Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ют çӗршыв çыннине ырă тăвас тенӗ те...

Я. гражданка тахçанах тивӗçлӗ канура пулнă ӗнтӗ. Анчах та пенси укçи çитсе пыманнипе дворник пулса ӗçленӗ вăл. Пӗрре çапла хӗрарăм ӗçӗнче Узбекистанран килнӗ Ш.-па паллашнă. Арçын Раççей гражданинӗ пулман. Пирӗн çӗршывра лăпкăн ӗçлесе пурăнма арçынна, паллах, кунти прописка кирлӗ пулнă ӗнтӗ.

Я. гражданка ӗçтешне шелленипе хăйӗн хваттерӗнче пропискăна тăратма килӗшнӗ. Анчах тӳрех каласа хунă: ăна хăйӗн хваттерӗнче пурăнма ирӗк памасть. Ш. гражданин килӗшнӗ, хăйне ырă тăвакана укçа парса тав тунă. 

Узбекистан çыннин лăпкă пурнăçӗ вăраха тăсăлман – йӗрке хуралçисем вăл Я. гражданка хваттерӗнче пропискăра тăнине, анчах унта пурăнманнине пӗлнӗ. Эппин Ш. закона пăсать. Фиктивлă регистраци пирки пӗлнӗ йӗрке хуралçисем Я. гражданка тӗлӗшпе уголовнăй ӗç пуçарнă. 

Нурлат район сучӗн приговорӗпе Я. гражданкăна РФ Уголовнăй кодексӗн 322.2–мӗш статйинче пăхса тухнă преступление (ют çӗршыв çыннине хăйӗн хваттерӗнче фиктивлă майпа регистрацилени) тунă тесе айăпланă. Хӗрарăм хăйӗн айăпне йышăннă. 

Суд пӗтӗм лару-тăрăва шута илсе пенсионеркăна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунă, тăватă уйăха пайласа тӳлесе татма ирӗк панă. 

Альбина САМИГУЛОВА,

Нурлат район сучӗн судья пулăшуçи.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: мошенники мигранты