Чăваш Ен СВО ветеранӗсен асаилӗвӗсен видеоархивне йӗркелет
Кун пекки хальлӗхе пӗр регионăн та çук-ха. Çавăнпа чăвашен опычӗпе усă курас текенсем нумай пулӗç.
Чăваш Енри çар çемйисен комитечӗпе СВО ветеранӗсен регионти ассоциацийӗн «Тăван çӗршыв сассисем» проекчӗ Президент фончӗн культура пуçарăвӗсен конкурсӗнче çӗнтернӗ. Проект авторӗсем ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсен асаилӗвӗсене çыртараççӗ.
Видеоархивра хальлӗхе 30 истори. Ветерансем фронтри пурнăçа, унти юлташӗсем çинчен кашни хăй чӗлхипе, çав шутра чăвашла та, каласа параççӗ. Асаилӳсем пурне те ăнланмалла пултăр тесе ятарласа субтитрлă тăваççӗ вӗсене.
«Тăван çӗршыв сассисем» проект презентацине май уйăхӗн 11-мӗшне палăртнине хыпарлать «ВестиЧувашия» телекăларăм. («Сувар» хаçат архивӗнчи сăнӳкерчӗк).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев