Çӗпрел районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Алексей Ярухин 60 тултарчӗ
Çӗнӗ Упи ял чăвашӗ Алексей Егорович Ярухин 1999 çултан пуçласа паянхи кунччен ял, район социаллă экономикине аталантарас ӗçре тăрăшать, вырăнти Чăваш наципе культурин центрӗн ертӳçи, Упи ял хутлăхӗн канашӗн депутачӗ.
Алексей Ярухин ытти пин-пин ял çамрăкӗ пекех ӗç çулне тăван колхозра пуçланă. Чапаев ячӗпе хисепленнӗ ун чух районти чи пысăк хуçалăхсенчен пӗри шутланнă колхоз. Малалла çар служби, аслă шкул. Ял-йыш ăна 1999 çулта Упи ял канашӗн (каярах ял хутлăхӗ) пуçлăхне суйлать. Вăрттăнлăх мар, хăв çуралса ӳснӗ ялта халăхпа ӗçлесси вăл хăй пӗр тӗрӗслев. Ютран килнисемпе танлаштарсан, ентеш-ертӳçӗрен нумайрах ыйтать ял-йыш, мухтанинчен ытла вăрçать. Апла пулсан та Алексей Егорович тăван ял хутлăхӗн ертӳçинче кунне-çӗрне пӗлмесӗр 20 çул (2019 çулччен) тăрăшать.
5 ялтан тăракан Упи ял хутлăхӗн инфраструктури шăп вăл ӗçленӗ çулсенче нумай çӗнелет: çӗнӗ çулсем, Çӗнӗ Упире ача сачӗпе ФАПа пӗрлештерекен çӗнӗ шкул çурчӗ (2014 çул), «Ăшă çурт» ача-пăча приючӗн çӗнӗ çурчӗ (2008), Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен, тыл ветеранӗсен, Раççей çарӗсен тӗсӗсен, яла йӗркеленӗ Упи паттăрӗн палăкӗсемлӗ, чăн-чăн çар пушкиллӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсен аллейиллӗ Çӗнтерӳ паркӗ (2016), пушар хуралӗн уйрăм посчӗн çурчӗ (2015)... Упи тăрăхӗн тепӗр мăнаçлăхӗ вăл – ентешӗн, икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗн, 1953 – 1977 çулсенче СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă Петр Васильевич Дементьевăн музейӗ. Ăна халалласа уçнă пӗрремӗш музей вăл Раççейре. Хисеплӗ ентешӗн 110 çулне халалланă музее уçмашкăн (2017 çулхи май уйăхӗн 11-мӗшӗ) 14 регионтан хăнасем килнӗ. Кун пек пысăк ӗçсем вырăнти власть тăрăшмасăр пулаймаççӗ.
Упи ял тăрăхӗнчи ялсен урамӗсен хуларинчен кая мар тирпейӗпе хăтлăхӗ те Алексей Егоровичăн тӳпи. Вăхăтӗнче шăп вăл ял хастарӗсенчен тăракан комиссисем йӗркелесе тирпей-илеме сăнаса тăрассине йăлана кӗртнӗ. Ишӗлнӗ çуртсене юсаттарнă е сӳттернӗ, садсене вӗренесенчен тасатса уйрăм карта тытнă. Куçа курăнакан ӗçӗсем кăна-ха вӗсем, курăнманни тата мӗн чухлӗ.
Алексей Егорович 2019 çулхи августăн 7-мӗшӗнчен пуçласа паянхи кунччен район администраци пуçлăхӗн çумӗ. Пултаруллă спортсмен. Вăл ертсе пыракан Çӗпрел команди Республикăри муниципаллă служащисен çулленхи спартакиадинче йӗлтӗрпе чупса 6 çул пӗрремӗш вырăнсене йышăнчӗ. Ярухинсен йышлă çемйи (9 пӗртăван вӗсем) ашшӗне, Чапаев ячӗллӗ колхоз председателӗ пулнă Егор Пантелеймоновича асăнса ялта регионсен хушшинчи турнир йӗркелеççӗ. Кăçалхипе 9 çул кӳршӗллӗ районсенчи, Ульяновск облаçӗпе Чăваш Енри йӗлтӗр спортне юратакансене пухрӗ ăмăрту.
Пултарулăхне кура Алексей Егоровича патшалăх наградисемпе «За заслуги в проведении Всероссийской переписи населения» (2003), «За заслуги в развитии местного самоуправления РТ» (2016) медальсемпе, çак кунсенче тата «Совет муниципальных образований РТ» Ассоциацин Хисеп паллипе чысланă.
Яваплă ӗçре тăрăшнине пăхмасăр обществăлла ӗç валли те вăхăт тупать Алексей Егорович, нумай çул ӗнтӗ Çӗпрел районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи вăл. Чăвашсемпе çыхăннă мероприятисем нумай иртеççӗ кунта. Çавах «Акатуй» праçникне çӗнӗрен чӗртнине чăн малтан асăнмалла. 15 çул ытла çуллен асра юлмалла иртет уяв.
Килӗнче утар тытнăран 2022 çултанпа фронта пыл ăсатать, пички-пичкипе. Хăй те атте пулнăран волонтер ӗçӗнчен хӗрринче юлаймасть вăл, мӗншӗн тесен çывăх çынни, пӗчӗкрен ӳстернӗ усрав ывăлӗ Олег Ипатов СВОра халӗ, хăй ирӗкӗпе кайнă.
Людмила Александровнăпа (шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентет) тăватă ача çуратса ӳстернисӗр пуçне пăхаканӗсемсӗр юлнă Олегпа Саша Ипатовсене хăйсен ăшшине панă. 5-6-ра чухнех çемьене илнӗскерсене хăйсен ачисенчен кая мар юратаççӗ вӗсем, лешсем те çемье ăшшине туйса пӗрремӗш кунранах «атте-анне» теççӗ.
Ачисене Ярухинсем пурне те пӗлӳ панă. Диана – çар тухтăрӗ, реаниматолог, Мускаври Бурденко ячӗллӗ госпитальте чи йывăр аманнă салтаксене операци тунă çӗрте ӗçлет. Нина – Шупашкарта фармацевт, Саша – Хусанти 7№ больницăра травматолог, Денис – строитель, Ульяновск хулинче хăй ӗçне йӗркеленӗ. Усрава илнӗ ывăлӗсем те пӗлӳсӗр юлман. Олег – фармацевт, Саша строитель. Алексей Егоровичпа Людмила Александровна кукаçи-куками те, асатте-асанне те пулма ӗлкӗрнӗ. Пысăк праçниксенче тăван киле пухăнасси йăлара ку çемьен. Шел, хальлӗхе салтакăн Олегăн кăна пуринпе пӗрле кӗрекене ларма майӗ çукрах. Апла пулсан та çемье ăшшине фронтра та туять, мӗншӗн тесен уншăн пăшăрханаççӗ, киле ырă-сывă таврăнасса çав тери кӗтеççӗ.
Алексей Егорович Ярухин пек мăнаçланмалăх, тӗслӗх илмелӗх чăвашсем пуррипе чăннипех савăнатпăр. «Сувар» хаçатăн пысăк тусӗ те вăл. Март уйăхӗн 30-мӗшӗнче 60 çул тултарнă юлташăмăра эпир те чӗререн саламлатпăр, яланхи пекех вашават çӳреме иксӗлми вăй-халпа çирӗп сывлăх, яваплă та халăха кирлӗ ӗçӗ малашне те кал-кал пыма ăнăçу тата çемье тăнăçлăхӗпе телейӗ сунатпăр.
А.Ярухинăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев