Ачасем салтаксене пулăшаççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Ачасем салтаксене пулăшаççӗ

Ман сире Анат Кама хулинчи 34-мӗш гимназире 4-мӗш «б» класра вӗренекенсен пӗчӗк паттӑрлӑхӗ çинчен каласа парас килет.

Вӗренекенсем – Тăван çӗршывăн чӑн-чӑн гражданинӗсем, сисӗмлӗ, ырӑ кӑмӑллӑ тата хастар пулма вӗренеççӗ.

Каникул умӗнхи эрнере класра ӗç вӗресе тӑчӗ. Тăван çӗршыв интересӗсене ятарлă çар операцийӗнче хӳтӗлекенсене пулӑшас тӗллевпе «Пӗрле пулӑшар» акци ирттертӗмӗр. Ашшӗ-амӑшӗ тӗрев панипе ачасем гуманитари пулӑшӑвӗ пухрӗç. Хӳтӗлевçӗсене пулӑшас тесе чунтан тăрăшрӗç ачасем. 

Хамӑрӑн хаклӑ салтаксене Тӑван çӗршыва хӳтӗленӗшӗн чӗререн тав тăватпăр!

 

Светлана Владимировна КОЗЛОВА, кӗçӗн классен вӗрентекенӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 


Образование Помощь СВО

Нет комментариев