Чăваш поэзийӗн пӗрремӗш антологийӗ 115 çул каялла пичетленнӗ
Юмах-халап этем пурнăçӗнче пысăк вырăн йышăнать. Унта ăрусем пурăнса ирттернӗ историлле тапхăрсем, уйрăмах паллă вăхăтсем, чăн пулнă е пулма пултарнă аслă ӗçсемпе пысăк пулăмсем ӳкерӗнсе юлнă. Халапсем этем хăй пулни-курни çинчен каласа панисенчен йӗркеленсе кайнă. Пӗринчен илтсе тепри каласа кăтартнă чухне халап якалса, вак-тӗвекрен тасалса пынă. Кӗнеке палатин çӳпçинче упранакан революциччен тухнă кӗнекесен хушшинче чăваш поэзийӗн пӗрремӗш антологийӗ – «Сказки и предания чуваш = Чăваш халапӗсем» – тивӗçлӗ вырăн йышăнса тăрать. Вăл пичетленсе тухнăранпа кăçал 115 çул çитет.
Калăпăшӗпе пысăках мар кӗнеке Чӗмпӗр хулинче 1908 çулта «Типография А. и М. Дмитриевых» ятлă типографире пичетленнӗ. Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ И.Я.Яковлев тесе палăртнă. Кăна кӗнекен юлашки хуплашки çинче çырнипе çирӗплетме пултаратпăр: «С требованиями обращаться к инспектору Симбирской чувашской учительской школы Ивану Яковлевичу Яковлеву».
114 страницăллă кăларăма паллă чăваш çыравçисен 10 хайлавӗ кӗнӗ: «Икӗ хӗр», «Тимӗр тылă», «Тăлăх арăм», «Нарспи», «Ăслă суеçӗ», «Хитре чӗкеç», «Хунар çутти», «Янтрак Янтравӗ», «Вӗри çӗлен», «Арçури».
Кӗнекен малтанхи хуплашки çинче содержанинчи хайлавсен авторӗсене палăртас шутпа вырăсла çапла çырса хăварни пур: «1, 2, 3 и 8 записаны в Белебейском уезде и изложены К.Ивановым; 4, 5, 6, 7 и 9 записаны в Чебоксарском уезде и изложены Н.Васильевым и 10 легенда записана в Чебоксарском же уезде и изложена покойным М.Федоровым, учителем-инспектором Царевококшайского городского училища. При печатании последней легенды имелось два текста, несколько между собою различающиеся, приняты во внимание оба текста». Çапла вара, çакă сăвăсен, балладăн, сăвăлла юмахсен авторла харпăрлăхне уçăмлăн та уççăн кăтартса парать.
Альманах пӗлтерӗшӗ питӗ пысăк. Унта паллă чăваш çыравçисен М.Федоровăн, К.Ивановăн, Н.Шупуççыннин (Васильевăн) хайлавӗсем тăван халăх культурин пуянлăхне, хăйне евӗрлӗхне туйса илме пулăшаççӗ.
К.В.Ивановăн 1907 çулта çырнă «Икӗ хӗр» хайлавӗнче халăх сăмахлăхӗн пуянлăхӗ уççăн палăрса тăрать. Акă, хайлаври пӗр сыпăкри ашшӗпе хӗрӗн калаçăвнех илсе кăтартар: «…аслă хӗрӗ: «Пирӗн атте килӗнчи кăвак лаша пит мăнтăр», «Пирӗн атте килӗнче вӗллери пыл пит тутлă», «Пирӗн атте килӗнчи тӳшек-минтер пит çемçе», – тесе хуравлать. Ашшӗ аслă хӗрне: «Ăслă каларăн, хӗрӗм, хисеп турăн аçуна, ӗнтӗ сана çакăншăн çур мулăма паратăп», – тет. Ăслă та тӳрӗ кăмăллă кӗçӗн хӗрӗ ашшӗне хăйӗн шухăшне ним суймасăр калать: «Çут тӗнчере çӗр мăнтăр. Унтан мăнтăр нимӗн те çук», «Ыйхă тутлă, тӗнчере унтан тутли нимӗн те çук», «Алă çемçе, тӗнчере унтан çемçи нимӗн те çук». Ашшӗ, кӗçӗн хӗрӗн хуравӗсем килӗшменнипе, ăна килӗнчен хăваласа кăларса ярать. «Тӳррӗн калакан тăванне юрайман» е тата «Тӳрӗ калакан ашшӗ-амăшне юраймасть» текен ваттисен сăмахӗсем кунта тӗрӗс килсе тухаççӗ.
«Нарспи» поэма çак кӗнекере пӗрремӗш хут пичетленнӗ:
Килчӗ ырă çуркунне,
Килчӗ, ячӗ ăшăтса.
Хӗвел савать тӗнчене,
Хӗл ыйхинчен вăратса.
Тӗттӗм вăрман чӗрӗлет,
Ешӗл тумтир тăхăнать,
Çеçенхир те ешерет,
Илемӗпе мухтанать…
Вуланăçемӗн-вулас килет çак поэмăн йӗркисене…
«Тимӗр тылă» балладăра автор тарăн шухăша пытарса вулакана тӗп сăнар хыççăн илсе каять, мораль ыйтăвӗсене хускатать.
Çак халапсен пуххинчех тепӗр паллă произведени – Федор Павловăн «Арçури» баллади. Мӗн-ха вăл баллада? Истори темипе е юмах тăрăх çырнă сăвă. Ку ӗнтӗ çыравçăн чи паллă хайлавӗ, ăна вăл 1879 çулта çырнă:
Хӗвел ансан Хӗветӗр…
(Эсир ăна пӗлетӗр)
Хӗвне çăкăр чикрӗ те,
Лаша кӳлсе ларчӗ те
Тухса кайрӗ вăрмана
Хăрăк турат пуçтарма…
Ку йӗркесене пӗлмен чăваш çук та пулӗ çӗр çинче. Ф.П.Павлов çак поэмăра XIX ӗмӗр вӗçӗнчи чăваш хресченӗн пурнăçне, унăн хуйхи-суйхине, нуши-тертне ытарлă формăпа сăнарлă та витӗмлӗ ӳкерсе кăтартнă.
Чăваш наци библиотекинче апрелӗн 17-мӗшӗнче «Кӗнеке палатинче упранакан сайра йышши кăларăмсем» курав уçăлать. «Сказки и предания чуваш = Чăваш халапӗсем» кӗнекепе тата ытти нумай çул каялла кăларнă кӗнекесемпе çак куравра паллашма пулать. Иртнӗ ӗмӗрте пичетленнӗ плакатсемпе афишăсем, календарьсемпе открыткăсем курава илем кӳрӗç.
Чăваш наци библиотекин «Кӗнеке палати» уйрăмӗ.
Сăнӳкерчӗк Кӗнеке палатин архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев