Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Юмахсем ултă çултан аслăрах ачасем валли

Нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче Раиса Сарпин «Саплăклă шăлавар. Штанишки в заплатках» кăларăмӗ тухрӗ. Ултă çултан аслăрах ачасем валли хатӗрленӗскерне авторăн чăвашла тата вырăсла çырнă юмахӗсемпе калавӗсем кӗнӗ. Хайлав пуххи пӗрремӗш хут 2011 çулта «Илемпи юмахӗсем» ятпа чăвашла пичетленнӗ. Халӗ ăна вырăсла пӗлекен мӗнпур ача вулама пултарать. Редакторӗ – Ольга Федорова. Произведенисене Михаил Николаевпа Антон Андреев ӳнерçӗсем питех те ăнăçлă илемлетнӗ.

Юмахсем пӗрре пăхма ансат пек, вӗсенче чечек-курăк та, кăпшанкă-чӗрчун та этем чӗлхипе пуплеççӗ, тӗрлӗ лару-тăрăва кӗрсе ӳкеççӗ. Кун пекки çавах пулма пултараймасть тейӗ хăшӗ-пӗри. Тимлӗ вулакан вара шухăша путӗ. Хайлавсенчи ӗçсем çынсен пурнăçнех сăнласа памаççӗ-ши? «Сар Чечек», тӗслӗхрен, илемпе нӗрсӗрлӗх, тав тума пӗлнипе сӗмсӗрлӗх ыйтăвӗсене хускатать. Çӗр Шапипе унăн ывăлӗ Шапашка ирӗклӗ çӳреççӗ, хăйсене мăнна хураççӗ. Сар Чечеке кӳрентересси те ним те мар вӗсемшӗн. Пӗррехинче амăшне Тилӗ хыпса çăтать. Ывăлне те çаклатӗччӗ… Ăна шеллесе хайхи Чечек çăлса хăварать. Тав тăвас вырăнне мӗн тăвать-ха Шапашка? Ун хăтланкаларăшне ачасемпе пӗрле сӳтсе явма пулать.

«Пӗчӗк Сӗтел» юмахри Илемпин çуралнă кунӗ çывхарать. Ашшӗ хӗрӗ валли капăр сӗтел ăсталама пикенет, амăшӗ хуплу валли чуста лартать. Сӗтеле еплерех сăрламаллине хӗрача хăйех систерет ашшӗне: «Атте, эс сӗтеле кăвак сăрăпа сăрла! Сӗтел варрине сарă хӗвел ӳкер, хӗррисене – чечексем, урисем çине – çырласем». Кил хуçи ӗçе вӗçлесен парнене типмешкӗн улмуççи айне кăларса лартать. Кун пек хӳхӗм сӗтел такама та илӗртмелле. Сăрă Шăшипе Хăравçă Куян та асăрхаççӗ ăна. Пӗри кăшласшăн, тепри пӗрле илсе каясшăн. Парне çухалсан е юрăхсăра тухсан Илемпи çуралнă кунне мӗнле уявлӗ? Кун çинчен шухăшлама та хăрушă. Çавăнпа нумай пуç ватиччен кăларăма тытса вулăр.

«Райкка» калав автобиографиллӗ. Унта çыравçă шăпах хăйӗн пӗрремӗш сăвви еплерех çурални çинчен каласа парать. Хур аçи канаври шывра çатăлтатнине курса хӗрачан та шыва кӗрес килсе каять: «Çутă хӗвел шевлисем шыв çинче ялкăшаççӗ, çиçеççӗ, куçа шартаççӗ. Вăт кӗтрет! Хур аçи çийӗн пӗчӗк асамат кӗперӗ карăнчӗ. Тӗлӗнсе кайнă хӗрачан пит çăмартийӗ çине пӗр тумлам шыв сирпӗнчӗ… Райкка, çак илеме курса хавхаланнăскер, сăвăласа калаçа пуçларӗ…» Сăввине вара кӗнекере тупма пулать.

«Мăйракасăр вăкăрти» истори, ахăртнех, каллех авторпа пулса иртнӗ. Хальхинче Райкка Варлам ятлă колхоз вăкăрӗнчен тарать-мӗн. Мӗнпе тарăхтарса янă-ши вăл выльăха? Ку пăтăрмах инкекпе те вӗçленме пултарнă. Телее, Райккана Раман çăлса хăварать. Мӗнпур ӗç-пуçӗ вара «чăваш кӗнекине хӗрлӗ ӗне çинӗ» тенинчен пуçланнă. Хӗрачан ку каларăша опытлă майпа тӗрӗслесе пăхас килнӗ мар-и?

«Саплăклă шăлавар» калаври Илемпи хăй тумӗнчен вăтаннипе тек урама та тухасшăн мар. Тӗрӗссипе, урама хаваспах тухӗччӗ вăл, анчах тантăшӗсем кӗлмӗç тесе витлени, тăрăхлани чӗрине ыраттарать. Çӗнӗ шăлавар туянмашкăн укçи-тенки хӗсӗкрех çемьере. Мӗн тумалла? Аслисем ку ыйтăва хуравличчен хӗрача пӗтӗмпех хăй татса парать. Кам шутланă-ха, саплăклă шăлавар та ăмсанмалла илемлӗ пулма пултарать иккен.

«Хăравçă Маринере» сăпайлăхпа вӗçкӗнлӗх теми мала тухать. Каппайчăк умне пӗчӗк тӗрӗслев е йывăрлăх тухса тăрсанах вăл шикленӳ кӗрӗкне пӗркеннине яр уççăн кăтартса панă кунта. «Тюльпансем» калавра айванлăхӗпе ăмсанăвӗ те, ӳкӗнӗвӗпе тăрăшулăхӗ те юнашарах. Нинук ятлă хӗрачан пăтăрмахӗсем урлă пӗчӗк вулакан та ăса вӗренӗ. Тен, хăй те тюльпан лартса пăхас тейӗ.

Раиса Сарпин кӗнекинчи хайлавсем çăмăллăн вуланаççӗ. Хитре ӳкерчӗксем сăнарсене тӳрех куç умне кăларма пулăшаççӗ. «Саплăклă шăлавар» çемье вулавӗ валли те питӗ паха.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели