Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан Кремлӗн территорийӗнче Раççей кунне халалласа пысăк концерт пулать

Ыран, июнӗн 12-мӗшӗнче, Раççей кунне паллă тăватпăр. Йăлана кӗнӗ тăрăх, кăçал та Хусан Кремлӗн территорийӗнче çак уява халалланă пысăк концерт пулать.

Унта республикăри 17 районпа хуларан «Созвездие — Йолдызлык» илемпе талантсен юхăмӗн фестивалӗн 300 ытла лауреачӗпе çӗнтерӳçи хăйсен пултарулăхне кăтартӗç. 


Концерт Раççей гимне пурте пӗрле юрланипе уçăлать. Унта профессиллӗ артистсем çеç мар, уявăн хăнисем те хутшăнаççӗ. 


Концертра çавăн пекех культурăпа искусствăн паллă представителӗсем, «Созвездие — Йолдызлык» Арт-резиденцин артисчӗсем — ГИТИС, Хусанти Н. Жиганов ячӗллӗ патшалăх консерваторине, Хусанти И. Аухадеев ячӗллӗ музыка колледжне, культура институтне пӗтернисем хутшăнаççӗ. 


Мероприяти ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви тӗрев панипе иртет.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев