Волостновсем: савнă çынпа юнашар ӳплере те çăтмахри пекех
1974 çулхине салтакран Виктор таврăнать. Ăмсанмалли качча тӳрех клуб заведующине лартаççӗ.
– Надюша Çӗнӗ çул чăрăшне капăрлататчӗ. Эпӗ пытăм та: «Качча каймарăн-и-ха?» – тесе ыйтрăм. Вăл вара тенкел çинчен сиксе анчӗ те: «Çук, сана кӗтрӗм», – терӗ ахăлтатса. Пӗр класра вӗреннӗ хӗре нумай каччă кăмăллатчӗ, çавăнпа вăл çапла хуравласса пӗрре те кӗтменччӗ, – кăмăла уçать Виктор Пантелеевич. – Авалхи йăлапа, Çӗнӗ çул праçникӗсем иртнӗ хыççăнах хамăн Надюшана вăрласа каяс терӗм. Енчен те хӗр каччă килӗнче юлма хирӗç пулсан, ашшӗ-амăшӗ патне тӳрех таврăнма пултарать, енчен те каччи килӗшет-тӗк, тепӗр кунах хӗр килне хăтана яраççӗ. Савнийӗм манпах юлчӗ. Çав тери савăннипе пӗтӗм тӗнчене парнелес килчӗ, анчах ун чухлӗ пуянлăхăм çукчӗ.