Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Историе кӗрсе юлнă командир

Çӗньял – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă хăйӗн мӗнпур салтакне шыраса тупнă пӗртен-пӗр ял Теччӗ районӗнче. Хыпарсăр çухалнă ял-йыш хушшинче Александр Никитич Соколов паллă вырăн йышăнать.

Çӗньял хăçан-тăр пысăк ялах шутланнă-ха, çӗр кил те пулнă унта. Анчах паян хăвăрт пушанса пырать. Хупăннă çурт-йӗрсен картишӗсемпе пахчисене курăк, вăрман пуснине сăнама çав тери йывăр. Малашнехи шăпи савăнăçлах марри сисӗнет, çӗршыври çӗршер ял пекех пӗтес хăрушлăхра вăл. 

Яла кӗнӗ çӗртех Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен таврăннисемпе вăрçă хирӗнчех юлнисен ячӗсене çырнă мемориал хăми пур. Шел, унта çак çынсем хăçан çуралнипе вилнин (е пуç хунин) кунӗпе çулӗсене çырман. Вăл вăхăтра тăванӗсем ку ыйтăва питех тимлӗх уйăрманнипе те çапла пулса тухнă-тăр-ха. Çӗньялтан фронта кайнă 62 çынран 36-шӗ хыпарсăр çухалнă. Районти çар комиссариачӗн хушăвӗпе 1946 çулта ревизи туса кун пек салтаксен списокне хатӗрличчен те нимӗнле хыпар та пулман вӗсем çинчен. Ял çыннисен хушшинче ытларах Самаркин, Молодцов, Хохлов, Манюгин, Козлов, Соколов, Лазарев, Князькин хушаматлисем тӗл пулаççӗ. 

Асăну хăми çинчи 62 салтак пирки абстрактлă шутлани пӗр япала-ха, тепӗр енчен, хăçан-тăр пурăннă çынсен шăпи. Тăван яла килсен хупăннă çуртсен чӳречисем çинчи тунсăх тăван кӗтесӗн, вăл мӗнле пулсан та, историне тӗпчеме хистет. Вăрçăра хыпарсăр çухалнă салтаксене шырама пире Константин Рокоссовскин «Вилнисене асра тытма пӗлмесен сыввисене юратма çук» текен сăмахӗсем хавхалантарчӗç. Салтак вӗт чăнах та икӗ хут вилет, малтан çапăçу хирӗнче, кайран несӗлӗсем мансан. Иккӗмӗш вилӗмӗ пулмалла мар ун, ку пирӗн тата пулас ăрусен тивӗçӗ. 

Вăрçăра хыпарсăр çухалнă çӗньялсенчен Ульяна Михайловнăпа Никита Прокопьевич Соколовсен çемйинче 1916 çулхи ноябрӗн 13-мӗшӗнче çуралнă Александр Никитич паллă вырăн йышăнать. Аслă Ăнă ялӗнче 7 класс пӗтернӗ хыççăн 1934 - 1935 çулсенче Чăваш АССРӗнчи Çӗрпӳри ял хуçалăх техникумӗнче хир агрономне вӗренсе тухнă вăл. Çамрăк специалист тăван ялӗнчи «Прожектор» колхозра ӗçлеме тытăннă. Вăл ертсе пынипе кунта 8 гектар ытла лаптăка колхоз сачӗ лартнă. Паян та кăшт упранать-ха вăл. Кунсăр пуçне Александр Теччӗ районӗнчи ял халăхне хутла вӗрентекенсен йышӗнче те тăнă.

1930 çулхи августăн 13-мӗшӗнче тухнă «Обязательнăй çар служби çинчен» законпа килӗшӳллӗн, Александр Соколова 1937 çулта Хӗрлӗ Çар ретне илнӗ. Тутар АССР ЦИК ячӗллӗ 86-мӗш стрелоксен Хусан дивизийӗн 169-мӗш полкӗнче службăра тăнă Теччӗ район каччи. Вăл вăхăтра дивизи Хусан хулинчи Арск хирӗнчи Октябрь казармисенче вырнаçнă пулнă. Командирӗ – Михаил Арсентьевич Зашибалов майор. 

Техникум пӗтернӗ Александра кӗçӗн командирсене хатӗрлекен ушкăна кӗртнӗ. Вӗренсе пӗтерсен  «отделенный командир» çар званине парса стрелоксен уйрăмӗн командирне лартнă. 

Çав вăхăтра икӗ çул службăра тăнă салтака демобилизацилемелле пулнă. Анчах 1939 çулхи ноябрӗн 30-мӗшӗнче финн вăрçи пуçланнипе Александра киле яман, тутарстансенчен йӗркеленӗ мотострелоксен 86-мӗш дивизин çарне çирӗплетнӗ.

1940 çулхи январӗн 10-мӗшӗнче 86-мӗш дивизие ирпе ирех тревогăпа тăратса Ленинград облаçӗнчи Карели мăйлăхне илсе кайнă. Январӗн 15-мӗшӗнче Ленинград çар округне çитсен вӗсене Кингисепп хулине вырнаçтарнă. Дивизие васкаса Çурçӗр Хӗвеланăç фрончӗн 7-мӗш çарӗн 28-мӗш стрелоксен корпусӗн шутне кӗртнӗ. Пӗрремӗш çапăçăва вӗсем февраль уйăхӗн вӗçӗнче, финсен оборона линине («Линия Маннергейма») татсан, кӗнӗ. Малалла та ӗç-пуç хăвăрт аталаннă кунта. Финляндин политика, экономикăпа çар центрӗ шутланнă Выборга илмешкӗн çар командованийӗ противникăн позицийӗсене Финн заливӗн пăрӗ тăрăх çаврăнса иртме йышăннă. Çак плана шăпах Александр тăракан стрелоксен 28-мӗш корпусӗн пурнăçламалла пулнă. 

Корпусăн наступленийӗ мартăн 4-мӗшӗнче ирхине пуçланнă. 70-мӗш дивизипе пӗрле пирӗн салтаксем Выборг заливӗ тăрăх каçса мартăн 6-мӗшӗ тӗлне Выборг – Хельсинки çула пӳлнӗ. Ун хыççăн темиçе кун тăшманăн атакисене сирсе оборонăра тăнă. Мартăн 11-мӗшӗнче каллех наступление кайнă, хальхинче тӗллев – Вила-йоки ялӗ. Тӗрлӗ источникран паллă пулнă тăрăх, чи йывăр çапăçусем пулнă вӗсем. Ялăн кашни çуртне штурмпа илме тивнӗ. Çапăçусенче 86-мӗш дивизин 1276 салтакӗ вилнӗ, 3337-шӗ аманнă, 616-шӗ хыпарсăр çухалнă. Çав çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн нумай салтака патшалăх наградипе, çав шутра «Совет Союзӗн Геройӗ» ятпа та, чысланă. Александр Соколов та «Çапăçури хастарлăхшăн» медале тивӗçнӗ. 

Хӗрлӗ Çар Генеральнăй штабӗн директивипе 1940 çулхи апрель уйăхӗнче 86-мӗш дивизи хăйӗн яланхи вырăнне Хусана таврăннă. (Анчах нумая мар. Çав çулах июль уйăхӗнче ăна Украина СССРӗнчи Каменец-Подольск облаçӗнчи Проскуров (халӗ Хмельницкий) хулине куçарнă. Дивизие Кăнтăр фронт йышне, ахăртнех Румынипе çапăçма, кӗртнӗ. СССР Хӗç-пăшаллă Çарӗсен стратегилле планӗпе августăн 3-мӗшӗнче дивизие тата хӗвеланăçнерех, Белосток (Цехановец) хули патнелле, куçарнă. Августăн 4-мӗшӗнчех Хӗвеланăç çар округӗн (командующийӗ Константин Дмитриевич Голубев) 10-мӗш армин 5-мӗш стрелоксен корпусне кӗртнӗ. 86-мӗш дивизи 1941 çулхи июнь уйăхӗн вӗçӗнче Белоруссири çапăçусенче пуç хунă, унран мӗн юлнине сентябрӗн 19-мӗшӗнче ытти дивизисене салатнă). 

1940 çулта çуркунне тинех Александр Соколова та демобилизациленӗ. Çартан килсен вăл тăван ялта агрономрах ӗçлеме тытăннă. Ял хӗрӗпе Мария Матвеевна Манюгинăпа (1919– 1979) туй туса пӗрлешнӗ. Шел, çемье пурнăçӗпе нумай пурăнма пӳрмен ăна – вăрçă пуçланнă...

Александр Соколова 1941 çулхи июлӗн 27-мӗшӗнче фронта мобилизациленӗ. Пӗлӗвӗ тата çар опычӗ пуртан ăна Саратов облаçӗнчи Вольск хулине эвакуациленӗ Могилев (Генштаб директивипе «Могилевское» ятне сыхласа хăварнă) пехота училищине вӗренме янă. 

Кӗçӗн командирсен курсӗнче командирсене хăвăртлатнă программăпа хатӗрленӗ ун чух. Октябрӗн 13-мӗшӗнче А.Н.Соколов сержанта Атăлçи çар округӗн приказӗпе кӗçӗн лейтенант звани панă. Асăннă курсран вӗренсе тухнисенчен чылайăшне, çав шутра Александр Соколова та, Оренбург облаçӗнчи Нижняя Павловка поселокне янă. 

Унта вăл вăхăтра Куйбышев, Саратов, Пенза тата Тутарстан тăрăхӗсенчен мобилизациленнисенчен 56-мӗш стрелоксен уйрăм бригадине (командирӗ Иван Леонтьевич Рагуля полковник) йӗркеленӗ. Соколова кунта званине ӳстерсе 1-мӗш батальонăн стрелоксен взвочӗн командирне лартнă. 

Ноябрӗн 22-мӗшӗнче бригадăна поездпа фронта ăсатнă. Тепӗр темиçе кунран Загорск хулин ( халӗ Мускав облаçӗнчи Сергиев Посад) станцийӗнче анса резерври 1-мӗш Ударлă армин йышне кӗнӗ. Ку процесс ноябрӗн 27-мӗшӗнче вӗçленнӗ.

Мускав патӗнче вăл вăхăтра хăрушă çапăçусем пынă. 1941 çулхи ноябрӗн 29-мӗшӗнчи Ставка директиви тăрăх, Александр Соколовăн çарӗ (Мускав облаçӗнче вырнаçнă Хӗвеланăç фрончӗн Çар канашне пăхăннă) командовани приказӗпе декабрӗн 2-мӗшӗнчен 1-мӗш Ударлă арми Деденево, Федоровка тата Клин хулин кăнтăр енче наступление кайнă. Çав кунах (2.12.1941 çул) стрелоксен 56-мӗш уйрăм бригади Ассауров ялӗ патне çитнӗ, 44-мӗш тата 47-мӗш стрелоксен бригадипе пӗрле Ольгово ялне ирӗке кăларас шутпа декабрӗн 3-мӗшӗнче кăнтăрла хыççăн «Москва-Волга» канал урлă каçса Деденево-Парамоново-Ольгово çулӗпе пынă. 56-мӗш бригадăн командирӗсемпе салтакӗсем çав тери япăх çанталăк условийӗсене пăхмасăр вăйлă çапăçăва кӗнӗ. Декабрӗн 4-мӗшӗнче каç енне Степаново ялӗнчен кăнтăрарах 226,4 –мӗш сăрта илнӗ. Анчах та кунпа кăна вӗçленмен-ха вӗсен задачи. Декабрӗн 17-мӗшӗнче тухнă 26 номерлӗ приказпа, кун каçа Лама юханшывӗн чиккинетухмалла пулнă. Калама çук йывăр пулсан та вӗсем тепӗр кун урлă ку тӗллеве пурнăçланах. Çак çапăçусем пынă вăхăтра Любятино (Волоколамск районӗ) ялӗ патӗнче Александр Соколов йывăр аманать. Ăна Мускав облаçӗнчи Димитров районӗнчи Дубровки ялӗнчи куçса çӳрекен 769-мӗш номерлӗ хир госпитальне эвакуациленӗ. Кун çинчен медицинăпа санитари карточки çинче çырни пур.

Шел те, источниксем сахаллипе Соколов лейтенантăн малаллахи шăпине палăртма çук. Анчах та йывăр аманнăскер çул çинчех вилме, ăна Дубровки ялӗн масарӗнче пытарма та пултарнă. Чăн та, çемйине санитари учрежденийӗ нимӗнле хыпар та яман. Ахăртнех вăл кунсенче хут ӗçӗсене илсе пыма майӗсем пулман вӗсен. Кун пекки тăтăшах пулкаланă фронтра. 

Çавăнпа Соколовăн докуменчӗсенче кун çинчен çырни çук. Теччӗри çар комиссариачӗ ăна 1946 çулта хыпарсăр çухалнисен списокне кӗртнӗ. 

Дубровки ялӗн масарӗнче 1-мӗш Ударный армин 769-мӗш номерлӗ куçса çӳрекен хир госпиталӗн аманнисене пытарнă вилтăпри çинче çар мемориалӗ пур. Кам пӗлет, тен, пирӗн Александр Соколов та унтах ӗмӗрхи канлӗхе тупнă?

Теччӗ районӗнчи Çӗньял чăвашӗ Александр Никтич Соколов историе çӗршывшăн чи хăрушă кунсенче Мускава паттăррăн хӳтӗленӗ Хӗрлӗ Çар командирӗ пек кӗрсе юлнă. Шел, Александр пирӗн валли дневник çырса хăварман. Ун çинчен информацие эпир сайра упранакан официаллă документсенчи типӗ йӗркесенче кăна вуласа пӗлетпӗр. Апла пулин те паттăрлăхне йӳнетмест ку, нумай вăхăт иртнӗ хыççăн та сăнарӗ куç умне тухать, çавăнпа тăван ялӗ ăна, кашни салтакне, асра тытмаллах. 

Унта вăл вăхăтра Куйбышев, Саратов, Пенза тата Тутарстан тăрăхӗсенчен мобилизациленнисенчен 56-мӗш стрелоксен уйрăм бригадине (командирӗ Иван Леонтьевич Рагуля полковник) йӗркеленӗ. Соколова кунта званине ӳстерсе 1-мӗш батальонăн стрелоксен взвочӗн командирне лартнă. 

Ноябрӗн 22-мӗшӗнче бригадăна поездпа фронта ăсатнă. Тепӗр темиçе кунран Загорск хулин (халӗ Мускав облаçӗнчи Сергиев Посад) станцийӗнче анса резерври 1-мӗш Ударлă армин йышне кӗнӗ. Ку процесс ноябрӗн 27-мӗшӗнче вӗçленнӗ.

Мускав патӗнче вăл вăхăтра хăрушă çапăçусем пынă. 1941 çулхи ноябрӗн 29-мӗшӗнчи Ставка директиви тăрăх, Александр Соколовăн çарӗ (Мускав облаçӗнче вырнаçнă Хӗвеланăç фрончӗн Çар канашне пăхăннă) командовани приказӗпе декабрӗн 2-мӗшӗнчен 1-мӗш Ударлă арми Деденево, Федоровка тата Клин хулин кăнтăр енче наступление кайнă. Çав кунах (02.12.1941 çул) стрелоксен 56-мӗш уйрăм бригади Ассауров ялӗ патне çитнӗ, 44-мӗш тата 47-мӗш стрелоксен бригадипе пӗрле Ольгово ялне ирӗке кăларас шутпа декабрӗн 3-мӗшӗнче кăнтăрла хыççăн «Москва-Волга» канал урлă каçса Деденево-Парамоново-Ольгово çулӗпе пынă. 56-мӗш бригадăн командирӗсемпе салтакӗсем çав тери япăх çанталăк условийӗсене пăхмасăр вăйлă çапăçăва кӗнӗ. Декабрӗн 4-мӗшӗнче каç енне Степаново ялӗнчен кăнтăрарах 226,4-мӗш сăрта илнӗ. Анчах та кунпа кăна вӗçленмен-ха вӗсен задачи. Декабрӗн 17-мӗшӗнче тухнă 26 номерлӗ приказпа, кун каçа Лама юханшывӗн чиккине тухмалла пулнă. Калама çук йывăр пулсан та вӗсем тепӗр кун урлă ку тӗллеве пурнăçланах. Çак çапăçусем пынă вăхăтра Любятино (Волоколамск районӗ) ялӗ патӗнче Александр Соколов йывăр аманать. Ăна Мускав облаçӗнчи Димитров районӗнчи Дубровки ялӗнчи куçса çӳрекен 769-мӗш номерлӗ хир госпитальне эвакуациленӗ. Кун çинчен медицинăпа санитари карточки çинче çырни пур.

Шел те, источниксем сахаллипе Соколов лейтенантăн малаллахи шăпине палăртма çук. Анчах та йывăр аманнăскер çул çинчех вилме, ăна Дубровки ялӗн масарӗнче пытарма та пултарнă. Чăн та, çемйине санитари учрежденийӗ нимӗнле хыпар та яман. Ахăртнех вăл кунсенче хут ӗçӗсене илсе пыма майӗсем пулман вӗсен. Кун пекки тăтăшах пулкаланă фронтра. Тен, çавăнпа Соколовăн докуменчӗсенче кун çинчен çырни çук. Теччӗри çар комиссариачӗ ăна 1946 çулта хыпарсăр çухалнисен списокне кӗртнӗ. 

Дубровки ялӗн масарӗнче 1-мӗш Ударный армин 769-мӗш номерлӗ куçса çӳрекен хир госпиталӗн аманнисене пытарнă вилтăпри çинче çар мемориалӗ пур. Кам пӗлет, тен, пирӗн Александр Соколов та унтах ӗмӗрхи канлӗхе тупнă?

Теччӗ районӗнчи Çӗньял чăвашӗ Александр Никтич Соколов историе çӗршывшăн чи хăрушă кунсенче Мускава паттăррăн хӳтӗленӗ Хӗрлӗ Çар командирӗ пек кӗрсе юлнă. Шел, Александр пирӗн валли дневник çырса хăварман. Ун çинчен информацие эпир сайра упранакан официаллă документсенчи типӗ йӗркесенче кăна вуласа пӗлетпӗр. Апла пулин те паттăрлăхне йӳнетмест ку, нумай вăхăт иртнӗ хыççăн та сăнарӗ куç умне тухать, çавăнпа тăван ялӗ ăна, кашни салтакне, асра тытмаллах. 

Анатолий ХОХЛОВ, таврапӗлӳçӗ.

Теччӗ хули.

Сăнӳкерчӗксем тата  Соколовсен çемье архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ВОВ 80-летие Великой Победы