News by date 11 June 2024
-
Хусан Кремлӗн территорийӗнче Раççей кунне халалласа пысăк концерт пулать
Ыран, июнӗн 12-мӗшӗнче, Раççей кунне паллă тăватпăр. Йăлана кӗнӗ тăрăх, кăçал та Хусан Кремлӗн территорийӗнче çак уява халалланă пысăк концерт пулать.
-
Вăрманта шăрпăк ан çут
Тутарстанра шăрăх çанталăка пула вăрмансенче 4-мӗш класлă пушар тухас хăрушлăх пысăккине асăрхаттарнă. Çакăн пек вăхăтра пӗр хӗлхем те пысăк инкек кӳме пултарать.
-
Июнӗн 8-мӗшӗнче Çӗпрел тăрăхӗнче Акатуй иртрӗ
Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблӗ уяв картине театрализациленӗ представлени кăтартма тухнăччӗ ӗнтӗ, çав самантра аслати кӗмсӗртетсе витререн тăкнă пекех çумăр чашлаттарчӗ. Çавăнпа уява уçас церемоние вăхăтлăха чарма тиврӗ. Апла пулсан та çынсен кăмăлне пăсаймарӗ ку, Упи ял тăрăхӗ çумăра тилмӗрсе кӗтнӗ. «Тахçанах кӗтнӗччӗ-ха эпир ку çумăра, вăл пире çав тери кирлӗ», — çапла хакларӗ çанталăк йăлăнтармăшне район пуçлăхӗ.