Марат Ахметов кӳршӗ районсене Нурлатăн чăваш тата тутар чӗлхисене вӗрентес опытне тӗпчеме сӗннӗ
Якуркелӗнче чăваш чӗлхине вӗренмелли инновациллӗ методика центрӗ пулать. Апрелӗн 2-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан, ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен чӗлхисене упраса хăварассипе тата аталантарассипе комисси председателӗ Марат Ахметов Нурлат районне ӗçлӗ çулçӳревпе çитнӗ. Вăл районта пурăнакан халăхсен чӗлхисене вӗрентекен учрежденисен ӗçӗ-хӗлӗпе паллашнă.
Марат Ахметов чи малтан Якуркел ялӗнчи вăтам шкула çитсе курнă. Ку вӗренӳ заведенийӗ районта чи аслисенчен пӗри шутланать, 145 çул каялла уçнă ăна. Шкулта 16 вӗрентекен тăрăшать, 55 ача вырăс тата чăваш чӗлхине вӗренет.

Нурлат районӗ чăвашсем йышлă пурăнакан районсенчен пӗри шутланать – вӗсен шучӗ 13 пине яхăн, ку район халăхӗн тăваттăмӗш пайӗ.

«Шкула çӳрекен ачасем пурте чăваш чӗлхине вӗренеççӗ. Ачасене тăван чӗлхепе халăхăн йăли-йӗркине вӗренме питӗ килӗшет. Учебниксенчен, аслашшӗ-асламăшӗ каласа панинчен вӗсем хăйсен мăн аслашшӗ-асламăшӗсен йăли-йӗркипе культури çинчен пӗлеççӗ. Юлашки вăхăтра пирӗн шкула чăвашла нумай кӗнеке килчӗ. Вӗсем питӗ интереслӗ, вӗренекенсене илӗртеççӗ. Пур кăларăма икӗ чӗлхепе – вырăсла тата чăвашла пичетленӗ, – пӗлтернӗ шкул директорӗ Екатерина Киргизова.
Ертӳçӗ каланă тăрăх, тăван чӗлхепе культурăна ачасем учебниксем урлă кăна вӗренмеççӗ.

«Шкулта çӗнӗ оборудованисем çителӗклӗ, сăмахран, интерактивлă доска, унта ачасем валли вăйăсем нумай, – палăртнă Екатерина Валерьяновна. – Ачасене чăваш чӗлхине вӗренме çăмăл, çав шутра ăна кулленхи пурнăçра усă курманнисене те. Хальхи вăхăтра çемьере тăван чӗлхепе калаçманни – тӗп проблема. Анчах ачасем хăйсен тăван чӗлхине вӗренессипе кăсăкланни ку чухне питӗ пӗлтерӗшлӗ».
Шкул театрне çӳрекен ачасем хăнасене чăвашла спектакль кăтартса панă.

Каярах Марат Готович шкул музейӗпе библиотекине те кӗрсе курнă. «Чăваш чӗлхине вӗренме литература çителӗклӗ-и?» – тесе кăсăкланнă вăл. «Библиотекăн кӗнеке фончӗ – 8 пин экземпляр, вӗсенчен 10 проценчӗ – чăваш чӗлхипе. Пӗлтӗр тата 400 кӗнеке илтӗмӗр», – хуравланă шкул директорӗ.

Марат Ахметов шкул коллективӗ тăван чӗлхепе йăла-йӗркене упраса хăварассипе питӗ кăсăкланнине палăртнă. Вăл шкулта чăваш чӗлхине вӗренмелли методика центрӗ йӗркелеме сӗннӗ.
«Кунта 100 километр радиусра – кӳршӗ районсенче, Кама леш енчи зонăра – 50 пин ытла чăваш пурăнать. Якуркел шкулӗнче чăваш чӗлхипе культурине тӗпчекен инновациллӗ методика центрӗ йӗркелемелле. Кӳршӗсем килсе опытпа паллашчăр тесе учреждение çӗнӗ методика материалӗпе тивӗçтермелле», – палăртнă Марат Готович.
Унтан Хусантан килнӗ хăна Совет Союзӗн Геройӗ М.Е. Сергеев ячӗллӗ Нурлат гимназине çитсе курнă. Вӗренӳ учрежденине 2006 çулхи август уйăхӗнче уçнă, 2015 çулта ăна районта çуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗ Михаил Сергеевич Сергеев ятне панă. Паянхи кун кунта 700-е яхăн ача вырăсла тата тутарла пӗлӳ илет. Кунта та Марат Ахметов театр постановкине курнă, çавăн пекех кружоксемпе секцисен ӗçӗпе паллашнă.

Ун хыççăн хăнасем Нурлатри 15№ «Алсу» ача садне çитнӗ, унта шăпăрлансем тутар чӗлхине вӗренеççӗ. Кăçал учреждени «Лучший билингвальный детский сад» грант конкурсӗн çӗнтерӳçи пулса тăнă, билингвальлӗ пӗлӗве лайăхлатма пулăшакан проектпа паллаштарнă. Экспертсем шкул çулне çитменнисен учрежденийӗн ӗç кăтартăвӗсене пысăк хак панă.
2013 çултанпа Тутарстанра икӗ чӗлхе вӗрентӗвне аталантарма 258 ача сачӗ грант илнӗ. Кашни грант 500 пин тенкӗпе танлашать, укçа тутар тата вырăс чӗлхине вӗренме меллӗ условисем туса пама пулăшать.

Нурлатри вӗренӳ учрежденийӗсен тăван чӗлхесене, халăх йăли-йӗркине тата наци культурисене упраса хăварас тата аталантарас енӗпе тунă ӗçӗн пӗтӗмлетӗвӗсене район ертӳлӗхӗпе ирттернӗ ларура сӳтсе явнă.

«Нурлат вырăсла калаçакан хутлăх пулсан та, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем таса тутар чӗлхипе ирӗклӗн калаçаççӗ, вӗренеççӗ, кружоксене çӳреççӗ, – палăртнă Марат Ахметов. – Ачасем тăван чӗлхепе çапла ирӗклӗн хутшăнма пултарнинчен тӗлӗнтӗм. Паллах, лайăх хак паратăп. Ача садӗнче те нумай методика сӗнӗвӗсем хатӗрленӗ. Ача сачӗн тата тăван чӗлхене упракан гимназин опытне кӳршӗ районсене сарма сӗнетӗп».
Вырăнти власть тăван чӗлхесемпе йăла-йӗркесене сыхласа хăварасси çине пысăк тимлӗх уйăрнине, шкулсем çак тӗллеве лайăх пурнăçланине те палăртнă Марат Ахметов.
Сăнӳкерчӗксем gossov.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев