Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ильсур ХАДИУЛЛИН: «ЧĂВАШ-И, МАРИ-И, ВЫРĂС-И, ТУТАР-И – ПУРТЕ ХАМĂРĂН»

Тутарстан Республики чăвашсемшӗн тăван республика шутланать, мӗншӗн тесен халăхăмăрăн историйӗ Аслă Пăлхарпа тачă çыхăннă, çакăнта пирӗн йăхташсем çирӗп патшалăх йӗркелесе янă. Хусан тăрăхӗнче, ун таврашӗнчи районсенче шăкăрин чăваш ялӗсем пулнă. Республикăн топонимикинче паян кунччен упранаççӗ истори йӗрӗсем. Çавăнпа чăвашсен шучӗ, ытларах хут çинче паллах, чакса пыни çав тери хумхантарать. Пăшăрхантаракан статистика чăваш шкулӗсем çуллен тенӗ пек чакса пынинче те курăнать. Кун пирки ТР вӗрентӳпе наука министрӗ И.Г.Хадиуллин та Чăваш Ен делегацийӗпе тӗл пулнă чухне асăнса хăварчӗ. Шел те, Тутарстанра кӗске хушăрах 96 чăваш шкулӗнчен 87 кăна юлчӗ. Çав шутран 67-шӗ юридици сăпачӗллӗ организацисем, 20-шӗ филиал. Вӗсенче 3894 ача чăвашла вӗренет.

«Чăваш чӗлхине вӗренекенсен шучӗ пире тивӗçтермест. Хăй вăхăтӗнче республикăра 123 чăваш шкулӗччӗ. Халӗ пӗтӗмӗшле вӗренекенсенчен пурӗ те 46,2 проценчӗ кăна чăвашла вӗренет. Чăваш ачисем республикăра пурӗ 7907-ӗн, чăваш чӗлхипе литературине   вӗрентекенсем 97-ӗн, пуçламăш класс вӗрентекенӗсем 135-ӗн. Ку чăваш чӗлхипе культурине кăна мар (тăван чӗлхене вӗренекенсен шучӗ чакни. – Авт.), ытти нацисене те – марисене, удмуртсене, тутарсене  пырса тивет. Тутар шкулӗсем, сăмахран, 1000 ытлаччӗ, халӗ 601 юлнă. Тӗрӗссипе, тăван чӗлхене вӗрентессине ача садӗнчен пуçламалла. Çак ыйтусемпе пирӗн пӗрле ӗçлемелле, – терӗ Ильсур Хадиуллин. – Тата ашшӗ-амăшсене явăçтармалла, вӗсемпе тӗлпулусем ирттермелле». 

Вӗрентӳпе наука министрӗ палăртнă тăрăх, Тутарстанра И.Я.Яковлевăн 175 çуллăхне халалланă мероприятисем уйрăмах апрель уйăхӗнче нумай иртмелле. Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинчи пӗтӗмӗшле  пӗлӳ паракан шкулта «Яковлевăн      еткерӗ – цивилизациллӗ тӗнчен тупри», Анат Камăри 34-мӗш гимназире «Яковлев вулавӗсем», Çӗпрел районӗнчи Упири П.В.Дементьев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта та «Яковлев вулавӗсем», Нурлат районӗнчи Чăваш Тӗкӗрмелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта «Яковлев – чăваш халăхӗн чӗринче», Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта шкул ачисен наукăпа практика конференцийӗсем тата Анат Камăра ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн форумӗ пулмалла.  

Министр сăмахӗпе, тăван чӗлхесене вӗрентессипе, упрассипе çыхăннă лару-тăру çӗршывра пӗр тӗрлӗ мар. 2017 çултан пуçласа  шкулсенче тăван чӗлхесене вӗрентессин сехечӗсем чакма тытăннă. «Вӗрентӳ çинчен» Федераллă законăн 11, 14-мӗш статйисемпе килӗшӳллӗн ашшӗ-амăшсене вӗрентӳ чӗлхине суйлама полномочисем ытлашшипех ирӗк пани наци чӗлхисене вӗрентессине ура хурать. 

«Район пуçлăхӗсем ТР Раисӗ умӗнче кашни эрнере пӗтӗмӗшле лару-тăрупа отчет тăваççӗ, çав шутра наци вӗрентӗвӗпе те, – сăмаха малалла тăсрӗ министр. – Наци шкулӗсенче тăван чӗлхене предмет пек кăна вӗренеççӗ е ачасен воспитанине тата  ытти предметсене те тăван чӗлхепех илсе пыраççӗ?  Çак ыйтусем питӗ пӗлтерӗшлӗ, çав шутра сирӗншӗн те пулӗ, – Чăваш Енри ӗçтешӗсем çине пăхса калаçрӗ министр. – Сирӗн регионта тăван чӗлхене предмет пек кăна вӗренеççӗ, воспитани ӗçӗ те пуçламăш классенче кăна чăвашла йӗркеленет. Сирӗн тӗслӗхпе нумай регион ӗçлет çапла. Начар-и ку, аван-и – ку урăх ыйту. Халӗ тата сирӗн çапла тенденци кайрӗ:  пуçламăш классенче те мӗнпур предмета, воспитани ӗçне вырăсла илсе пыратăр. Чăваш чӗлхи вара предмет шайӗнче çеç юлнă. Шел те, Вӗрентӳ министерстви вӗрентӳ процесне ытлашши пусăмпа витӗм кӳреймест, прокуратура та, Рособрнадзор та ку ыйтусене çирӗп контрольте тытса тăраççӗ. Ку ӗçсене пирӗн пӗрле туса пымалла. Ман пата чăваш шкулӗсен ертӳçисем час-час ыйтупа тухаççӗ. «Пирӗн чăваш шкулӗсенче чăваш чӗлхине вӗрентме кӗнекесем çук, вӗсене федераллă перечене кӗртмен», – теççӗ. Çавна пула нумай шкулта чăвашла вӗрентессинчен пăрăнаççӗ. Çавăнпа пире, хисеплӗ ӗçтешсем, Дмитрий Анатольевич, сирӗн пулăшу кирлӗ», – терӗ Ильсур Хадиуллин ЧР Вӗрентӳпе çамрăксен политикин министерствин сотрудникӗсене чăваш чӗлхи кӗнекисемпе методика пособийӗсене федераллă перечене кӗртме ыйтса. 

ЧР вӗрентӳпе çамрăксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров хăй калаçăвӗнче тутарпа чăваш халăхӗсен историлле туслă  хутшăнăвӗсене тӗпе хучӗ.  «Иван Яковлев хăй те Хусан кӗпӗрнинче çуралнă. Чăваш халăхне çутта кăларакан пек те вăл кунтах пиçӗхсе çитнӗ. Иван Яковлева Чăваш Енре хисеплеççӗ. Çакна урам ячӗсем, тӗрлӗ палăксем лартни кăна мар,  педагогика университетне те ун ячӗпе хисеплени çирӗплетет. Педагогпа вӗрентекен çулталăкӗ чăваш халăхӗн патриархӗн 175 çуллăхӗпе тан килни пӗлтерӗшлӗ. ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев Иван Яковлевăн 175 çуллăхне Хушу кăларсах палăртма йышăнчӗ. Йӗркелӳ комитетне РФ Патшалăх Думин Финанс рынокӗн комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков ертсе пырать. Вăл пуçарнипе апрелӗн 18–21-мӗшӗсенче Патшалăх Думинче анлă курав уçăлать», – терӗ Дмитрий Захаров хăйсен ӗçӗсемпе паллаштарса. 

Унсăр пуçне Патшалăх Думинче «Заветы великих просветителей России как ключ к объединению народов» темăпа çавра сӗтел иртет. Федераллă шайри тепӗр мероприяти – Ваганьково масарӗнче Иван Яковлевичăн вилтăприйӗ çине чечексем хурассипе çыхăннă. Тӗнче шайӗнчи мероприятисен шутӗнче – Шри-Ланкари университетра И.Я.Яковлев ячӗллӗ вырăс чӗлхин центрӗ уçăлни. Патриархăмăрăн 175 çуллăхне халалланă юбилейлă тимӗр укçа тухмаллине те асăнса хăвармалла.  Мероприятисене пурне те шутласа пӗтерме çук, вӗсем чăвашсем йышлă пурăнакан кашни регионтах иртмелле. Хут çине çырнă список 13 страницăран ытла. Юлашкинчен Дмитрий Захаров Тутарстанри ӗçтешӗсене Шупашкарта иртекен мероприятисене пырса курма чӗнчӗ. 

Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев Тутарстанра вӗрентӳ заведенийӗсемсӗр пуçне культура учрежденийӗсенче те – Культура çурчӗсенче, библиотекăсенче тӗрлӗ мероприяти иртессине пӗлтерчӗ. Хусанти Туслăх Çуртӗнче анлă конференци, концерт пулмалла. Унсăр пуçне Яковлевăн халалне тӗрлӗ чӗлхесене куçарма тӗллев лартнă. «Иван Яковлевăн пӗлтерӗшне тӗрӗссипе ăнланса та çитерейместпӗр пулӗ. Вăл вӗт чăваш шкулӗсене кăна мар, ытти халăхсем – мари, тутар, çармăс валли те шкулсем уçнă. Император çумӗнче Хусан кӗпӗрнин вӗрентӳ инспекторӗ пулса тăнă, пӗтӗм кӗпӗрне тăрăх çӳресе Атăлçи халăхӗ валли шкулсем уçнă», – çирӗплетрӗ Константин Яковлев. 

«Пирӗншӗн кашни халăх пӗлтерӗшлӗ. Чăваш-и, мари-и, вырăс-и, тутар-и – пурте хамăрăн. Тӗнче паян питӗ черчен. Тӗрлӗ провокацисем нумай. Çавăнпа чи кирли – хамăр çӗршывăн, республикăсен патриочӗсене ӳстересси. Вăл вара çирӗп пӗлӳ çинче никӗсленмелле, халăхсен хăйсен паллă çыннисене пӗлмелле», – тӗлпулăва пӗтӗмлетсе каларӗ ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин. 

Мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать-ха çак тӗлпулу хыççăн? Пӗрремӗшӗнчен, Тутарстанпа Чăваш Енӗн вӗрентӳ сферинчи ӗçлӗ хутшăнăвӗсен аталанăвӗ чăваш чӗлхине упраса хăварассишӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ. Иккӗмӗшӗнчен, наци республики ячӗшӗн кăна мар, чăннипех ытти регионра пурăнакан йăхташӗсем çинчен шутлани, вӗсен пурнăçӗпе интересленни патшалăх власть органӗсен умӗнче  халăхăмăрăн социаллă статусне тытса пыма, вырăна хума пулăшать. Виççӗмӗшӗнчен, хамăр халăхрах чăваш культурин пӗлтерӗшне ӳстерме, çамрăксен хушшинче сарма, патриотизмла туйăмсене вăйлатма май парать. Иван Яковлевич Яковлев ахальтен-им пире халал çырса хăварнă? Ăна пирӗн пурин те пăхмасăр пӗлмелле, вара чӗлхене, тăван культурăна  упраса хăварасси пирки ыйту çуралмӗччӗ те.    

Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование