Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июнӗн 8-мӗшӗнче Çӗпрел тăрăхӗнче Акатуй иртрӗ

Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблӗ уяв картине театрализациленӗ представлени кăтартма тухнăччӗ ӗнтӗ, çав самантра аслати кӗмсӗртетсе витререн тăкнă пекех çумăр чашлаттарчӗ. Çавăнпа уява уçас церемоние вăхăтлăха чарма тиврӗ. Апла пулсан та çынсен кăмăлне пăсаймарӗ ку, Упи ял тăрăхӗ çумăра тилмӗрсе кӗтнӗ. «Тахçанах кӗтнӗччӗ-ха эпир ку çумăра, вăл пире çав тери кирлӗ», — çапла хакларӗ çанталăк йăлăнтармăшне район пуçлăхӗ.

Çӗпрел район администрацийӗн пуçлăхӗ Марат Гафаров пухăннисене хальхинче веçех чăвашла саламласа халăх йăли-йӗркине тытса пынăшăн ял çыннисене тав турӗ. Кашнин чунне çунтаракан темăран та пăрăнса иртмерӗ. Сцена патне Тăван çӗршывăн хӳтӗлевçисене тухма ыйтрӗ. Матак каччисем Юрий Ушаковпа Николай Фадеев, Чăваш Çӗпрелӗнчи Роман Сироткин, хальхи вăхăтра кӗске отпускра. Салтаксене хăюлăхшăн тав туса ăнăçу сунчӗ ертӳçӗ. Кашнине парне пачӗ. Акатуй ялавне çӗклеме çӗр ӗçченӗсемпе пӗрле Николай Фадеева та кăларчӗç, сăмах май, вăл тепӗр кунах СВОна тухса каймаллаччӗ.

Пурнăç тыткăчи — çемье
Раççейре Çемье çулталăкӗ пулнăран, çемье теми уявра тӗпре пулчӗ. Акатуй хăнисене: район администраци пуçлăхне М.Гафарова, ТР Обществăлла палатин пайташне, «Созвездие –Йолдызлык» тата «Наше время — Безнен заман» фестивалӗн генеральнăй продюсерне, ентеше Д. Туманова, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторне И.Трифоновăна, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн ертӳçине С. Чаркинăна, Чăваш Енри Красноармейски муниципаллă округӗн ертӳçине С. Галкина тата ыттисене районӗпех тӗслӗхлӗ Николайпа Люся Адъютантовсен (Çӗнӗ Упи) çемйи кӗтсе илсе атте-анне йăлине пăхăнса пурăннине каласа пачӗ.


Районăн социаллă экономикине, культурине аталантарма хăйсенчен пай кӗртнисен, çав шутра СВОри салтак амăшӗсемпе нумай ачаллă çемьесен те сцена çине тухма тиврӗ. Пултаруллисене район йӗркеленнӗренпе 90 çул çитнин юбилей медалӗпе, район пуçлăхӗн, ТР Халăхсен ассамблейин Тав çырăвӗсемпе, ТР ЧНКА, «ТАТМЕДИА» АО, «Сувар» хаçат тата ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн Хисеп хучӗсемпе чысларӗç.


Турă пилӗпе!
 Упи ял тăрăхӗн хăйӗн йăли те пур. Кăçал та ăна Владимир Ярухин пăсмарӗ. Ял-йыш, район çыннисене лайăх тухăçпа савăнтарма, усал-тӗселпе инкекрен сыхлама ваттисенчен ыйтрӗ.
Вырăнти чиркӳ пачăшки Владимир атте вара православи тӗнӗпе кашни ӗçе, савăнăçа кӗлӗрен пуçламаллине палăртса чăвашлах кӗлӗ сăмахӗсене каларӗ.

Тăван çӗршыв хӳттинче
 Ятарлă çар операцийӗнче хутшăнакансене кăна мар, вӗсене пулăшакансене те чыс тунине уйрăммăн палăртас килет. Питӗ кирлӗ ӗç тăваççӗ вӗсем. Салтаксем валли гуманитарка пухма пулăшакансене, фронта леçекенсене çар ветеранӗсен «Рубеж» организацийӗн «За содействие СВО» медалӗпе чысларӗç. А.Ярухина, О.Кузнецова, Ю.Петухова вара 104-мӗш штурмпа десант дивизийӗн Тав çырăвне пачӗç. Ветерансем хальхинче Акатуйрах курав та хатӗрленӗччӗ, унта кайранхи, шучӗпе 21-мӗш, гуманитари грузне леçме кайсан фронтран илсе килнӗ экспонатсене, çав шутра тăшман дронӗсене те, кăтартнăччӗ. Çамрăк ăрăва воспитани парассипе нумай ӗçлекен ветерансем çапла майпа паянхи вăрçă хатӗрӗсемпе паллаштарма шутланă.


А.Чебанов премийӗ
Çӗпрел районӗ пуçласа пӗлтӗр А.Чебанов премине (10-шар пин тенкӗ) туса хунă. Унпа чăваш чӗлхине, культурипе йăли-йӗркине сыхласа аталантарма чи курăмлă ӗç тăвакансене чыслаççӗ. А.Чебановăн премине кăçал Алешкин Саплăкри Культура çурчӗн ертӳçи, «Нечкэбил » çемье конкурсӗн финалистки, çыравçă Наталия Клементьева, Чăваш Паснапуç шкул-ача сачӗн директорӗ Галина Кудряшова, библиотека ӗçӗн ветеранӗ Зоя Кузнецова тивӗçрӗç.

 Акатуй çинчен фильм
 Çӗпрел Акатуйне «Созвездие –Йолдызлык» тата «Наше время — Безнен заман» фестивалӗн генеральнăй продюсерӗ, хамăр ентеш Дмитрий Туманов Акатуя çулсерен ятарласа килет. Хальхинче те уявăн илемне савăнса палăртрӗ вăл. «Çав тери хитре çынсем пурăнаççӗ пирӗн районта, аслă чăваш культурин çути района кăна мар, республикăна, пӗтӗм çӗршыва çутатать. Çемье çулталăкӗнче çамрăксене çемье çавăрма чӗнсе калатăп», — терӗ. Çӗпрел Акатуйӗн илемӗ пирки продюсер çитес çул документлă кино ӳкерес шутлă.
Тепӗр хăна Чăваш Енри Красноармейски округӗн ертӳçи Сергей Галкин та уява пӗр ахаль килмен. Упи ялӗсене никӗслекенсем шăпах çак районсем иккен. Вăхăтӗнче Çӗпрел тăрăхне çӗр шыраса килнӗ те кунтах тӗпленнӗ. Çавăнпа Чăваш Енрен кăна мар, уписен историллӗ çӗршывӗнчен те салам илсе килнӗ вăл. Малашне те туслă, культурăллă çыхăнусем çирӗпленессе шанать. Çӗпрелсене тӗрленӗ Раççей карттин ӳкерчӗкне асăнмалăх парнелерӗ.


Акатуй паттăрӗ
Тӗп сцена çинче хăнасем пӗр-пӗринпе ылмашăнса Çӗпрел чăвашӗсене саламланă, чысланă вăхăтра та, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ, районти пултарулăх ушкăнӗсем, Софийăпа Стефания Чаркинасем юрланă самантсенче те Акатуй уйӗн хӗрринче ял хутлăхӗсен «çурчӗсем» хӗрсе ӗçлерӗç. Кашни хăй мӗнпе пултаруллине кăтартма тăрăшрӗ. Уписем пир тӗртрӗç пулсан, паснапуçсем вак шăрçаран тӗрлӗ япаласем турӗç, саплăксем вара пыл хурчӗсене те, пылне те илсе килме ӳркенмен. Кашни «çурт» хăйне евӗрлӗ.


 Çамрăк каччăсене вара спорт ăмăртăвӗсем пуринчен ытла интереслентерчӗç. Ачасене пӗрене çинче михӗпе çапăçасси, михӗ тăхăнса чупасси, пӗрене тăрăх хăпарасси илӗртрӗ пулсан, аслисем турник çинче йăтăнса, кире пуканӗ йăтса, пысăк трактор кустăрмине кустарса, канат туртса вăй виçрӗç.
Çавах та тӗп тимлӗх яланхи пекех кӗрешӳ кавирӗ çине пулчӗ. Унта тавра ялтан, кӳршӗллӗ регионсенчен чи вăйлă кӗрешӳçӗсем тухрӗç. Тӗп приз — така. Тупăшу хальхинче те хӗрӳ пулчӗ. «Акатуй паттăрӗ» ята тата такана Матак ял каччи Алексей Шингарев çӗнсе илчӗ.
Вăхăт каç енне те сулăнчӗ, халăх киле кайма шутламарӗ те, Шупашкартан килнӗ эстрада çăлтăрӗсен концертне кӗтрӗ. Çапла шавласа та кӗрлесе иртрӗ Акатуй Çӗпрелӗнче. Ăшшăн уйрăлчӗç савăк кăмăллă хăнасем. Тепре тӗл пуличчен! — тетпӗр эпир те.
(Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

#АкатуйДрожжаное

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество