Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Асăрханулăх кирлех

Райцентрта е хулара нумай хутлă çуртсенче пурăнакансем хушшинче те çурт çумӗнчи участока тирпейлес, илемлетес, чечек тавраш лартас текенсем нумайăн. Анчах та кил-çурт территорине хăтлăх кӗртнӗ чух ют çынсен пурлăхне сиен кӳресси те пулма пултарни пирки пурте шутламаççӗ ахăр.

Д.-па та çапла пулса тухнă. Çамрăк çын хăйӗн подъезчӗ çумӗнчи палисадникри курăка триммерпа çулма шутланă. Çулнă хушăра курăк айӗнчен пӗчӗк чул катăкӗ сирпӗнсе тухнă та кӳршӗн автомобилӗн чӳречине çӗмӗрнӗ. Юри туман ӗнтӗ çакна Д., çапах та кăштах асăрхануллăрах пулмалла пулнă ахăр. 

Çак ӗç кӳршӗсене судах илсе çитернӗ. Суд ӗçе пăхса тухнă вăхăтра кӳршӗсем ыйтăва мирлӗ майпах татса панă. Д. кӳршин автомобильне сиен кӳнин тăкакне тӳлесе татнă. 

Çакнашкал лару-тăрăва хуть кам та лекме пултарать. Çавăнпа та хуть мӗнле ӗç тунă чух та тимлӗрех пулмалла.

 

Альбина САМИГУЛОВА,

Нурлат район сучӗн 

судья пулăшуçи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество В зале суда