Ильсур ХАДИУЛЛИН: «ЧĂВАШ-И, МАРИ-И, ВЫРĂС-И, ТУТАР-И – ПУРТЕ ХАМĂРĂН»
Тутарстан Республики чăвашсемшӗн тăван республика шутланать, мӗншӗн тесен халăхăмăрăн историйӗ Аслă Пăлхарпа тачă çыхăннă, çакăнта пирӗн йăхташсем çирӗп патшалăх йӗркелесе янă. Хусан тăрăхӗнче, ун таврашӗнчи районсенче шăкăрин чăваш ялӗсем пулнă. Республикăн топонимикинче паян кунччен упранаççӗ истори йӗрӗсем. Çавăнпа чăвашсен шучӗ, ытларах хут çинче паллах, чакса пыни çав тери хумхантарать. Пăшăрхантаракан статистика чăваш шкулӗсем çуллен тенӗ пек чакса пынинче те курăнать. Кун пирки ТР вӗрентӳпе наука министрӗ И.Г.Хадиуллин та Чăваш Ен делегацийӗпе тӗл пулнă чухне асăнса хăварчӗ. Шел те, Тутарстанра кӗске хушăрах 96 чăваш шкулӗнчен 87 кăна юлчӗ. Çав шутран 67-шӗ юридици сăпачӗллӗ организацисем, 20-шӗ филиал. Вӗсенче 3894 ача чăвашла вӗренет.