News by date 3 April 2026
-
Библиотекарьсене пӗлсе тăма
2027 çулта муниципалитетсен модельлӗ библиотекисене тума Раççей Федерацийӗн субъекчӗсене федераллă бюджетран субсиди уйăрассипе апрелӗн 6-мӗшӗнче заявкăсем йышăнма пуçлаççӗ
-
Марат Ахметов кӳршӗ районсене Нурлатăн чăваш тата тутар чӗлхисене вӗрентес опытне тӗпчеме сӗннӗ
Якуркелӗнче чăваш чӗлхине вӗренмелли инновациллӗ методика центрӗ пулать. Апрелӗн 2-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан, ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен чӗлхисене упраса хăварассипе тата аталантарассипе комисси председателӗ Марат Ахметов Нурлат районне ӗçлӗ çулçӳревпе çитнӗ. Вăл районта пурăнакан халăхсен чӗлхисене вӗрентекен учрежденисен ӗçӗ-хӗлӗпе паллашнă.
-
Ачасем салтаксене пулăшаççӗ
Ман сире Анат Кама хулинчи 34-мӗш гимназире 4-мӗш «б» класра вӗренекенсен пӗчӗк паттӑрлӑхӗ çинчен каласа парас килет.
-
«Никрут юррин» суйлав турӗсем пуçланчӗç
Мартӑн 28-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Кивӗ Саврӑш ялӗнче «Никрут юрри» фестиваль-конкурсӑн зонăри тапхӑрӗ иртрӗ. Салтака юрласа ăсатасси – çитӗнекен ăрăва патриотла воспитани парас ӗçре пысăк вырăн йышăнать, вăл халăх пултарулăхӗн пӗр пайӗ, чăвашсен пурнăçӗнче çирӗп вырăн йышăннă йăла.
-
Ку уйăхра шкулсенче космонавтикăна халалланă юрă-кӗвӗ янăрӗ
Раççей шкулӗсенче урок пуçланнине тата вӗçленнине систерекен шăнкăрава музыка композицийӗсемпе ылмаштарни пирки маларах та çырнăччӗ. Кашни уйăхра пӗр-пӗр темăна халаллаççӗ шкулта янăракан юрра-кӗвве.
-
Чăваш Ен СВО ветеранӗсен асаилӗвӗсен видеоархивне йӗркелет
Кун пекки хальлӗхе пӗр регионăн та çук-ха. Çавăнпа чăвашен опычӗпе усă курас текенсем нумай пулӗç.
-
Çӗпрел районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Алексей Ярухин 60 тултарчӗ
Çӗнӗ Упи ял чăвашӗ Алексей Егорович Ярухин 1999 çултан пуçласа паянхи кунччен ял, район социаллă экономикине аталантарас ӗçре тăрăшать, вырăнти Чăваш наципе культурин центрӗн ертӳçи, Упи ял хутлăхӗн канашӗн депутачӗ.
-
Паян «Сувар» хаçатӑн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова çуралнӑ кунне паллӑ тӑвать
Паян пирӗн хисеплӗ ӗçтешӗмӗр, «Сувар» хаçатӑн тӗп редакторӗ, Тутарстанри Чӑваш çыравҫисен союзӗн председателӗ, талантлӑ журналист тата çыравçӑ, пултаруллӑ дизайнер Ирина Федоровна Трифонова çуралнӑ кунне паллӑ тӑвать.