Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Францире чăвашла юрлать

Октябрӗн 8-мӗшӗнче Пӗкӗлме хулинчи «Дом техники» Культура çуртӗнче Галина Михайловна Таймасован пултарулăх каçӗ иртрӗ. 16 çул Францире пурăнакан ентешӗмӗр (унти чăвашсен «Аван-и?» пӗрлешӗвӗн йӗркелӳçисенчен пӗри) Галина Таймасова Европăра чăваш культурине аталантарас, унпа тӗнчене паллаштарас ӗçе илсе пырать. Хăйех юрлать, юрăсем çырать, халӗ акă «От Наратлов до Лоррена» кӗнеки те тухрӗ. Автобиографилле кӗнекинче автор хăйӗн йăх-несӗлӗ, çемйи тата тăван енӗ çинчен çырать.

«Хамăн ӗмӗтленнӗ ӗмӗте çитертӗм, эпӗ паян тăван халăх умӗнче»,– терӗ вăл мероприятие пуçланă май. Галина Михайловнăшăн чăнах та пуш сăмахсем мар вӗсем. Кашни юрринче тăван çемйине, тăван тăрăха чунри тунсăхпа юратни сисӗнет.

Сăмах май, юрă кӗввисем Францин Çурçӗр хӗвелтухăçӗнче вырнаçнă Лорейн районӗнчи Марспиш ялӗн вăрманӗсем тăрăх çӳренӗ май çуралаççӗ-мӗн унăн. Чуна йӳле ярса чăвашла юрлать иккен вăл унта.

Галина Михайловна чăнах та пултаруллă çын. Юрламашкăн ашшӗ мӗн пӗчӗкренех хăнăхтарнă. Виççӗри хӗрӗ мӗнле маттур пулнипе хавхаланнăскер пӗррехинче аллине 25 тенкӗ тыттарнине Галина Таймасова халӗ те астăвать-ха. Çав вăхăтранпа юрăран уйрăлман ентешӗмӗр, Францие пурăнма куçсан тӳрех тенӗ пек ансамбле çырăннă. Жюль Верн, Коко Шанель чӗлхине юрă урлă алла илнӗ тесен те юрать. Халӗ Галина Михайловна хăй те француз чӗлхипе юрă çыркалать, чăвашлисене куçарать. «Çурхи вăрманта сар кайăк юрлать» юрра акă французсем питӗ юратаççӗ иккен, унăн пӗр куплетне французла ятарласа куçарнă вăл. Темиçе юррине пултарулăх каçӗн концерчӗн репертуарне те кӗртнӗччӗ.

Ентешсемпе тӗлпулура мӗн калассине чун патне çитерес тесех-ши Галина Михайловна пултарулăх каçне концерт майлă йӗркеленӗ пек туйăнчӗ. Ашшӗне, амăшне, икӗ хӗрне, тăван ялне халалланă юррисем чăнах та чӗре тӗпӗнчен тухнă, тарăн шухăшлă, мӗн чухлӗ хисеп, юрату вӗсенче. Çемье паттăрне, 1942 çулта Ленинград тăрăхӗнче пуç хунă Тимӗр мучине (ашшӗн пӗртăван пиччӗшне Владимир Таймасова) халалласа çырнă юррине юрланă чух куракансен куççулӗ те тухрӗ. Паянхи куншăн та актуаллă, Раççей çыннишӗн чи хаклă темăна – Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин паттăрлăхне, вăл ӗмӗр-ӗмӗр халăх асӗнче пулнине – хускатать унта автор. Кашни юрă вăхăтӗнче проекторпа сăнӳкерчӗк, видеоролик кăтартса тăни пултарулăх каçне тата илемлӗрех те пӗлтерӗшлӗрех турӗ.

Тӗлпулăва халăх пуçтарăнмасран шикленсе пӗчӗк зала кăна уйăрнипе куракансем валли ларма вырăн çитмерӗ пулсан та халăх киле кайма васкамарӗ. Тахçан кӗтнӗ, ăшпиллӗ атмосфера хуçаланчӗ залра. Пӗкӗлмери «Мерчен» чăваш халăх, Павлă районӗнчи «Туйралинка» чăваш фольклор ансамблӗсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç.

Галина Таймасовăна Пӗкӗлме хула Ӗçтăвкомӗн обществăлла организацисемпе ӗçлекен уйрăмӗн ертӳçи Ирина Тухфатуллина, ТР ЧНКА ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, Пӗкӗлме ЧНКЦ ертӳçи Сергей Малышев тата «Сувар» хаçатăн редакторӗ Ирина Трифонова чăваш культурине, чӗлхине ют çӗршывра çакăн пек тивӗçлӗ шайра кăтартнăшăн тав туса ăнăçусем сунчӗç. Кашни чăваш унран тӗслӗх илмеллине палăртрӗç. «Дом техники» Культура çурчӗ Тав хучӗпе чысланă май малалла пӗрле çыхăну тытма сӗнчӗ. Галина Таймасова хаваспах йышăнчӗ ăна, килнисене пурне те çакăн пек ăшă тӗлпулушăн тав турӗ. Франци çӗршывне килес пулсан кашнине хапăл туса йышăнассине пӗлтерчӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев