Июлӗн 21-мӗшӗнче Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунне паллă тăватпăр
Кашни çулах çак уява чыслăн ирттеретпӗр. Кăçал ăна йӗркелӳçӗсем тата анлăрах тума хатӗрленеççӗ. Паллă кун умӗн самай маларах уяв мероприятийӗсем пуçланчӗç Тутарстанăн шӗкӗр хулинче.
Çакăн пирки тунтикун «Татар-информ» информаци агентствинче пресс-конференци иртрӗ. Уяв мероприятийӗсене йӗркелеме хутшăннисем – Свияжскри Турă Амăшӗн Успени мăнастирӗн игуменӗ, Хусан епархийӗн музейӗн директорӗ Аркадий (Логинов), Н.И.Лобачевский ячӗллӗ наука библиотекин директор çумӗ Эльмира Амерханова, «Казанские дни» фестивалӗн арт-директорӗ Оксана Иванова, ТР Наци библиотекин генеральнăй директорӗн çумӗ Светлана Измайлова – каласа пачӗç.
Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунне халалланă мероприятисем июлӗн 16-мӗшӗнче пуçланчӗç. Хусан епархийӗн музейӗ халиччен те çак куна халалласа куравсем йӗркеленӗ, анчах кăçал унта иртекен курав «Тайны христианского наследия Казанской земли» темиçе хут пысăкрах, витӗмлӗрех, пуянрах, спикерсем ун çинчен каласа панă чух темиçе хут та «уникаллă» тесе палăртрӗç. Сăлтавӗсем кунта темиçе те: 1555 çулта, 470 çул каялла Хусан епархине никӗсленӗ, 20 çул каялла Ватиканран Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн списокне тавăрнă. Музейри куравран Тутарстан территорийӗнче православи христианствин историйӗн аталанăвне йӗрлесе пӗлме пулать, курав июлӗн 18-мӗшӗнче 15.00 сехетре уçăлса виçӗ уйăха тăсăлать, октябрӗн 15-мӗшӗнче вӗçленет.
Йӗркелӳçӗсем çакна асăрхаттарчӗç: куравра ТР Наци музейӗнчи нихăçан курава тăратман хитре тӗрленӗ черчен тумсене, çутăран хăракан документсене кăтартаççӗ. Анчах вӗсене пӗр уйăхран ытла тытмаççӗ куравра, каялла музей хранилищисене илсе каяççӗ. Курава йӗркеленӗ çӗре ТР Наци музейӗ, ТР НА Археологи институчӗ, Пăлхар патшалăх историпе архитектура музей-заповедникӗ, Пӳлер патшалăх историпе архитектура тата çутçанталăк музей-заповедникӗ, Хусан турăшӗн музейӗ, ХФУн Н.И.Лобачевский ячӗллӗ наука библиотеки, Хусан православи тӗн семинарийӗн библиотеки, Марий Эл Республикинчен Т.Евсеев ячӗллӗ Наци музейӗ тата В.М.Васильев ячӗллӗ наука библиотеки хутшăннă. Çак организацисенчен пуçтарнă экспонатсем X – XX ӗмӗрсен тапхăрӗнчи Хусан çӗрӗн историне каласа параççӗ. Унăн пӗлтерӗшӗ питӗ пысăк, мӗншӗн тесен православи христианстви тӗн енчен çеç мар, вырăнти халăха пӗлӳ парассипе те пысăк ӗçсем тунă, Вăтам Атăл тăрăхӗнчи халăхсен пурнăçӗнче те тарăн йӗр хăварнă. Ахальтен мар унăн Раççей шайӗнчи пӗлтерӗшӗ пысăк пулнă – Мускав, Новгород епархийӗсем хыççăн Хусан пынă.
Каларăмăр, курав июлӗн 18-мӗшӗнче уçăлчӗ. Уяв мероприятийӗсем «Казанские дни» фестивальпе юнкунах уçăлчӗç. Çак кун 6 çултан аслăрах ачасем валли Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн киотне хатӗрлессипе мастер-классем ӗçлерӗç. Аслисене урăхларах мастер-класа йыхравларӗç: хутран тунă турăшсене фольгапа илемлетес техникăна алла илме чӗнчӗç. Ку мастер-класс виçӗ куна тăсăлать, унпа кăсăкланакансен кашни кун 17.00 сехет тӗлне ерçӳ тупса палăртнă вырăна çитмелле. Çак кунсенче лекцисем те иртрӗç. Хусанти храмсен историйӗ, Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн ятне илнӗ храмсем çинчен каласа пачӗç.
Июлӗн 20-мӗшӗнче Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн храмӗнче каçхине 5 сехетре служба пуçланать, акафист вулаççӗ. Уяв кунӗнче ирхине 7.30 сехетре Хусан Кремлӗнчи Благовещени храмӗнчен Богородицки мăнастирне çити хӗрес, Турă Амăшӗн Хусан турăшне йăтса утаççӗ, 10 сехетре Аслă кӗлӗ пуçланать.
Фестиваль июлӗн 21-мӗшӗнче 18.00 сехетре «Елмай» ача-пăча паркӗнче РФ тава тивӗçлӗ артисткин Ольга Кормухинан концерчӗпе вӗçленет.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев