Робот диспансеризаци иртме чӗнет
Çӗнӗ хыпарсем

Робот диспансеризаци иртме чӗнет

Республикăра диспансеризаци иртме тивӗçлӗ çынсене телефонпа сасă робочӗ йыхравлама пуçлассине хыпарлать ntr-24.ru сайт. Робот бот сывлăх сыхлав ведомствин колл-центрӗн 8(843) 558 03 03 никӗсӗнче ӗçлет.

Граждансене телефонпа шăнкăравласа сасă робочӗ диспансеризаци иртме йыхравласан кăмăл тунисене тӳрех колл-центр операторӗпе çыхăнтарӗ. Кун хыççăн операторсем çынсене хăш тухтăр патне хăçан килмеллине пӗлтерӗç. Медицина тӗрӗслевне иртнисем сасă бочӗ урлă хăйсен шухăшне хăварма та пултарӗç. Малашне, тен, ку роботсен шăнкăравсем йышăнса тухтăрсем патне хăйсемех черете тăратас майӗ те тупăнӗ-ха, тет сайт.


общество

Нет комментариев