗпе салхулланса
Чавса çинче тӗлӗретчӗ…
Эпӗ чирлӗ, ыйха кайса 
Аннем ларнине кураттăм.
Аннем кайнă сарăхайса, 
Пичӗ-куçӗсем – шурă тăм…
Аннем çине эп пăхсассăн
Куççуль çумăр пек юхатчӗ.
Эп куççуле кăтартас маршăн
Ӳпне выртаттăм – йӗреттӗм…
Çапла асапсем иртсессӗн,
Чӗрӗлес кунăм çитетчӗ…
Шăнтакан хӗлле иртсессӗн,
Аннен салхăвӗ пӗтетчӗ.
Ăна çутă сăн кӗретчӗ.
Тата кăмăллăн курнатчӗ,
Ӗлӗкхинчен те ытларах 
Мана юратса саватчӗ…
Эсӗ, манăн савнă аннем,
Ӗмӗрех асран каяс çук.
Чӗкеç чӗппине савнă пек,
Эсӗ те пире саваттăн.
Пире чир-чӗр-мӗн лексессӗн,
Эсӗ хуйхăпа пӗтеттӗн…
Пирӗншӗн асап курнине
Нихçан та эпӗ манас çук.
(1898 ç.)
 
ЧӖРЕМ ЫРАТНИ

Пӗр çавăрса илсе пӗр юрлăттăм –
Ăшăмра мӗн пуррине калăттăм.
Ăшра мӗн пуррине каласассăн, 
Пӗр хурланса чунăм пӗр чарăнмӗ…
Ай-хай кăна чунăм, пӗр чунăмçăм!
Санăн сăвву вăрăмах пулминччӗ,
Санăн сăвву вăрăмах пулмасан та, 
Ăшăмра мӗн пуррине калинччӗ.
Ăшра мӗн пуррине каласассăн,
Эсӗ, чунăм, пророк пек пулăттăн.
Вара эсӗ пророк пек пулсассăн,
Санăн чӗлхӳ вут пек çунӗччӗ.
Çапла эсӗ тӗрӗс сăмахупа
Этем ирсӗрлӗхне кăтартăттăн.
Этем ирсӗрлӗхне кăтартсассăн,
Сан çине этем хурт пек сырăнӗ…
Ай-хай кăна чунăм, пӗр чунăмçăм!
Куллен-кунах хӗнпе хуйхăратăн.
Епле-епле сăвă эс юрлăн-ши,
Епле сăвăпа хăвна пусарăн?!
Пӗр çавăрса илсе юрлăттăм –
Ăшăмра мӗн пуррине калăттăм.
Ăшăмра мӗн пуррине каласассăн,
Пӗр хурланӗ чунăм, пӗр ӗсӗклӗ…
(1899 ç.)
 
ÇӲЛТЕ КĂВАК ПӖЛӖТ УЯР ТĂРАТЬ
Çӳлте кăвак пӗлӗт уяр тăрать –
Çумăр çинчен епле шухăшлăн?
Хам çамрăк та, халь эп çиçетӗп,
Ваттăм çинчен епле шухăшлăп?
Паян çиçсе ӳсет хирти çеçке,
Ыран типессине пӗлмӗ вăл.
Йăлтăр-йăлтăр тăвать çӳлте çăлтăр –
Ирпе пӗтессине пӗлмӗ вăл.
(1899 ç.)
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели