Георгий Майрабеев: «Çынсене пулăшсан чун савăнать»
Чăнлă районӗнчи Кивӗ Улхаш ялӗнче (Ульяновск облаçӗ) кашни çуркунне çамрăксен хушшинче ирӗклӗ майпа кӗрешессипе пӗртăван Георгий тата Петр Майрабеевсен парнисемшӗн турнир иртет. Ун пекки 15 хутчен пулнă ӗнтӗ. Кунта спортсменсем, çав шутра хӗрачасем те, тӗрлӗ регионтан килеççӗ: Чăваш Ен, Тутарстан, Мордови, Самар Ен. Çулсерен 200 ытла спортсмен кавир çине тухать.
Эп çак ăмăртăвăн пуçаруçипе, тӗп йӗркелӳçипе, спонсорӗпе – Чăнлă районӗн Хисеплӗ гражданинӗпе Г.В.Майрабеевпа тӗл пултăм. Унпа спорт карьери тата ытти пирки калаçрăмăр.
– Георгий Васильевич, хăв çинчен каласа пар-ха вулакансене.
– Эпӗ Кивӗ Улхашра 1972 çулта çуралнă. Çемьере сакăр ачаччӗ. Пуян пурăнман. Пытармастăп, пӗр-пӗрин тумне те тăхăнаттăмăр. Атте Василий Георгиевич колхозра платникра вăй хуратчӗ, анне Клавдия Петровна вара кормоцехра ӗçлетчӗ, çаплах ăна 12 гектар таран чӗкӗнтӗр ани паратчӗç. Ачаллах ӗç патне çыпăçнă эпир. Çемйипех чӗкӗнтӗр çумлаттăмăр. Пӗрремӗш хут хире мана ултă çултах илсе тухрӗç. Укçасăр пуçне колхоз сахăр песокӗ те паратчӗ, килте михӗсем кӗлет тулличчӗ. Ял çыннисем те илме килетчӗç пирӗн пата.
Çемьере çапла йӗркеччӗ: ачасен 5-мӗш класчен каланкка хутмалла, 5-8-мӗш классенче выльăх пăхмалла. Выльăхӗ вара картиш тулличчӗ. Хӗрсем тӗпелте аппаланатчӗç, алă ӗç тăватчӗç. Улттăмӗш класс хыççăн атте мана пӗрисем патне мунча пуралама илсе кайрӗ, унпа пӗрле кунӗпе пуртăпа таккаттăм, мӗн хушнине тăваттăм. Шăрăхчӗ ун чух, ман пек ачасем кунӗпе пӗвене шыва кӗме чупатчӗç. «Атте, мана та яр-ха!» – тесе йăлăнаттăм. «Пыр, чуп, сана 15 минут паратăп», – тетчӗ атте. Пӗр эрнере 25 тенкӗ ӗçлесе илнӗччӗ ун чух, эх, савăннăччӗ! Çиччӗмӗш класс хыççăн вара эпир Петр шăллăмпа кӳршӗ арçыннипе пӗрле виçӗ уйăх кӗтӳ кӗтрӗмӗр, 640 сурăхчӗ унта.
– Спорт çулӗ çине мӗнле тăнă?
– Пиллӗкмӗш класра чухне Хӗрарăмсен кунӗ тӗлне шкулта ачасем хушшинче кӗрешӳ ăмăртăвӗ ирттерчӗç. Эп те кӗрешсе пăхрăм, анчах выляса ятăм. Çӗнтерекенсене тата ыттисене темле значоксем пачӗç, ман валли пай тухмарӗ. Питӗ хурлантăм. Хама хам каларăм: ман ку ачасене хуса çитмеллех, тепрехинче значок илетӗпех. Çакăн хыççăн физкультура учителӗ Н.А.Узеринов ертсе пыракан шкулти кӗрешӳ секцине çӳреме тытăнтăм. Пӗрремӗш ăмăртăва район центрне Аслă Нагаткина Совет Союзӗн Геройӗн Е.Т.Воробьевăн (хамăр район çынни вăл, чăваш) парнисемшӗн кӗрешме илсе кайрӗç. 29 килограмм таякан ачасен хушшинче 3-мӗш вырăн йышăнтăм. Савăнăç пысăкчӗ. Каярах пире Чăнлă район командин аслă тренерӗ Б.А.Чернов область центрне, тӗрлӗ хулана ăмăртусене илсе çӳреме тытăнчӗ. Таврăннă чух Аслă Нагаткинта хăй килӗнче çывăрттаратчӗ, апатлантаратчӗ, тепӗр кун вара яла каяттăмăрччӗ. Вăлах мана кавир çине тухма пӗрремӗш борцовка панăччӗ. Борис Алексеевич пирӗншӗн иккӗмӗш атте пекехчӗ. Тавах ăна. Ялти вăтам шкултан 1-мӗш разрядпа тухрăм эп. 1989 çулта Шупашкара кайрăм, строительство техникумне вӗренме кӗтӗм. Пырсанах 16 хут йăтăннине астăватăп. Каллех кӗрешӳ хăй патне туртрӗ, каçсерен В.Е.Семенов патне тренировкăна çӳрерӗм. ЧПУ экономика факультечӗн çуртӗнче кӗрешеттӗмӗр. Пӗр уйăхранах Чăваш Республикин первенстви иртрӗ, унта эп хамăн виçе категорийӗнче çӗнтерӳçӗ пулса тăтăм. Вӗренсе пӗтермесӗрех салтака илсе кайрӗç, çарта спорт мастерӗн кандидачӗн нормине тултартăм. Салтакран каллех Шупашкара таврăнтăм, 1995 çулта техникум пӗтертӗм.
– Петр шăллу çинчен каласа хăвар-ха.
– Вăл 1976 çулхи. Шкулта вӗреннӗ чухнех ирӗклӗ майпа кӗрешсе спорт мастерӗн кандидачӗ пулса тăчӗ, унтан Ульяновскра ПТУра вӗренчӗ. Салтакра Самарăра спортротăра пулчӗ. Вăл виçӗ хутчен Ульяновск облаçӗн чемпионӗ. 1994 çулта Пушкăртстан Республикинче иртнӗ Раççей чемпионатӗнче классика кӗрешӗвӗпе (ăна халь грекпа рим кӗрешӗвӗ теççӗ) бронза призерӗ пулса тăчӗ. 1996 çулта вара классика кӗрешӗвӗпе спорт мастерӗн ятне илчӗ. Нумай çул эпир унпа пӗр фирмăра ӗçлерӗмӗр. Халӗ вăл заводра инженер.
– Техникум хыççăн ăçталла çул тытрăн?
– Шупашкарта вӗреннӗ вăхăтра эпир канмалли кунсенче юлташсемпе балкон чӳречисем лартма çӳреттӗмӗр, хамăр валли кăштах укçа тăваттăмăр. Çакă мана малашне те пулăшрӗ. 1995 çулта Ульяновска таврăнсан СМУра столяра ӗçе кӗтӗм. Виçӗ уйăх ӗçлерӗм – укçа памаççӗ. Ун чухне çӗршывра çапларах арпашнă тапхăрччӗ. Вара эпир юлташсемпе хамăршăн ӗçлеме пуçларăмăр, алăк-чӳрече лартса çӳрерӗмӗр. Ку енӗпе пилӗк çулта чылай опыт пухрăмăр. Унтан хам ятпа ИП уçма та пултартăм. Спорта та пăрахмарăм, каçсерен Ульяновск облаçӗн тӗп тренерӗ А.И.Винник патне кӗрешме çӳрерӗм. Часах Ульяновск облаçӗн чемпионатӗнче çӗнтерме пултартăм. Мана область сборнăй командине кӗртрӗç.
Тольяттире те 2011 çулта фирма уçрăм, унта суту-илӳ центрӗ хăпартрăмăр, 2013 çулта вара çуртсем тума тытăнтăмăр. ТСЖ йӗркелесе 62 гектар çӗр илтӗмӗр. Пилӗк çулта 72 çурт хăпартса хутăмăр. Ӗçсем йӗркеллех пыратчӗç, укçа енӗпе аптраман.

– Мускавра çăмăл атлетикăпа пӗртăван Знаменскийсен турнирне ирттереççӗ. Халӗ Кивӗ Улхашра пӗртăван Майрабеевсен турнирӗ пур. Мӗнрен пуçланчӗ ку?
– Тольяттире ман сиплев комплексӗ пурччӗ. Ку хулана кӗрешӳ турнирне килекен ентешсене унта кӗтсе илеттӗмӗр, мунча кӗртеттӗмӗр, çывăрттараттăмăр. Пӗррехинче çапла Ульяновск тăрăхӗнчен килнӗ тренерсемпе калаçса лараттăмăр. Пӗри манран: «Георгий Васильевич, эс Кивӗ Улхашра хăвăн ятупа ачасем валли турнир ирттерме пултараятăн-и, вăй çитереетӗн-и?» – тесе ыйтрӗ. «Пултаратăп, атя пӗрле йӗркелер», – терӗм пӗр тăхтамасăр. Ку калаçу 2007 çулта пулчӗ. Эп сăмах вӗçтерме юратмастăп. Каланă – тунă. Тепӗр çул ялти вăтам шкулăн спорт залӗнче пӗрремӗш турнир йӗркелесе ирттертӗмӗр, 170 çамрăк кӗрешӳçӗ килчӗ. Кунта Чăнлă район командин аслă тренерӗ Б.А.Чернов, Н.А.Узеринов тренер тата ыттисем пысăк пулăшу панине палăртса хăвармалла. Укçа енчен илсен 120 пин ытла кайрӗ. Призерсене медальсем, кубоксем, парнесем, дипломсем панисӗр пуçне кашни ачана, тренера, килнӗ хăнасене шкул столовăйӗнче апатлантартăмăр. Анчах эп ку тăкакшăн пӗртте ӳкӗнместӗп. Кавир çинчи ачасен куçӗсенче хӗлхем куратăп та, вӗсем мӗнлерех савăннине сăнатăп та – хамăн та куççуль тухать. Хам пӗчӗк пулнине, спортра пӗрремӗш утăмсем тунине аса илетӗп. Мана та ача чухне аслисем нумай пулăшнă, вӗрентнӗ вӗт-ха, çавăнпа май пур чухне эп те çамрăксене пулăшасшăн, усă кӳресшӗн. Вӗсем ырă тӗллевлӗ пулччăр, тӗрӗс çул çине тăччăр, урамра çапкаланса ан çӳреччӗр. Ку çулсенче турнир ирттересси, паллах, хакланчӗ, 300 пине çывхарать. Чăнах та, халь кăштах айккинчен пулăшакан юлташсем пур. Пӗри ун чухлӗ парать, тепри кун чухлӗ. Тавах вӗсене. Пирӗн ялта халь кӗрешессипе темиçе спорт мастерӗ, кандидатсем те чылаях. Вӗсем пурте тенӗ пек пирӗн турниртан пуçланă, çакă та савăнтарать пире шăллăмпа иксӗмӗре.
– Эс пӗр вăхăтра тăван ялăрта кӗрешекенсем валли ятарлă спортзал хăпартса лартас шухăшлăччӗ.
– Çапла. Ун чухне ман укçа пурччӗ, кăмăл та пысăкчӗ. Эп ялти пуçлăхсене çапла каларăм: çӗр, коммуникаци – сиртен, спортзал – манран. Анчах ман ырă пуçарăва темшӗн тӗрек памарӗç, пулăшма васкамарӗç, çӗр уйăрса памарӗç. Çавăнпа ӗç хускалаймарӗ, кăмăл сӗвӗрӗлчӗ. Халӗ те чӗре ыратать çак ӗмӗте пурнăçлайманшăн.
– Хальхи строительство ӗçӗсем мӗнлерех пыраççӗ?
– Йӗркеллех темелле, куллен ӗçлетпӗр. Ульяновскра «Автофорум» текен фирмăна ертсе пыратăп паян. Ульяновск хӗрринчи Мирный поселокӗнче 22 çурт хăпартса лартрăмăр. Ытти регионсемпе те çыхăну тытатпăр. Сăмахран, Чăваш Енри Йӗпреçре çуртсем тăватпăр. Пӗлӗве те ӳстертӗм, 2017 çулта Ульяновскри техника университетӗнче строительство факультетне куçăн мар пӗтертӗм.
– Çемйӳпе паллаштар-ха.
– Ман мăшăр Раиса Семеновна Чăваш Енри Патăрьел тăрăхӗнчи Тăрмăш ялӗнчен. Хӗрӗм Алена 26 çулта, Хусанта пурăнать, Мускаври «Шереметьево» аэропортра стюардесса пулса ӗçлет. Халӗ ача çуратма хатӗрленет. Артем вара спортра ман çулпа кайрӗ, ирӗклӗ кӗрешессипе спорт мастерӗн кандидачӗн ятне илчӗ.
– Эс сăпайлă çын, Георгий Васильевич. Ӗçне тусан та мухтанасси çук санра. Санăн ыркăмăллăх ӗçӳсене кăштах палăртса хăварам-ха. Ульяновск тăрăхӗнчи обществăлла организацисене, ачасене, творчество çыннисене пӗрмай пулăшатăн эс. Тăван шкул валли кашни турнирта пысăк парнесем парса хăваратăн. Унти спортзалта пластик чӳречесем те лартса панă тата ытти те. Кашни турнира Шупашкартан эстрада артисчӗсене хăвăн шутунтан чӗнсе илетӗн, клуба концерт курма пӗтӗм ял халăхӗ пухăнать. Ял уявӗсем те Шупашкар артисчӗсемсӗр иртмеççӗ, спонсорӗсем – каллех Майрабеевсем. Мӗн хистет сана çакăн пек тăкакланма?
– Çынсене пулăшас килет, ырă ӗçсем, çутă йӗр хăварас килет. Кашни çыннăн çак тӗнчене мӗнпе те пулин илемлетмелле, лайăхрах тума тăрăшмалла. Эп çынсем валли çуртсем хăпартатăп. Çамрăксене патриотла воспитани парасси те пысăк ӗç. Хам пултарнă таран çавăнта та хутшăнатăп. Тăван яла пулăшасси вара ман чунри тивӗç, эп çакăнта ӳссе çын пулнă-çке. Çынсене пулăшсан ман чун савăнать.
Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев