Федор Конюховӑн ҫулçӳрев штабӗ Хусанта пулӗ
Паян «Татар-информ» информаци агентствинче тӗнчипе паллă çулçӳревçӗ Фёдор Конюхов пулчӗ
Пресс-конференцие ТР Наукăсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов тата «Миррико» Компанисен ушкăнӗн генеральнăй директорӗ Игорь Малыхин тата РНА П.П.Ширшов ячӗллӗ Океанологи институчӗн (Мускав) шыв айӗнчи тӗпчевсемпе тӗрӗслев техникин лаборатори заведующийӗ Константин Рогинскийпе (видеоçыхăну) хутшăнчӗç.
Сăмах 2026 çулхи декабрь уйăхӗнче Фёдор Конюхов тӗнче тавра ишеве тухасси пирки пычӗ. Фёдор Филиппович халиччен нумай хутчен тӗнче тавра кимӗпе те ишнӗ, сулăсемпе тинӗс урлă каçнисем те пулнӗ, Çурçӗр, Кăнтăр полюсӗсене çитнӗ. Хальхи çулçӳреве экологи миссийӗ тесе ăнлантарма пулать. Ф.Конюхов çулӗ Лăпкă, Инди, Атлантика оканӗсем урлă выртӗ. Чилири Вальпарисо портӗнчен тухса 160 кунра Австралири Брисбен портне 160 талăкра çитме тӗллев лартнă вăл. Ку çулçӳревӗн тӗп тӗллевӗ Лăпкă океанăн çурçӗр пайӗнче çулсерен пысăкланса пыракан пастикран тăракан çӳп-çап утравне тӗпчесси пулса тăрать. Фёдор Конюхова шыва пластикрн тунă савăт-сапа, хутаçсем тата ытти усă курнă япаласем пăрахни хумхантарать. Пластик микрогранулăсем çине пайласа пулăсен апачӗ пулса тăрать. Çавăн пек пулăсене çини этем сывлăхне сиен кӳрет. Çулçӳревçӗ ку ыйтупа 1993 çултанпах ӗçлет. Хальхинче вăл утрава периметрӗпе ишсе çаврăнса лабораторире тӗпчеме тӗрлӗ тӗлтен шыв илӗ.
Фёдор Филиппович пластик проблеми çинчен хăйӗн пӗлӗшне Игорь Малыхина каласа панă. «Миррико» çулçӳревçӗ валли пластик пăрăхсенчен сулă тума тытăннă. Тутарстанра пӗрре усă курнă пластика сиенсӗрлетессипе, шывсене тасатассипе тӗпчевсем пыраççӗ, çавăнпа ТР НА ку идеяпа интересленсе экспедицие йӗркелеме йышăннă.
Тӗплӗнрех «Суварăн» çитес номерӗнче каласа парăпăр.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев