Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрманта шăрпăк ан çут

Тутарстанра шăрăх çанталăка пула вăрмансенче 4-мӗш класлă пушар тухас хăрушлăх пысăккине асăрхаттарнă. Çакăн пек вăхăтра пӗр хӗлхем те пысăк инкек кӳме пултарать.

Çавăнпа лăсăллă е каснă вăрмансенче, торфлă вырăнсенче, йывăçсен айӗнче вут чӗртме, сӳнтермен пирус тӗпне, шăрпăк пӗрчине, чӗлӗм таврашӗн кӗлне, çунтармалли-сӗрмелли хатӗрсемпе вараланнă пусма татăкӗсене пăрахма юрамасть.

ХВАТТЕР РЕЗИНА МАР
Прокуратура Хусанта пурăнакан 41 çулти арçын енӗпе пуçарнă уголовнăй ӗç енӗпе айăплав тӗрӗс тесе палăртнă. Асăннă гражданин ултавпа ют çӗршыв гражданне учета тăратнă, тесе пӗлтерет ТР прокуратурин аслă пулăшуçи А.Гайнутдинов. Хусан çынни 2023 çулхи декабрь уйăхӗнче Советски районӗнчи хăйӗн хваттерӗнче виçӗ ют çӗршыв çыннине пропискăна тăратнă. Айăпа вăл туллин йышăнать пулин те суд 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме тата çулталăк та икӗ уйăха çирӗп режимлă колоние яма приговор йышăннă. 

ЧУТАХ ПУТМАН
Çак кунсенче Хусан хӗрринчи Изумрудное кӳллинче чутах пысăк инкек пулайман. 23-ри каччă вӗрсе хăпартнă мечӗкрен тытăнса кӳлӗ урлă ишсе каçма хăтланнă кунта. Кӳлӗ варрине çитсен сасартăк мечӗкӗ аллинче хăтăлса кайнипе каччă путма тытăннă. Çакна кӳлӗ хӗрринче канакансем асăрхаса ӗлкӗрнӗ. Вӗсем чӗннипе çăлавçă нумай кӗттермен. 

ШĂРПĂКПА АН ВЫЛЯ!
Тунтикун Хусан хӗрринчи «Залесный Сити» пурăнмалли çурт-йӗр комплексӗ çывăхӗнче пушар пулнă. Хибинская урамӗнче пурăнакансем каланă тăрăх, ачасем вылянă хыççăн гаражсенчен пӗрин тăррине вут тивнӗ. Пушар хуралӗ çитиччен çынсем гаражри хаклă япаласене кăларса ӗлкӗрнӗ. Аманни-вилнисем çук. Хальхи вăхăтра пулса иртнин сăлтавӗсене тӗрӗслеççӗ. 
Июнӗн 11-мӗшӗнче Çырчалли патӗнчи хир çуннă. Типӗ курăка вут тивнӗ кунта. Пушара вăхăтра сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Инкекӗн сăлтавӗсене тӗрӗслеççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: проишествие