News by date 1 March 2024
-
Элкел благочинныйӗ черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ ăсатрӗ
Элкел благочинныйӗ ятарлă çар операцийӗнчи хамăр салтаксем валли хăма, вутă, маскировка сеткисем, окоп çуртисем, тумтир, медикаментсем, тата ытти чи кирлӗ япаласем пухнă.
-
Ачасене вӗрентет, конкурсра та çӗнтерет, пӗлӗвне тата ӳстерӗ
Çӗршывăн 300 топ ертӳçин шутне кӗрсе вӗренме грант çӗнсе илнӗ
-
Робот диспансеризаци иртме чӗнет
Республикăра диспансеризаци иртме тивӗçлӗ çынсене телефонпа сасă робочӗ йыхравлама пуçлассине хыпарлать ntr-24.ru сайт. Робот бот сывлăх сыхлав ведомствин колл-центрӗн 8(843) 558 03 03 никӗсӗнче ӗçлет.
-
Юр март уйăхӗнче те çăвать-ха
Гидрометеорологсем талăкри вăтам температура 0 градусран иртсе ăшă еннелле куçсан çуркунне пуçланассине калаççӗ. Пирӗн тăрăхра, тӗпрен илсен, март уйăхӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 3-мӗшӗсене тивет ку. Çавăнпа çурхи ейӳ çак вăхăтсенче пуçланасса кӗтеççӗ. Кăçалхи çуркунне мӗнле пуласси — вăраха тăсăласси е хăвăрт иртесси — хальлӗхе паллă мар-ха. Çумăр тата ăшă илсе килекен Атлантика циклон çитес пулсан çанталăк тăрук ăшăтса пӗр эрнерех ейӳ пуçланасса кӗтмелле. Ун чух пӗр Хусанта кăна 380 çурта шыв илме пултарать.
-
АО «Транснефть — Прикамье» провело экскурсию для школьников на производственный объект в Татарстане
АО «Транснефть — Прикамье» организовало для учащихся лицея № 4 г. Азнакаево профориентационную экскурсию на нефтеперекачивающую станцию (НПС) «Азнакаево» Альметьевского районного нефтепроводного управления в Республике Татарстан.
-
Президент сӗннӗ хыççăн пӗрлехи патшалăх экзаменӗсене ирттерессин йӗркине улшăнусем кӗртеççӗ
Раççей Президенчӗ ӗнер Федераллă Пухăва Чӗнсе каланă чух шкул ачисене пӗрлехи патшалăх экзаменӗсенчен пӗрне çав çулах (халичченхи пек çулталăк иртсен кăна мар) тепӗр хут тытма ирӗк памалли пирки каларӗ.
-
Тутарстан Республикин Раисӗн паян çуралнă кун
Паян Рустам Миннихановăн çуралнă кун.