News by date 18 July 2025
-
Асăрханулăх кирлех
Райцентрта е хулара нумай хутлă çуртсенче пурăнакансем хушшинче те çурт çумӗнчи участока тирпейлес, илемлетес, чечек тавраш лартас текенсем нумайăн. Анчах та кил-çурт территорине хăтлăх кӗртнӗ чух ют çынсен пурлăхне сиен кӳресси те пулма пултарни пирки пурте шутламаççӗ ахăр.
-
Федор Конюховӑн ҫулçӳрев штабӗ Хусанта пулӗ
Паян «Татар-информ» информаци агентствинче тӗнчипе паллă çулçӳревçӗ Фёдор Конюхов пулчӗ
-
Ют çӗршыв çыннине ырă тăвас тенӗ те...
Я. гражданка тахçанах тивӗçлӗ канура пулнă ӗнтӗ. Анчах та пенси укçи çитсе пыманнипе дворник пулса ӗçленӗ вăл. Пӗрре çапла хӗрарăм ӗçӗнче Узбекистанран килнӗ Ш.-па паллашнă. Арçын Раççей гражданинӗ пулман. Пирӗн çӗршывра лăпкăн ӗçлесе пурăнма арçынна, паллах, кунти прописка кирлӗ пулнă ӗнтӗ.
-
Историе кӗрсе юлнă командир
Çӗньял – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă хăйӗн мӗнпур салтакне шыраса тупнă пӗртен-пӗр ял Теччӗ районӗнче. Хыпарсăр çухалнă ял-йыш хушшинче Александр Никитич Соколов паллă вырăн йышăнать.
-
Июлӗн 21-мӗшӗнче Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунне паллă тăватпăр
Кашни çулах çак уява чыслăн ирттеретпӗр. Кăçал ăна йӗркелӳçӗсем тата анлăрах тума хатӗрленеççӗ. Паллă кун умӗн самай маларах уяв мероприятийӗсем пуçланчӗç Тутарстанăн шӗкӗр хулинче.