Ку уйăхра шкулсенче космонавтикăна халалланă юрă-кӗвӗ янăрӗ
Раççей шкулӗсенче урок пуçланнине тата вӗçленнине систерекен шăнкăрава музыка композицийӗсемпе ылмаштарни пирки маларах та çырнăччӗ. Кашни уйăхра пӗр-пӗр темăна халаллаççӗ шкулта янăракан юрра-кӗвве.
Апрельте акă космонавтикăна халалланисем янăраççӗ. Раççей Çутӗç министерстви пурнăçлакан Пӗтӗм Раççейри «Мелодии вместо звонков» проекта «Прогресс» Ачасене пур енлӗн аталантаракан центр йӗркелесе пырать.
Вӗренекенсем ку уйăхра Александр Зацепин композиторăн «Тайна третьей планеты» мультфильмра тӗп тема пек янăракан кӗвве, Оскар Фельцманпа Владимир Войнович çырнă «14 минут до старта» произведение, Сергей Прокофьевăн «Петя и волк» симфониллӗ юмахӗнчи темăна, Александра Пахмутовăпа Николай Добронравов çырнă «Знаете, каким он парнем был», Евгений Крылатовпа Юрий Энтинăн «Прекрасное далеко» юррисен фрагменчӗсене итлӗç.
Иртнӗ уйăхра вара шкулсенче Мускаври Пысăк театрăн юбилейне тата Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунне халалланă композицисем янăранăччӗ.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев