«Никрут юррин» суйлав турӗсем пуçланчӗç
Мартӑн 28-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Кивӗ Саврӑш ялӗнче «Никрут юрри» фестиваль-конкурсӑн зонăри тапхӑрӗ иртрӗ. Салтака юрласа ăсатасси – çитӗнекен ăрăва патриотла воспитани парас ӗçре пысăк вырăн йышăнать, вăл халăх пултарулăхӗн пӗр пайӗ, чăвашсен пурнăçӗнче çирӗп вырăн йышăннă йăла.
Конкурса Аксу, Чистай, Çӗнӗ Шуçӑм районӗсен коллективӗсем тата уйрӑм юрлакансем хутшӑнчӗç. Хӑнасене салтаксен ашлă хуратул пӑттипе, чейпе тата кучченеçпе кӗтсе илчӗç. Фойере волонтерсем курав та йӗркеленӗччӗ. Унта ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен харпăр япалисене, волонтерсем вӗсем валли хатӗрлекен тӗрлӗрен хатӗрсене курма пулчӗ.
Фестиваль-конкурса хутшăнакансене Аксу районӗн Ӗçтӑвкомӗн ертӳçин çумӗ Алексей Тимирясов, ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, «Служу Отечеству» ветерансен организацийӗн председателӗ Виталий Маркин саламларӗç.
Конкурсантсем чуна пырса тивмелле юрӑсем юрларӗç, салтака ӑсатнине театрализациленӗ сюжетпа кӑтартрӗç.
Аксу районӗнче иртнӗ зонăри тапхăрта уйрӑм юрлакансенчен Елена Охотникова – 1-мӗш, Анастасия Якушкина – 2-мӗш, Анастасия Чистова –3-мӗш, ушкăнсен хушшинче «Саврăш ен» фольклор ансамблӗ – 1-мӗш, «Илем» юрăпа ташă ансамблӗ – 2-мӗш, «Шупашкар каччисем» фольклор ансамблӗ 3-мӗш вырăна тивӗçрӗç.
«Никрут юрри» фестиваль-конкурсăн суйлав турӗсем çавăн пекех апрелӗн 4-мӗшӗнче Пăвара, апрелӗн 17-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче, апрелӗн 18-мӗшӗнче Нурлатра, апрелӗн 19-мӗшӗнче Хусанта иртеççӗ. Финал май уйăхӗнче республикăн тӗп хулинче пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев