Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юр март уйăхӗнче те çăвать-ха

Гидрометеорологсем талăкри вăтам температура 0 градусран иртсе ăшă еннелле куçсан çуркунне пуçланассине калаççӗ. Пирӗн тăрăхра, тӗпрен илсен, март уйăхӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 3-мӗшӗсене тивет ку. Çавăнпа çурхи ейӳ çак вăхăтсенче пуçланасса кӗтеççӗ. Кăçалхи çуркунне мӗнле пуласси — вăраха тăсăласси е хăвăрт иртесси — хальлӗхе паллă мар-ха. Çумăр тата ăшă илсе килекен Атлантика циклон çитес пулсан çанталăк тăрук ăшăтса пӗр эрнерех ейӳ пуçланасса кӗтмелле. Ун чух пӗр Хусанта кăна 380 çурта шыв илме пултарать.

Хӗлӗн виçӗ уйăхӗнче те юр нормăран иртсе юр çунă кăçал. Январь уйăхӗнче ку кăтарту 79 процентпах танлашнă. ХФУ метеостанцин ертӳçи Сергей Дмитриев каланă тăрăх, юр сийӗ 92 сантиметрах çитсе Хусан çӗршыври чи нумай юрлă иккӗмӗш хула (Саранск хыççăн) шутне кӗнӗ. Пӗр енчен, юр нумаййи япăх мар-ха, кӗркунне çумăрсем питех çуманнипе çӗр нӳрӗкӗ самай чакнă. Тепӗр енчен, çанталăк тăрук ăшăтас пулсан кун чухлӗ шыва çӗр хăвăрт çăтса ӗлкӗреймест.

12 сехетре 20 миллиметр чухлӗ юр çуни нумай шутланать, кун пек кунсем вара кăçал хӗлӗак пӗрре мар пулчӗç. ХФУн профессорӗ, географи наукисен докторӗ Юрий Переведенцев «Татар-информа» пӗлтернӗ тăрăх, юр март вӗçӗчченех çумалла-ха. Вă каланă тăрăх, кăçалхи пек нумай юрлă хӗлле 11 çул пулман пирте. 2010 çулхинчи пек çу кăна шăрăх ан тăтăрччӗ. Вăл çул та хӗлле юрлă пулнă вӗт. Çапах та декабрь уйăхӗнче — 1, январьте 3 градус таранах нормăран сивӗрех тăни çулла шăрăх пулассине систернине каланă Юрий Переведенцев. автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество