Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Иван Иванович яла мӗнле аталантармаллине лайăх пӗлет

Паян, мартăн 25-мӗшӗнче, паллă коммунист, кăвар чӗреллӗ чăваш, Элкел районӗнчи Сиктӗрмере çуралса ӳснӗ, Марий Элти «Звениговский» халăх предприятийӗсен пӗрлешӗвне йӗркелесе нумай çул хушши ертсе пыракан мухтавлă ентешӗмӗр Иван Иванович Казанков хăйӗн çуралнă кунне паллă тăвать. Пӗлтӗр вăл тăрăшнипе унăн тăван ялӗнче республикăри чăваш культурин «Уяв» праçникӗ тӗлӗнмелле чаплă иртрӗ. Кăçал та сиктӗрмесем Уява тăрăшсах хатӗрленеççӗ. Туризм комплексӗнче истори атмосферине тăвассипе ӗç чарăнмасть.

Çакăнта чунри этеплӗх законӗсем çине таянни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Эпӗ чăваш. Пирӗн наци танлă пулни никама та кӳрентерменнине шанатăп, çирӗп ӗненетӗп. Пӗлтӗр иртнӗ Уяв пачах урăххине кăтартса пачӗ: пирӗн ӗçсене ытти халăхсем ырласа йышăнаççӗ. Тутарстан, Чăваш республикисен пуçлăхӗсен, Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн, КПРФ  ертӳçин Г.А.Зюгановăн салам сăмахӗсенче палăрчӗ ку. Кӳршӗллӗ пурăнакан урăх наци çыннинче чăваш ырă енсене пысăка хурса хаклать: ыркăмăллăх, ăс, чыс, хăйне виçеллӗ тытни, аслисене хисеплени, хăйӗн ӗçне хаклама пӗлни.

Эпӗ калакан сăмахсен пӗлтерӗшӗ пысăк, унпа хуть мӗнле наци çынни те килӗшӗ тесе шутлатăп. Мӗншӗн тесен ман сăмахсем нацисен тăванлăхӗ, пӗрлехи шăпи çинчен. Хусанкай çапла каланă: 

«Çав кӳршӗллӗ ялсем – чăваш, 

Тутар е вырăс ялӗсем

Иптеш, товарищ та юлташ

Теетчӗç пӗр-пӗрне вӗсем…»

Ăс-хакăл енчен те, чунӗпе те, пурнăçӗпе те пӗр тӗвӗре пулнине кăтартать ку. И.И.Казанков инвесторпа район ертӳçисем çӗкленӗ туслăх йăлисене шырасси, пӗрле килӗштерсе ӗçлесси Уяв йӗркелесе ирттернӗ чух тӗп шухăш пулса тăнă. Паян та ăс-хакăл пуянлăхне аталантарассипе пысăк ӗçсем тăваççӗ. Хальхи вăхăтпа иртнине, историе кӗрсе юлнине пуçтарса пӗр тӗвве çыхни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Çапла тусан çеç Сиктӗрме çӗрӗ тулăх курăнӗ. 

Культурăн çынсене  кантарса йăпатассипе кăна çырлахмалла мар, иртнипе хальхине килӗшӳллӗн пӗрлештерсе çынсенче пултарулăх хавхаланăвӗ çутмалла. Сиктӗрмере шăпах этика, эстетика ыйтăвӗсене, истори чăнлăхне уçассипе ӗçлеççӗ, халăха вӗсем чăннипех хумхантараççӗ-çке. «Çӗнӗ Сувар» архитектурăпа этнографи комплексӗнче Петӗр Хусанкай сăввинчи йӗркесем пуçра çаврăнчӗç:

«И глядишь, мое село

Станет город Сиктерме». 

Çак йӗркесем пурнăçа кӗме паян чăннипех шанчăк пур.  Тӗрӗссипе XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринчех ялта земски больница, шкул тата агрономи участокӗ ӗçлеме пуçланă. Сиктӗрмере Ленин ашшӗ Илья Николаевич Ульянов та, чăвашсене çутта кăлараканӗ Иван Яковлевич Яковлев та, тутар халăхӗн мăнаçлăхӗ Муса Джалиль те пулса курнă. Кунта Хусанкай çуралнă. Тутарстанăн пӗрремӗш Президенчӗ М.Ш.Шаймиев  сиктӗрмесен ӗçне пысăка хурса хакланă. 

Пысăк экспозицие чăн-чăн профессионалсем юратса пуçтарни куçкӗрет. Хамăр ăçтан тухнине шырамаллах, тупмалла, пӗлмелле. Çӗнӗ йăласене хывмаллах. Апла пирӗн тăрăхра мӗн ырри пулнă, пур, йăлт кăтартмалла. Комплексăн сотрудникӗсем Э.К.Бахмисов, И.И.Лисина, В.Н.Алмантай чун-чӗрепе хăйсен ӗçне илсе пыраççӗ.  Вӗсем историре ăрусене çыхăнтаракан вăя кураççӗ. Чăваш халăхне пирӗн истори, кăмăл-сипет урлă ăнланасшăн, хăйсем ăнланнине ыттисем патне çитересшӗн, чăваш культуринче тӗнче культурин пайне курма пулăшасшăн. Çапла майпа чăвашсене нацин историри, обществăри вырăнне ăнланса илтересшӗн. Халăхри вăй хăйех чăвашлăха упраса хăварма пулăшать. Анчах пур-и паян халăхра çак вăй? Çак ыйту маншăн уçă. 

Авалтан чăвашсем сăмаха шухăшласа калаçнă. Сăмах, сăмахри кашни сасă асамлă пулнине ӗненнӗ вӗсем. Чăваш çуралсанах, ватăлса çӗре кӗриччен пурнăçăн кашни тапхăрне йăласемпе çыхăнтарнă, юрăсем юрланă. Çын туйăмне, унăн шухăш-кăмăлне юрă пек пысăк витӗм кӳрекенни çук та пулӗ. Çавăнпа Уяв чи малтанах юрă праçникӗ пулса тăрать. 

Час-часах эпӗ хамран хам ыйтатăп: мӗншӗн Иван Иванович Казанков, Раççей Федерацийӗнчи пысăк ял хуçалăх ертӳçисенчен пӗри, гуманитари ыйтăвӗсемпе ӗçлет, аваллăха тӗпчет? Тăван ялӗнче хитре чиркӳ туса лартрӗ, Уяв ирттерме нумай укçа хыврӗ, «Çӗнӗ Сувар» туристсен архитектурăпа этнографи комплексне тунă çӗре тата? Хуравӗ çиелтех выртать. Çӗр çинче лайăх хуçа ял-йыша хисеплет, ун сăмахне тимлет пулсан, ун пек яла çамрăксем юлаççӗ, тӳр кăмăлпа ӗçлеççӗ, малашлăха шанчăклăн пăхаççӗ. Иван Иванович питӗ аван пӗлет: ял хуçалăхӗнчи экономикăна вăйлатассипе темӗнле вăйлă программăсем йышăнсан та хресчен чунне сыватмасăр çитӗнӳ тăвасси пулмасть. Çуралнă çӗршыва юратма, сума сума вӗрентсен, çӗре, çутçанталăка истори палăкӗсене упрама хăнăхтарсан çеç çакна тума пулать. 

Хаклă ентешӗмӗрӗн нумай-нумай çул хальхи пек хастаррăн пурăнмалла, пысăк çитӗнӳсем тумалла пултăр. Хăйне те, çывăх çыннисене те сывлăх, телей, тăнăçлăх сунатăп. 

Олег МУРЗИН,

ТР тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ, Император православи Палестина обществин чăн пайташӗ.

И.Трифоновăпа И.Лисина сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: алькеевский район